Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑна сăмах пирĕн базăра пур.
кӑна (тĕпĕ: кӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ, Кондрашка, пӗртен-пӗр ӗнене кӑна шеллетӗп.

— Мне, Кондраша, одну корову жалко…

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат, пӗр ырхан лашапа кӑна пурӑнса, нуша ӑшне мӑй таранах путса ларнӑччӗ.

А нужды с одной лошаденкой хватнул Кондрат по ноздри.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Саккӑрмӗш хут тухсан кӑна, тул ҫутӑлас умӗн, ӗне карти алӑкне уҫса яричченех ун хӑлхине тарӑннӑн та йывӑррӑн йынӑшнӑ сасӑ кӗрсе кайрӗ.

И только на восьмой, уже перед светом, еще не открыв дверцы на коровий баз, услышал глубокий и трудный стон, вошел.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Николай усал сӑмахпа шӑппӑн кӑна вӑрҫса илчӗ те лачлаттарса сурчӗ.

Николай только плюнул, шепотом матерясь.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пухура ларакан икҫӗр вунҫичӗ кил хуҫинчен утмӑл ҫиччӗшӗ кӑна алӑ ҫӗклерӗҫ.

Из двухсот семнадцати присутствовавших домохозяев руки подняли только шестьдесят семь.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кил хуҫисем кӑна ҫӗклеҫҫӗ.

Одни хозяева дворов подымают.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫлекен алӑсем — акӑ вӗсем, ҫаксем кӑна.

Рабочие руки — вот они, одни.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тракторпа кӑна пыйтӑсене таптаса петӗреймӗн!

— Вшей одних трактором не подавишь…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

(Ҫынсем кулкалани хуллен кӑна илтӗнсе кайрӗ.)

(Зашелестел смешок.)

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсене пӗр купана купаласа хунипе усси пурпӗрех пулас ҫук, юмахри евӗрлӗ кӑна пулса тухӗ: акӑш вӗҫме хӑтланать, ракӗ ӑна хӳринчен ярса тытнӑ та каялла сӗтӗрет, ҫӑрттанӗ тата — шуйттанланса кайнӑскер, шывалла туртать…

Людей мало в одну кучу свалить, толку один черт не будет: как в сказке — лебедь крылами бьет и норовит лететь, а рак его за гузно взял и тянет обратно, а щука — энта начертилась, в воду лезет…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Урисене тытса тӑр!.. — тесе кӑшкӑрма кӑна ӗлкӗрчӗ Андрей Давыдова.

Ноги ему держи!.. — успел Андрей крикнуть Давыдову.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чим! — канӑҫсӑррӑн мӑкӑртатма тытӑнчӗ Нагульнов, шутӑн пӗчӗк ҫеҫ шӑрҫисене пӳрнипе хуллен кӑна шутаркаласа.

Постой! — встревоженно забормотал Нагульнов, осторожненько толкая пальцем колесики счетов.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Таса тырӑ ҫиеҫҫӗ, пирӗн авӑ, юлташлӑхра, уттине те пӗчӗккӗн кӑна пӑрахса пама тивет.

Хлеб чистый едят, а у нас в товариществе и сенца в натруску.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демид, ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтӑр-катӑр хыҫкаласа, ачалла тӳлек куллипе йӑл кӑна кулса илетчӗ.

Демид только улыбался тихой ребячьей улыбкой, почесывая волосатую грудь.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр ҫулталӑкран каллех пушар тухрӗ те, унӑн картишӗнче тӗтӗм шӑрши ҫапакан сухапуҫне кӑна тӑратса хӑварчӗ.

Через год еще раз пожар оставил ему на подворье одни пахнущие дымом сохи.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна пурте ҫакӑнтан пӗлеҫҫӗ: вӑл чи кирлӗ вӑхӑтра кӑна сӑмах хушать, ытти чухне ялан ним шарламасӑр ӗҫлет, уявсенче тӑкӑрлӑка пухӑнса ларакан казаксемпе пӗрле ним шарламасӑр табак туртать, пухусенче пӗр шарламасӑр ларать, хӑйпеле калаҫакан ҫын мӗн те пулин ыйтсан тин хуравлакаласа ирттерет, айӑплӑн, салхуллӑн йӑл кулса илет.

Он был известен тем, что говорил только при крайней необходимости, а остальное время молча работал, молча курил с казаками, собравшимися в праздник на проулке, молча сидел на собраниях и, обычно только изредка отвечая на вопросы собеседника, улыбался виновато и жалостно.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кашни кунне юлашки пек пурӑнса ирттерекен кӑна Сулиета Аслановна пек паттӑррӑн, сывлӑшӗ тухми пуличчен ӗҫне парӑнса пурӑнма пултарать.

Нужно жить как Сулиета Аслановна, проживая каждый день как последний, отважно, до последнего вздоха быть преданным делу.

Сулиета Аслановна Кусова-Чухо. // Марина Карягина. https://www.facebook.com/photo.php?fbid= ... =3&theater

Эмел вируса путлантарать кӑна.

Куҫарса пулӑш

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Малтан кӑна-ха вирус ертнисене эрнере 1-2 ҫынна кӑна шута илеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Кача пӳрне пысӑкӑш кӑна пулнӑ вӑл.

Он стал размером с детский мизинчик.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех