Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тӗттӗме хӑнӑхнӑ куҫӗсене чарса пӑрахрӗ те шикленсе илчӗ.В расширенных, освоившихся с темнотой глазах его белел страх.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Алӑкран ӳкнӗ ҫутӑ пӗр самантлӑха Григорий куҫӗсене шартарса ячӗ, вӑл куҫне аллаппипе картларӗ те, витен тӗттӗм кӗтессинче шӑв-шав вӑйланнине илтсе, каялла ҫаврӑнчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кулленех маршпа ҫӳреме тухакан взводсем ҫине пайланӑ сотня, хаш та хаш сывласа, куҫӗсене хӗскелесе, Франьӑн чӑштӑртатакан кӑвак юбки ҫине пӑхать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вахмистр, Григорий патне талпӑнса пырса, вӗсем ҫине пӑхса илчӗ, ҫилӗпе тӗссӗрленсе кайнӑ куҫӗсене чарса пӑрахса, хӑйӑлтатма пуҫларӗ:
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл, хӑйне итлесе тӑракансем ҫине пӑхса, куҫӗсене вылянтарса илчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗтӗм сотнипе пӗртен-пӗр кулӑшла та ирсӗр сӑмахсем калама юратаканскер, намӑссӑр та вӑтанма пӗлми Егорка Жарков, куҫӗсене мӑчлаттарса, йӗрӗнчӗккӗн кулса илчӗ те калаҫӑва хутшӑнчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аттепе иксӗмӗр улӑхра утӑ ҫулатпӑр пек те, йӗри-таврах, анкарти хыҫӗнчи шур тӑрӑллӑ чечексем евӗр, ҫӑлтӑрсем сапаланса выртаҫҫӗ пек, — пушмак пӑрӑвӑнни пек ӑшӑ куҫӗсене ҫутӑлтарса калама тытӑнчӗ йӑваш Прохор Зыков; — ҫулатпӑр пек хайхи, курӑкӗ ҫава касса уҫӑлми йӑванса пырать пек…
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑваткал площадь йӗри-тавра урапасен туртисем ҫӳлелле кармашӑнса тӑраҫҫӗ, лашасем ҫуйӑхашаҫҫӗ, тӗрлӗрен ҫынсем вӗркесе ҫӳреҫҫӗ; пушар сарайӗ аяккинче болгар-плантаторсем вӑрӑм лавкка речӗсем хушшине вырнаҫнӑ та пахча ҫимӗҫ таврашӗсемпе сутӑ тӑваҫҫӗ; вӗсем хыҫӗнче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пӗчӗк ачасем, тӑварса янӑ тӗвесем ҫине, пасар вырӑнӗ йӗри-тавралла куҫӗсене мӑнаҫлӑн вылянтарса сӑнаканскерсем ҫине пӑхса, кӗшӗлтетсе тӑраҫҫӗ тата хӗрлӗ кӑшӑллӑ картузсемпе, тӗслӗрен тӗслӗ хӗрарӑм тутӑрӗсемпе хутшӑнса арпашӑнса кайнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем каллӗ-маллӗ кумса ҫӳреҫҫӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫывӑхран иртсе пыракан пӗр адъютант хӑйӗн салхуллӑ нӳрӗ куҫӗсене Григорий ҫине ҫӗклерӗ те, лешин ҫивӗччӗн тинкерсе пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулса, ҫаврӑнса утрӗ; ун хыҫӗнчен сарӑ шӑлӗсемпе ҫӳлти тутине ҫавӑрса ҫыртнӑ, теме пула хумханса ӳкнӗ сотник ашӑпа чупнӑ пекех хыпаланса утать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мӑка куҫӗсене пӗр-пӗр пӑнчӑ ҫине тирӗнтерет те тытӑнать шутлама.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья куҫӗсене ҫавӑрса пӑрахрӗ те ҫирӗппӗн: — Вилетӗп эпӗ, Гришка. Вӑт… ӗҫӗ те пӗтрӗ! — терӗ.Скосив глаза, Аксинья твердо сказала: — Я, Гриша, помираю. Ну… вот и все!
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Наталйӑн тураса якатнӑ хура ҫӳҫӗпе витӗннӗ тӑнлавӗ ҫине ҫутӑ тар пӗрчисем пӑчӑртатса тухнӑ, куҫӗсене халсӑр пулнӑ чухнехи пек ҫулланса тӑракан ҫурхах хупласа илнӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хыткан та шултра куктӗрриллӗ питкуҫлӑскер, ҫӳҫне-пуҫне тирпейлемесӗрех вӑл ҫатан карта умне тухса тӑрать те, куҫӗсене аллаппипе хӳтӗлесе, нумайччен аяккалла тинкерсе пӑхать, — килни курӑнмасть-и ӑнсӑртран?
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аникушкӑн пулас?», — тесе шутларӗ Григорий, хӗстернӗ куҫӗсене шутарса пӑхса, вӑкӑрӗсене тата плуг хыҫҫӑн утакан ҫынна палласа илсе.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ун куҫӗсене куҫҫуль карса илчӗ, хӑлхисенче касса ҫурса пыракан ҫил шӑхӑрать, сунар ӗҫӗ Григорие хавхалантарсах ячӗ.Глаза застилало слезами, уши забивал режущий свист рассекаемого ветра, охота захватила Григория.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫамрӑк пан, витӗр пӑхакан чакӑр куҫӗсене хӗссе, ҫапла ыйтрӗ:
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лутака кӗлеткеллӗскер, пӗтӗмпе кӑвакарса-симӗсленсе кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑскер (аллисем ҫинче те-ха унӑн кӑвак тӗксем пулнӑ), ача чухнех чукмарпа ҫапса лапчӑтса лартнӑ сӑмсаллӑскер, вӑл яланах пӗчӗк ача пек ӑшшӑн ейӗлсе, йӑл кулса ҫӳренӗ, кулнӑ май хӗрлӗ пӗркеленчӗклӗ куҫӗсене мӑчлаттарса, йӗри-тавралла уҫӑ кӑмӑллӑн пӑхнӑ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сивӗ тытнӑ пек чӗтресе, пысӑк тутӑр ҫине арчаран юбкӑсем, кофтӑсем, пӗчӗкрех тутӑрсем ывӑтма тытӑнчӗ, кусене вӑл пӗтӗмпех качча тухнӑ чух илсе килнӗ, унтан, хашкама ерсе, куҫӗсене сапалантарса ярса, юлашки хут кухня тавра ҫаврӑнчӗ те, лампине сӳнтерсе, крыльца ҫине чупса тухрӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл, казаксем хутне кӗрсе, тулли ҫаврашка куҫӗсене йӑлкӑштарса, Христоня ҫине сиксе ларчӗ.Он вступался за казаков, обрушиваясь на Христоню, сверкая выпуклыми круглыми глазами.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья енчен-енне канӑҫсӑррӑн пӑхкаласа илчӗ те нӳрӗ хура куҫӗсене Григорий ҫине куҫарчӗ.Аксинья тревожно глядела по сторонам, переводила влажные черные глаза на Григория.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.