Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Савниҫӗм-пикеҫӗм, эсӗ пур тӗлӗшпе те илемлӗ, санра чӗптӗм тасамарлӑх та ҫук!
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ай, илемлӗ-ҫке эсӗ, савнийӗм-пикеҫӗм, ай, илемлӗ! кӑтру айӗн пӑхать кӑвакарчӑн куҫу; Галаад тӑвӗ ҫинчен анакан качака кӗтӗвне асилтерчӗ ҫӳҫӳ; 2. шӑлусене — шывран ҫуса кӑларнӑ, ҫӑмне каснӑ сурӑх кӗтӗвӗ тейӗн, хӗсӗрри унта ҫук, кашнийӗ — йӗкӗреш путекпе; 3. йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю пек санӑн туту, ҫепӗҫ чӗлхӳ-ҫӑвару; питӳ — икӗ нар улмиех, ун тавра явӑнаҫҫӗ ҫӳҫ кӑтрисем; 4. мӑю — Давид юпи евӗрлӗ, ҫав юпана вӑл кӑрал ҫакма лартнӑ, ун ҫине пиншер хулкан ҫакнӑ, пур хулканӗ те — паттӑрсенӗн.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗр ҫинче ҫакӑн пек харамлӑх та пур: тӳрӗ ҫынсене усал ҫынсен ӗҫӗсене тивӗҫли ҫитсе ҫапать, усал ҫынсене таса ҫынсене тивӗҫли лекет.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳкӗте уяса тӑракана нимӗнле усаллӑх та тивмӗ: ӑслӑ ҫыннӑн чӗри вӑхӑта та, йӗркене те пӗлет; 6. мӗншӗн тесессӗн кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗпе хӑйӗн йӗрки пур, этемшӗн вара 7. мӗн пулассине пӗлменни — пысӑк инкек; ҫакӑ мӗнле пулассине кам калӗ-ха ӑна?
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗрне тытса пыни, тепӗрне те пӑрахманни, аллунтан яманни — лайӑх: Турӑран хӑракан пур асапран та хӑтӑлӗ.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫуртне ҫӳриччен — вилнӗ ҫыншӑн хӳхлекенсен килне кайни лайӑхрах: пур ҫыннӑн кунҫулӗ те ҫапла вӗҫленет, чӗрӗ ҫын вара ҫакна хӑй чӗрине илет.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр ҫинче эпӗ курнӑ пӗр усаллӑх пур, вӑл ҫынсем хушшинче тӑтӑшах тӗл пулать: 2. Турӑ этеме пуянлӑх та, пурлӑх та, чап та парать, ӑна хӑй мӗн кӑмӑл туни пӗтӗмпех ҫитсе пырать; анчах Турӑ ӑна ҫакӑнпа усӑ курма памасть, унпа ют ҫын усӑ курать: ку вӑл — харамлӑх, йывӑр чир!
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ эпӗ тата ыррине, кӑмӑллине куртӑм: ҫут тӗнчере ҫыннӑн Турӑ панӑ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӗҫсе-ҫисе, хӑй тӑвакан пур ӗҫӗн ырӑлӑхӗпе киленсе пурӑнмалла: ку вӑл — унӑн шӑпи.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫут тӗнчере эпӗ курнӑ питех те асаплантаракан чир пур: хуҫи упракан пуянлӑх хуҫинех сиен кӳрет.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн ӗҫӗнче ырӑ пайта пур: 10. пӗри ӳксессӗн, теприйӗ хӑйӗн юлташне ҫӗклесе тӑратать.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кам пӗлесси пур: этем ывӑлӗсен чунӗ-чӗмӗ ҫӳле ҫӗкленет-ши, выльӑхсенӗн чунӗ-чӗмӗ аяла, ҫӗр ӑшне, анать-ши?21. Кто знает: дух сынов человеческих восходит ли вверх, и дух животных сходит ли вниз, в землю?
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мӗн пулнийӗ халӗ те пур, мӗн пуласси ӗлӗкех пулнӑ — Турӑ иртнине те каялла тавӑрать.15. Что было, то и теперь есть, и что будет, то уже было, - и Бог воззовет прошедшее.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӗлсе ҫитрӗм эпӗ: Турӑ тӑвакан пур ӗҫ те — ӗмӗрлӗхе: ун ҫумне нимӗн те хушаймастӑн, унран нимӗн те кӑларса пӑрахаймастӑн — Турӑ Хӑй умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑччӑр тесе ҫапла тӑвать.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур: 2. ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт; 3. вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт; 4. йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт; 5. чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт; 6. шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт; 7. ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт; 8. юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Куҫӑма мӗн килӗшетчӗ, ҫавӑ манӑн пулатчӗ; чӗреме нимӗнле савӑнӑҫран та катса хӑвармарӑм, мӗншӗн тесессӗн пур ӗҫӗмре те чӗрем хӗпӗртесе тӑратчӗ; ку вӑл мана пӗтӗм ӗҫӗмшӗн тивӗҫнӗ парне пулнӑ.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла эпӗ Иерусалимра халиччен хамран малтан пурӑннӑ пур ҫынран та аслӑрах та чаплӑрах пулса тӑтӑм; ӑслӑлӑхӑм та хампа пӗрлехчӗ.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кукӑрри тӳрӗ пулаймасть, ҫуккине пур тӑваймастӑн.15. Кривое не может сделаться прямым, и чего нет, того нельзя считать.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫут тӗнчере тӑвакан пур ӗҫе те куртӑм та — акӑ пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!14. Видел я все дела, какие делаются под солнцем, и вот, все - суета и томление духа!
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пур юханшыв та тинӗсе юхать, тинӗсӗ пӗрех тулса тӑкӑнмасть: юханшывсем ӑҫталла юхнӑ, вӗсем халӗ те ҫавӑнталлах юхаҫҫӗ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑйӗн кил-йышне сивӗ тивесрен сыхлать: пур йышӗ икӗ хут тум тӑхӑнса ҫӳрет.21. Не боится стужи для семьи своей, потому что вся семья ее одета в двойные одежды.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.