Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхнӑ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лена тин ҫеҫ Андрей ҫынтан ютшӑнса пурӑнакан йытта хӑйне пӑхӑнтарнинчен тӗлӗннӗччӗ, ун ҫине вӑл, темле асамлӑ вӑй сӑмахне пӗлекен ҫын ҫине пӑхнӑ пек, тӗлӗнсе те интересленсе пӑхнӑччӗ.

Только что Лена была поражена необыкновенной властью, проявленной Андреем над одичалой собакой, и смотрела на него с удивлением и интересом, как на обладателя какой-то волшебной силы.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Манӑн туссем! — терӗ Кондратьев, хӑй паллакан пит-куҫсем ҫине, ашшӗ ачисем ҫине пӑхнӑ пек, пӑхса.

— Мои друзья! — сказал Кондратьев, глядя на знакомые ему лица, как отец смотрит на детей.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тата иккӗшӗ те, ӗненетӗн-и, сана пӑхнӑ — ӳкерсе илнӗ пекех!

И оба, веришь, в тебя, ну, чистая копия!

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӗллехи ҫӑлтӑрсемлӗ каҫа вӑл нумай, нумай хут курнӑ, анчах паянхи пекки пулман-ха, Верблюд-гора тата унӑн тӗксӗм мӗлки ҫине ҫӗрле нумай, нумай хут пӑхнӑ вӑл, анчах сӑрт-тусен паянхи пек тӗлӗнмелле илемлӗхне курман пек туйӑнать.

Много-много раз он видел звездную зимнюю ночь, а вот такой, как сегодня, еще не было; много-много раз ночью смотрел на Верблюд-гору, на тень от нее, а вот такого дивного очерка горы, кажется, еще не видел.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак кунсенче старик килте пулманпа пӗрех: пӗрмаях станица тӑрӑх ҫӳренӗ, хӑйсен колхозӗн ферминче ҫеҫ мар, юнашар колхозсенче те пулнӑ, кӑкӑр кӗсйине ҫырмалли пӗчӗк кӗнеке чикнӗ, унта тем-тем ҫырнӑ, пур япала ҫине те тимлӗн пӑхнӑ, кирек епле пухупа ларӑва та чи малтан пынӑ.

В эти дни старик почти не бывал дома — все расхаживал по станице, появлялся на фермах не только своего, но и соседнего колхоза; носил в нагрудном кармане записную книжку, ко всему присматривался, первым являлся на всякое собрание или заседание.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫавӑнпа сӑн-пуҫӗ те унӑн яланах пурин ҫине те ытла тимлӗ пӑхакан ҫыннӑнни пек пулнӑ, куҫӗсем шухӑшлӑн пӑхнӑ, табак тӗтӗмӗпе сарӑхса кайнӑ кӑвак уссине те темле питӗ типтерлӗ каснӑ.

Поэтому и вид у него был постоянно сосредоточенный, и глаза не в меру задумчивы, и седые усы с застаревшим налетом табачной желтизны подрезаны уж очень аккуратно.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ Кондратьев сӑрталла улӑхнӑ чухне час-часах машинӑран тухнӑ та, хӑйне илӗртекен инҫелӗхе нумайччен пӑхнӑ, анчах ниепле те пӑхса тӑранайман.

Поэтому, подымаясь на возвышенность, Кондратьев выходил из машины и подолгу смотрел вдаль, что так его притягивала, но никак не мог наглядеться.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ 50 ытла университетра ӗҫлесе пӑхнӑ.

Я преподавал в 50 университетах.

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

Пуҫне вӑл яланах мӑнаҫлӑн тытать, унӑн куҫӗсем, уйрӑмах арҫынсем ҫине пӑхнӑ самантра, сиввӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, анчах унӑн кӑмӑл-туйӑмӗ савнӑҫлӑ, чӗлхи ҫивчӗ.

Голову всегда держала гордо, взгляд ее темных глаз был строгий, особенно в ту минуту, когда она смотрела на мужчин, но характер у нее был веселый и язык острый.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗтӗм ҫуркунне, ҫулла тата кӗркуннен пӗр пайӗ уншӑн бригадӑри стан хӑй ҫурчӗ вырӑнне пулнӑ; вӑл утӑ ҫинче ҫывӑрма та, каҫхи кӑвак ҫутӑсене курма та, сывлӑм ӳкнӗ ирсене кӗтсе илме те, хӗртсе хӗвел пӑхнӑ чухне сапочкӑпа пӗкӗнсе ӗҫлеме те калама ҫук хӑнӑхса ҫитнипе станицӑна пӗр кунлӑха та каясшӑн пулман.

Всю весну, лето и часть осени домом ей был бригадный стан: она так привыкла и спать на сене, и видеть вечерние зори, и встречать росистые рассветы, и нагибаться с сапочкой под палящим солнцем, что не хотела выезжать в станицу даже на один день.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Стариксем ҫакӑн пек паха пӗлтерӗве хӗпӗртесе йышӑннӑ, хӑйсен тантӑшӗ ҫине уҫҫӑнах кӑмӑлласа пӑхнӑ.

Старики одобрительно принимали такое важное сообщение и посматривали на своего одногодку с явным поощрением.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл чӳречерен нумайччен пӑхнӑ, анчах выльӑха мӗнле хӑваланин картинине куҫпа курса палӑртайман-ха, тӗрӗссипе картинӑна ҫеҫ мар, утса пыракан чӗрӗ выльӑхсен йышне те, геройсен сӑн-пичӗсене курма май пур ҫынсене те — ҫураннисене, юланутлисене курса палӑртайман; вӑл вырӑн пейзажне — тусене те, кӗрхи ҫутӑ тӗспе сӑрланнӑ ту хушшисене те; кӗпӗрленсе пыракан ӗне, сурӑх, лаша кӗтӗвӗсене те курма пултарайман; выльӑх кӗтӗвӗсем хӑваланӑ чухне янӑраса тӑракан сасӑсене: ҫӗр айӗнчен тухнӑ пек илтӗнекен пиншер ура сассисене, кӗтӳҫӗсен савӑнӑҫлӑ та кӑштах тытӑнчӑклӑ сассисене, сурӑхсем макӑрнине, ӗнесем вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн мӗкӗрнине, хӑйӗн кӗтӳне ертсе пыракан ӑйӑр пӑшӑрхануллӑ тулхӑрнине, йытӑсем вӗрнине, пушӑсем шартлатнине, ту ҫинчен юхакан шывсем шавланине, ту хушшисенче янӑракан сасӑсене Илья курман та, илтмен те.

Он смотрел в окно, но еще зрительно не представил себе всю картину перегона, вернее — не просто картину, а живую, движущуюся массу скота, людей, где бы можно было увидеть и лица пастухов — пеших и конных, и пейзаж местности — горы, ущелья уже в осенних красках, и идущие стада, отары, табуны, и не только увидеть, но и услышать те характерные звуки, которые всегда сопутствуют перегону: глухой, точно идущий из-под земли топот тысяч копыт, немного охрипшие голоса, блеяние овец, протяжное и грустное мычание коров, тревожное ржание жеребца, ведущего свой табун; лай собак, хлопки кнутов, шум горных рек и эхо, плывущее по ущелью.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сӗтел ҫинчи лампа ҫути ун типшӗм те курпун сӑмсаллӑ пичӗ ҫине аялтан ӳкнипе кӑштах тӗксӗмленнӗ ҫутӑ куҫӗсем пысӑк та ытла хурланса пӑхнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.

Свет настольной лампы падал на худощавое и горбоносое лицо снизу, отчего светлые глаза, скрытые слабой тенью, казались большими и очень грустными.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Аван мар, эпӗ ӑна аван мар ответлерӗм», — шухӑшларӗ Сергей, вара унӑн хӑйӗн шухӑшне урӑх ҫынпа калаҫса тӗрӗслес, хӑй ҫине айккинчен пӑхнӑ пек пӑхас килчӗ, ҫавӑнпа ашшӗпе калаҫма шут тытрӗ.

Нехорошо, нехорошо я ей ответил», — думал Сергей, ему захотелось свои мысли проверить на ком-нибудь другом, посмотреть на себя как бы со стороны, и он решил поговорить с отцом.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Выльӑх пӑхнӑ ҫӗрте электричествӑпа усӑ курасси ҫинчен эпир ун чухне ӗмӗтленеттӗмӗрччӗ кӑна, халӗ ку чӑн пулса тӑчӗ.

О применении электричества на животноводстве мы тогда только мечтали, теперь это факт.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак темшӗн аса килсе кӗнӗ сӑмахсене вӑл темиҫе хут ӑшра каларӗ, унӑн яп-яка хырса тасатнӑ питӗнче кулӑ сӳнме пӗлмест; ыйӑхран вӑрансан ху кӗҫех атте пуласси ҫинчен шухӑшлама епле лайӑх-ха, шутларӗ вӑл, вара ӑна йӗри-тавра кам пур — пурте ун ҫине пӑхнӑ пек, пурин пичӗсем те хӑйӗн пекех телейлӗ кулӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать; хӗвел пайӑркисем чӳрече кантӑккисем ҫинче нихҫан та паянхи пек йӑлтӑртатса ҫуталман; тап-таса та кӑн-кӑвак тӳпенелле кармашса ларакан йывӑҫсем темшӗн ӗнерхинчен ҫӳллӗрех та лапсӑрккарах пулнӑ; такам ҫӑра пылпа сапнӑ пек ҫутӑ-сарӑ тӗслӗ пиҫсе ҫитнӗ абрикоссем шутсӑр нумай ҫакӑнса тӑракан турат хӳме урлӑ усӑнса аннӑ, анчах Сергее ҫав турат хӑйне евӗрлӗ кулса ӑна пуҫ тайнӑн туйӑнать; турат ҫинче абрикосран та пысӑк мар ылтӑн мӑйлӑ кайӑк ларать.

Он мысленно повторял эти пришедшие на ум слова, и улыбка не сходила с его свежего, чисто выбритого лица; как же хорошо, — рассуждал он, — проснуться и думать, что скоро станешь отцом; ему казалось, что солнечные блики еще никогда так не вспыхивали на стеклах окон, как сегодня; деревья на фоне чистого синего неба были и выше и пышнее, нежели вчера; к забору клонилась ветка, вся усыпанная созревшими абрикосами, янтарно-желтая, точно облитая густым пчелиным медом, а Сергею думалось, что она кланяется ему с какой-то своей доброй улыбкой; на ветке примостилась птичка величиной с абрикосину, с золотистой шейкой.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Эпир пурин ҫинчен те ӑслӑн шухӑшласа пӑхнӑ пулӑттӑмӑр», ҫак сӑмахсем ӑна часах Усть-Невинскине илсе ҫитерчӗҫ, кунта ун умне Артамашовпа тӗл пулассин чӑн-чӑн картини тухса тӑчӗ.

Слова «мы бы все обдумали, обмозговали» живо унесли его в Усть-Невинскую, и тут ему совершенно реальной картиной представилась встреча с Артамашовым.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак ҫамрӑк та савӑнӑҫлӑ, шӳтлеме те пултаракан ҫынсем, Григорий кашни хутрах вӗсем шӳтлесе калаҫнине йӑл-йӑл кулкаласа итленӗ, вӗсен, хӑйне ҫывӑх сӑн-пуҫӗсем ҫине, машинӑна сӗрмелли ҫупа вараланнӑ вӑйлӑ аллисем ҫине мӑнаҫлӑн та хаваслӑн пӑхнӑ.

Это были молодые и радостные, умевшие пошутить люди, Григорий всегда с улыбкой слушал их шутливые разговоры, гордо и радостно смотрел на них, близких ему лица, на их руки, испачканных в смазочном машинном масле.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Улыбышева военфельдшертан пӗчӗк тӗкӗр ыйтса илсе нумайччен ун ҫине пӑхнӑ, хӑйӗн пит-куҫне савӑнӑҫлӑ тата тарӑн шухӑшлӑ сӑн пама тӑрӑшса ларнӑ, — герой савакан хӗрӗн пит-куҫӗ ҫакнашкал пулмалла та ӗнтӗ, — тесе хунӑ вӑл сасӑпах.

Выпросив у военфельдшера Улыбышевой зеркальце, она смотрелась в него, стараясь придать своему лицу выражение торжественной серьезности, как подобает — это слово она даже произносила вслух — невесте героя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Мамочкин, хӗвӗнчен хӑйӗн юлашки флягине туртса кӑларнӑ та, ӑна каллӗ-маллӗ силлесе пӑхнӑ.

Мамочкин вынул из-за пазухи свою последнюю флягу и поболтал ею во все стороны.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех