Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унта сăмах пирĕн базăра пур.
унта (тĕпĕ: унт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
4. Унти ҫуртсенче Турра хута кӗрекенӗ тесе хисеплеҫҫӗ: 5. акӑ патшасем пӗрле пухӑнчӗҫ — вӗсем пӗрле тапӑнасшӑн; 6. анчах курчӗҫ те — тӗлӗнсе кайрӗҫ, аптӑраса ӳкрӗҫ те — каялла тарчӗҫ; 7. вӗсем унта шуйхансах ӳкрӗҫ, ача ҫуратакан арӑм пек асапланчӗҫ; 8. Эсӗ Фарсис карапӗсене тухӑҫ ҫилӗпе аркатнӑ чухнехи пек сехӗрленчӗҫ.

4. Бог в жилищах его ведом, как заступник: 5. ибо вот, сошлись цари и прошли все мимо; 6. увидели и изумились, смутились и обратились в бегство; 7. страх объял их там и мука, как у женщин в родах; 8. восточным ветром Ты сокрушил Фарсийские корабли.

Пс 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ.

29. Праведники наследуют землю и будут жить на ней вовек.

Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӗсем унта [хӑрамалла мар ҫӗртех] сехӗрленсе ӳкӗҫ: Турӑ — тӳрӗ ҫынсем хушшинче.

5. Там убоятся они страха, [где нет страха,] ибо Бог в роде праведных.

Пс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет; 11. унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп; 12. кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ; 13. ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек; 14. акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ; 15. сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет; 16. вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать; 17. лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх; 18. акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл.

10. Вот бегемот, которого Я создал, как и тебя; он ест траву, как вол; 11. вот, его сила в чреслах его и крепость его в мускулах чрева его; 12. поворачивает хвостом своим, как кедром; жилы же на бедрах его переплетены; 13. ноги у него, как медные трубы; кости у него, как железные прутья; 14. это - верх путей Божиих; только Сотворивший его может приблизить к нему меч Свой; 15. горы приносят ему пищу, и там все звери полевые играют; 16. он ложится под тенистыми деревьями, под кровом тростника и в болотах; 17. тенистые дерева покрывают его своею тенью; ивы при ручьях окружают его; 18. вот, он пьет из реки и не торопится; остается спокоен, хотя бы Иордан устремился ко рту его.

Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Вӑл сана та хӗсӗклӗхрен ирӗклӗхе кӑларӗччӗ, унта йывӑр пулмӗччӗ, сӗтелӳ тулли апат-ҫимӗҫ пулӗччӗ; 17. эсӗ ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсене урӑм-сурӑм питлетӗн: питленипе айӑплани юнашарах вӑл.

16. И тебя вывел бы Он из тесноты на простор, где нет стеснения, и поставляемое на стол твой было бы наполнено туком; 17. но ты преисполнен суждениями нечестивых: суждение и осуждение - близки.

Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Вӗсен тӗлне ӑмӑрткайӑк та пӗлмест, ӑна хӑлат куҫӗ те курман; 8. ҫав ҫӗре арӑслан ури те пырса пусман, унта шакал та ҫӳремен.

7. Стези туда не знает хищная птица, и не видал ее глаз коршуна; 8. не попирали ее скимны, и не ходил по ней шакал.

Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Унта Вӑл Хӑйӗн аслӑ пуканне лартнӑ, ун тӗлне пӗлӗт карнӑ.

9. Он поставил престол Свой, распростер над ним облако Свое.

Иов 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫӗре вӑйлисем тытса тӑраҫҫӗ ҫав, унта мӑнаҫлисем пурӑнаҫҫӗ.

8. а человеку сильному ты давал землю, и сановитый селился на ней.

Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ан тив мана, куҫӑнтан вӗҫерт мана, сӗмлӗх ҫӗршывне, вилӗм ӗмӗлкийӗн ҫӗршывне ӑсаниччен, — ӗнтӗ каялла таврӑнаймӑп, — кӑштах сывлӑш ҫавӑрам эп, 22. вилӗм ӗмӗлкийӗн сӗмлӗхӗ евӗр сӗм тӗттӗм ҫӗршывра нимӗн йӗрки-ӗренки ҫук, унта сӗм-сӗмлӗхри пек тӗттӗм.

Оставь, отступи от меня, чтобы я немного ободрился, 21. прежде нежели отойду, - и уже не возвращусь, - в страну тьмы и сени смертной, 22. в страну мрака, каков есть мрак тени смертной, где нет устройства, где темно, как самая тьма.

Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнаҫҫӗ вӗсем, пушхире ҫитеҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ: 19. вӗсем ҫине Фема ҫулӗсем пӑхаҫҫӗ, вӗсене Савея ҫулӗсем шанаҫҫӗ, 20. анчах вӗсен шанчӑкӗ кӑлӑхах-мӗн: унта пыраҫҫӗ те — аптӑраса ӳкеҫҫӗ.

18. Уклоняют они направление путей своих, заходят в пустыню и теряются; 19. смотрят на них дороги Фемайские, надеются на них пути Савейские, 20. но остаются пристыженными в своей надежде; приходят туда и от стыда краснеют.

Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Кӗҫӗнни, асли — унта пурте пӗр тан, чура та хӑйӗн хуҫинчен ирӗклӗ.

19. Малый и великий там равны, и раб свободен от господина своего.

Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ.

Малый источник сделался рекою, и был свет и солнце и множество воды: эта река есть Есфирь, которую взял себе в жену царь и сделал царицею.

Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Мардохей ҫапла каланӑ: ку ӗҫ Турӑран пулчӗ, эпӗ ҫак ӗҫсем ҫинчен маларах курнӑ тӗлӗкӗме аса илтӗм: унта тӳрре килменни нимӗн те юлмарӗ.

[И сказал Мардохей: от Бога было это, ибо я вспомнил сон, который я видел о сих событиях; не осталось в нем ничего неисполнившимся.

Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫавӑн пекех унта иудей ҫынни Мардохей ӗнтӗ Артаксеркс патша ҫумӗнче иккӗмӗш ҫын пулнине, иудейсем хушшинче мухтавлӑ пулнине, йышлӑ тӑванӗсем ӑна мӗнле юратнине ҫырса хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй халӑхне ырӑ тӑвасшӑн пулнӑ, хӑйӗн пӗтӗм йӑхне хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ.

3. равно как и то, что Мардохей Иудеянин был вторым по царе Артаксерксе и великим у Иудеев и любимым у множества братьев своих, ибо искал добра народу своему и говорил во благо всего племени своего.

Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, унта вӗсем ҫичҫӗр ҫынна вӗлернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.

15. И собрались Иудеи, которые в Сузах, также и в четырнадцатый день месяца Адара и умертвили в Сузах триста человек, а на грабеж не простерли руки своей.

Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫавӑн чухне иудейсен килӗсенче ҫутӑ ҫуннӑ, унта хаваслӑх, савӑнӑҫ тата уяв ҫитнӗ.

16. А у Иудеев было тогда освещение и радость, и веселье, и торжество.

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакна итлемен-пурӑнӑҫламан кирек мӗнле хулана та, кирек мӗнле ҫӗре те пӗр хӗрхенмесӗр хӗҫпе те вутпа тӗп тумалла, кайран унта этем пурӑнма мар, вӑл вырӑнтан тискер кайӑксем те ӗмӗрӗпе йӗрӗнччӗр.]

Всякий город или область вообще, которая не исполнит сего, нещадно опустошится мечом и огнем и сделается не только необитаемою для людей, но и для зверей и птиц навсегда отвратительною.]

Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. [Шӑпах патша Мардохейӗн ырӑ ӗҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ вӑхӑтра кермен картишне Аман ҫитнӗ,] вара патша: картишӗнче кам унта? тенӗ.

4. [Когда царь расспрашивал о благодеянии Мардохея, пришел на двор Аман,] и сказал царь: кто на дворе?

Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Унта Мардохей патшанӑн икӗ хайранне — алӑк урати сыхлакан Гавафӑна тата Фаррана, Артаксеркс патшана вӗлерме каварлашнӑскерсене — тӑрӑ шыв ҫине кӑларни ҫинчен те ҫырнӑ пулнӑ.

2. и найдено записанным там, как донес Мардохей на Гавафу и Фарру, двух евнухов царских, оберегавших порог, которые замышляли наложить руку на царя Артаксеркса.

Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Каланӑ Аман: авӑ патша майри Эсфирь те хӑйӗн ӗҫки-ҫикине патшапа мансӑр пуҫне урӑх никама та чӗнмерӗ, мана унта ыран та патшапа пӗрле пыма чӗнчӗҫ.

12. И сказал Аман: да и царица Есфирь никого не позвала с царем на пир, который она приготовила, кроме меня; так и на завтра я зван к ней с царем.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех