Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хумсем тӑрӑх, пӗлӗт татки тӑрӑх, хамӑн сисӗмпе! — кӑшкӑрчӗ ӑна хирӗҫ Бен.

— По волнам, по облачку, чутьем! — крикнул ему Бен.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

— Тинех мана хамӑн пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑсемшӗн, ҫитмен ӗмӗтсемшӗн парне лекрӗ!

 — Наконец-то я вознагражден за все невзгоды и разочарования!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хамӑн ишевсем вӑхӑтӗнче эпӗ ку вырӑнсенче пӗрре те пулман, вӗсене лайӑх пӗлекен ҫынсене те курман.

 — За время моих плаваний я ни разу не бывал в этих местах и, по-моему, даже не сталкивался с людьми, которые хорошо знали бы их.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Уэлдон миссис, эпӗ хамӑн тивӗҫе ҫеҫ пурнӑҫларӑм.

— Я только выполнял свой долг, миссис Уэлдон.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Мӗнле ачасем?» — ыйтатӑп салтакран, хӑранипе хамӑн шӑлсем шаккаҫҫӗ.

«Что за ребятишки?» — спрашиваю солдата, а у самого от ужаса зубы лязгают.

Карпеи // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Эпӗ нимпе те пулӑшаймӑп-и хамӑн Дик тусӑма?

 — Разве я ничем не могу помочь моему другу Дику?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хамӑн пурнӑҫра эпӗ кун пеккине курман.

 — Ничего подобного я в жизни не видел!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Пӗр япала кӑна: хамӑн коллекцие сайра тӗл пулакан пӗр-пӗр экземплярпа пуянлатасчӗ.

 — Только одного: украсить свою коллекцию каким-нибудь редким экземпляром.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хамӑн ӗҫ хама та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӗнтӗ, — ӳпкевлерӗ вӑл.

— Уж очень мне надоела моя должность, — пожаловался он.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— Турӑ кӗнеки ҫинче каланӑ пекех: «Хам пӗччен пурӑннинче эпӗ хамӑн пурнӑҫ валли канлӗх тупнӑ».

— Как в книге свяшенного писания сказано «В одиночестве моем находил я покой своему бытию».

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— Сӑн-пуҫӑм ҫеҫ хамӑн, чунӑм ҫеҫ хам ӑшра, ытти вара пӗри те манӑн мар, пӗтӗмпех ют.

— Облик только мой и душа во мне моя, остальной не мое, чужое.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Хамӑн утма хӑнӑхас пулать.

Надо приучаться самому ходить.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Манӑн хамӑн отряда Митя патне илсе ҫитерес пулать!»

Я должен привести свой отряд к Мите!»

52 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

 — Кирлӗ пулсан эпӗ, комсомолец, Тӑван ҫӗршывӑмӑршӑн хамӑн пурнӑҫӑма та шеллесе тӑмӑп…

 — Как комсомолец, если понадобится, и жизни своей не пожалею за Родину….

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

«Хамӑн атакӑламалла пулать… Тӑшмана, хӑй сахалтарах кӗтнӗ ҫӗртен ӑнсӑртран пырса тапӑнса, аркатса тӑкмалла…» — шухӑшларӗ Саша, ҫамкине картлантарса.

«Атаковать самому… Захватить врага врасплох и разгромить его, когда он меньше всего ожидает…» — думает, морща лоб, Саша.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Мӗн иртенпех курмарӑм ӗнтӗ эпӗ хамӑн ачасене.

С самого утра я своих хлопцев не бачила.

41 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Эпӗ, чӑнах та, йӗрсе те илтӗм, халӗ те чӗре ыратать-ха манӑн, Ивга асаннене те хӗрхенетӗп эпӗ, анчах хамӑн сӑмаха улӑштармастӑп!

— Я, правда, плакал, и теперь у меня как-то сердце сжимается, и бабу Ивгу мне жалко, но только все равно своих слов не меняю.

37 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Тен, манӑн сана хамӑн вӗлермелле-ха, кӑна пӗлместӗп-ха эпӗ, ҫавӑнпа кун пирки кӑштах шутласа пӑхас пулать.

Может, я тебя и сам убить должен, это еще разобраться надо.

34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Эпӗ хамӑн атте-анне ҫинчен каласа кӑтартма пуҫларӑм, вӑл манран ыйта-ыйта пӗлчӗ…

Я стал про родителей говорить, а он слушал и все спрашивал…

Одинцов дневникӗ // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Чавка пӑхни вӑл хамӑн ӗҫ.

А это мое личное.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех