Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Саккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Саша Чекалин –> Пӗрремӗш пай

Автор: Михаил Юрьев

Ҫӑлкуҫ: Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫул: 1960; Хушнӑ: 2020.12.01 14:01

Пуплевӗш: 130; Сӑмах: 1214

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Шкул ачисем темшӗн хускалса ларнине Александра Степановнӑн ҫивӗч куҫӗсем часах сисрӗҫ. Ачасем пурте виҫҫӗмӗш рет еннелле, чӳрече умӗнче ларакан Саша ҫинелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхаҫҫӗ. Унта темскер шӑппӑн шимплетни илтӗнет.

Александра Степановна Саша ларакан парта ҫывӑхнех пырса тӑчӗ.

— Мӗн, вӑйӑ шухӑшласа кӑлартӑн-им тата! — пуҫне ӳпкевлӗн пӑркаласа илчӗ вӑл. — Пӗчӗккисем те хӑйсене йӗркеллӗ тытаҫҫӗ авӑ. — Вӑл пӗрремӗш класри ачасем ларнӑ енне пӑхрӗ.

Класс шӑпланчӗ. Ачасен пурин те пуҫӗсем Саша еннелле ҫаврӑнчӗҫ. Саша хӗрелсе кайрӗ, анчах хӑй ним те чӗнмерӗ.

Александра Степановна парта патӗнчен пӑрӑнма та ӗлкӗреймерӗ, шимплетнӗ сасӑ каллех илтӗнчӗ.

Александра Степановна парта ӑшне пӑхрӗ те унтан чӳпӗкрен тунӑ йӑва туртса кӑларчӗ, унта пӗчӗкҫӗ те ҫап-ҫара чавка чӗппи лара парать. Хӑй вӑл сарӑ та пысӑк ҫӑварне карса пӑрахнӑ. Ҫутӑра чавка чӗппи пушшех те хытӑрах йӗрмешме тытӑнчӗ.

Саша учительница умӗнче пуҫне чиксе тӑрать, вӑл, именсе кайнӑскер, ӑнлантарса пачӗ:

— Эпӗ ӑна килтен илсе килтӗм… Витюшка таҫта ҫыран хӗрринче тупнӑ та… Кӑларса пӑрахатӑп эпӗ ӑна.

— Кӑларса пӑрахма кирлӗ мар, — ҫемҫелчӗ учительница, — хурӑр каллех йӑва ҫине…

Ачасен кӗсйисенче яланах мӗн те пулин шӑкӑртатса тата чӑнкӑртатса ҫӳренине учительница питӗ лайӑх пӗлет. Ҫул ҫинче мӗн тупнӑ, ҫавсене пурне те вӗсем класа илсе пыраҫҫӗ. Ачасене ҫавӑн пирки Александра Степановна темӗн чухлӗ хытарать пулин те, кашни ача хыҫҫӑн асӑрхаса ҫитерме ҫук.

Шкулти вӗренӳ кунӗ питех ӑнӑҫлӑ иртмерӗ. Чавка чӗппи тӑтӑшах йӗрмӗшни ачасене чылай чӑрмантарчӗ. Уроксем пӗтнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш класра вӗренекенсем киле каймарӗҫ, чавка чӗппине малашне мӗнле пӑхасси ҫинчен калаҫса татӑлма тесе, класа юлчӗҫ.

— Ӑна мӗнле те пулин йӑва тупса памалла, — терӗҫ ачасем Сашӑна.

— Ют йӑвана йышӑнмаҫҫӗ, вӑл вилме пултарать, — хирӗҫ пулчӗҫ хӗрачасем.

Александра Степановна ачасен тетрачӗсене илсе тухса кайрӗ. Уроксем ытти классенче те пӗтрӗҫ. Коридорта алӑксем шалтлатса уҫӑлса хупӑнса тӑраҫҫӗ, ачасем, пӗр-пӗринчен ирте-ирте, шавласа чупаҫҫӗ, Саша умӗнче вара ҫаплах хӑйсен класӗнче ачасем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Ачасем шавланине илтсен, класа биологи тата вырӑс чӗлхи вӗрентекен Петр Иванович пырса кӗчӗ.

— Кайӑк-кӗшӗк ӗҫӗпе аппаланатӑр апла? — ыйтрӗ вӑл, ҫӑварне карса пӑрахнӑ чавка чӗппи ҫине пӑхса тата ӑна аллипе хуллен ачашласа.

— Охо, мӗнле йӑрӑ вӑл…

— Ӳстерме пулать-и ӑна?

Саша ӑна пӑхса ӳстерме хатӗрленет.

Учитель кулса илчӗ, унтан, Саша ҫине пӑхса, ҫапла каларӗ:

— Каҫхине ман пата киле пыр. Манӑн кайӑк-кӗшӗк ӗрчетме вӗрентекен кӗнеке пур.

Чавка чӗппи килте хӑлхана питӗрсе лартмаллах кӑшкӑрма пуҫларӗ.

— Тупнӑ… мӗнпур кирлӗ-кирлӗ мар япалана пуҫтарса килеҫҫӗ, — мӑкӑртатрӗ Надежда Самойловна, пӳртре пуҫтарнӑ чухне.

— Мӗн вара, кӑларса пӑрахмалла-им ӑна? — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Саша. — Кур авӑ, мӗн тери аван вӑл!

Тӗрӗссипе вара ҫак сарӑ та пысӑк ҫӑварлӑ ҫара кайӑк чӗппи, вӑрӑм та вӑйсӑр ураллӑскер, питӗ илемсӗр курӑнать.

Ашшӗ ун ҫине йӗрӗнсе, ҫамкине пӗрӗнтерсе ҫеҫ пӑхрӗ. Анчах Витюшка чавка чӗппи валли ӑман чавма пахчана тухса чупрӗ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ ҫав кунах хӑйсем патне пурӑнма пынӑ пӗчӗкҫӗ чӗрчун валли хӑма татӑкӗсемпе пралуксенчен читлӗх туса хатӗрлерӗҫ.

Витюшка чавка валли сӳспе чӑх тӗкӗнчен ашӑ та лайӑх йӑва турӗ. Анчах Саша ҫав йӑвана читлӗхрен кӑларса ывӑтрӗ, кун пирки вӑл Витюшкӑна ҫапла ӑнлантарчӗ: чавкасем хӑйсен йӑвине вӗтӗ хулӑсенчен ҫеҫ тӑваҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытлашши ачашлама кирлӗ мар. Ачасем вара йӑвана вӗтӗ хулӑсенчен турӗҫ, шал енне ҫемҫе япала сарса пачӗҫ.

Килте чавка чӗппи усрама пуҫланӑранпа ачасен ӗҫ чылай хутшӑнчӗ. Ирхине ирех, уроксем пуҫланас умӗн, вӗсем шыв хӗррине ӑман чавма каяҫҫӗ. Ҫӑткӑн чавка чӗппи ӑмана ҫав тери юратса ҫиет, хӑть мӗн чухлӗ илсе пырсан та ҫисе ярать.

— Ӑнлантӑн-и? — терӗ Саша пӗррехинче ирхине, сывлӑм типичченех сивӗпе чӗтресе шыв хӗррине аннӑ май. — Ӑман вӑл — какайлӑ чӗрчун. Хамӑра ӗне какайӗнчен пӗҫернӗ купӑста яшки мӗнле кирлӗ, ӑна та ӑман ҫавӑн пекех кирлӗ. Ҫӗрулмипе е ҫӑкӑрпа тӑрантараймастӑн-ҫке-ха ӑна! Ҫӑкӑрпа усрасан, вӑл вилме те пултарать.

— Тен, ӑна вӗтӗ пулӑсем тытса парар мар-и? — ыйтрӗ пиччӗшне пулӑшма яланах хатӗр тӑракан Витюшка, хӑй ҫавӑнтах сӑмсине кӗпе ҫаннипе шӑлса илчӗ.

— Иртерех-ха. Пулӑсем шӑмӑллӑ, пырне лартса вилме пултарать, — мӑн ҫын пек тавӑрчӗ Саша.

Чавка чӗппине ят памалла пулнӑ. Анчах ку хутӗнче Саша Витюшка шухӑшӗпе пӗтӗмпех килӗшрӗ, — лешӗ чӗппе малтанах Галя ят панӑччӗ.

Галя кунпа мар, сехетпе ӳссе пычӗ. Унӑн ӗнтӗ йӑлтӑркка тӗклӗ ҫунатсем те ҫитӗнчӗҫ.

— Халӗ сана ӑса вӗрентме те вӑхӑт, — терӗ Саша, чавка чӗппине хӑйӗн чернилпа вараланнӑ пӗчӗк пӳрнисемпе ачашласа.

Пӗр тӑвансен хуҫалӑхӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пычӗ. Громилӑпа Тенорсӑр тата Мурзик ятлӑ кушаксӑр пуҫне, вӗсем Мартикпа Гальӑна та пӑхса ӳстереҫҫӗ. Вӗсене кашнинех тӑрантармалла, шӑвармалла, кашнинпех калаҫмалла.

Ӑшӑ кунсем ҫитрӗҫ. Мартик кӗтӗве ҫӳреме тытӑнчӗ. Ҫакӑнта вара унӑн чӑрсӑр ӑс-хакӑлӗ те палӑрма пуҫларӗ. Ачасем хӑй патӗнче тӑнӑ чухне вӑл ытти пӑрусемпе пӗрле питӗ йӗркеллӗ ҫӳретчӗ, ҫамрӑк курӑка тӑрӑшсах татса ҫиетчӗ, ҫак тӗнчере ӑна урӑх нимӗн те кирлӗ мар пулнӑ пек курӑнма тӑрӑшатчӗ.

Саша хӑйӗн тусӗсемпе калаҫнӑ вӑхӑтра сисмерӗ те — Мартик, кӗтӳрен ерипен тухса, хӳрипе пуххӑн вӗлтӗртеттерсе, ял еннелле сиккипе яра пачӗ.

Ачасем ӑна: «Тыт!.. Тыт!..» — тесе хӑвалама пуҫларӗҫ.

Мартик, кайри урисене ҫӳлелле ывӑта-ывӑта, питӗ хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн чупать. Ӑна хуса ҫитсе кӗтӗве ҫавӑрма ывӑнма пӗлмен тата ҫав тери ҫивӗч Сашӑна та ҫӑмӑл пулмарӗ.

— Намӑс мар-и сана, Мартик? — терӗ Саша, хӑй пӑхса ӳстернӗ пӑрӑва кӗтӳ патне каялла илсе пырсан; вӗсем иккӗшӗ те ывӑнса ҫитнӗ, аран сывлӑш ҫавӑрса ячӗҫ.

Мартик салхулланчӗ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ хӑй парӑннине кӑтартса пачӗ.

Тӗпӗр пӗр-ик сехетрен Мартик каллех килелле тарма пуҫларӗ.

— Пар ӑна лайӑхрах, — ӑс пачӗ Ҫеруш; вӑл хӑйсен Зорька ятлӑ хӗрлӗ пӑрушне, мӗншӗн те пулсан аяккалла пӑрӑнсан е малалла кайсан, пушӑпа хӗнесе вӗрентнӗ.

— Тӑн кӗрӗ-ха, — терӗ Саша, Мартик ҫине пушӑ ҫӗклеме хӑяймасӑр.

Чӑн та, Мартика виҫҫӗмӗш кунне тӑн кӗрсе ҫитрӗ, вӑл кӗтӳре йӗркеллех ҫӳреме хӑнӑхрӗ. Халӗ ӗнтӗ шефа илнӗ пӑрусем пурте кӗтӳре пӗрле ҫӳреҫҫӗ.

Хӑйсен обязательствисене мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен ачасем пионерсен сборӗнче отчет турӗҫ. Саша кайран килте ҫапла пӗлтерчӗ:

— Пирӗн сбор пулчӗ. Пионерсем отчет турӗҫ.

— Мӗнле отчет? — ӑнланмарӗ ашшӗ.

— Ну, эппин… пӑрусене шефа илнисем. Эпӗ те тухса каларӑм. Мартика та ман ҫумма ҫырнӑччӗ те…

— Галя пирки те отчет ларатӑн-и вара? — тӗпчеме пуҫларӗ Витюшка.

— Вӑт ухмах! Пӑру ӳстерни вӑл — обществӑшӑн усӑллӑ ӗҫ. Эпӗ сӑмах панӑ-ҫке-ха. Сӑмах панӑ пулсан — пионерӑн ӑна пурнӑҫлас пулать. Чавка пӑхни вӑл хамӑн ӗҫ. Мӗн тӑвас тетӗп — ҫавна тӑватӑп. Тӗрӗссипе илсен, Гальӑна пӑхса Сашӑн вӑхӑт Мартика пӑхнинчен ытларах пӗтрӗ.

Галя, ҫенӗхри читлӗхрен тухса, тахҫанах пӳрте кӗнӗ. Канма тата ҫывӑрма вырӑн хӑйне ӑҫта кирлӗ, вӑл ҫавӑнта вырнаҫать. Халӗ вӑл никамран та — килтисенчен те, ютсенчен те — хӑрамасть, пӳрте хуть кам кӗрсен те, вӑл вӗсен хулпуҫҫийӗ е пуҫӗ ҫине пырса ларать.

— Сывӑ-и, Галя, — саламлать чавкана Саша, ирхине ун патне пырса.

— Га!.. га!.. га!.. — кӑвӑлтатать лешӗ пӳлӗм хӑми ҫинче.

— Ну, хӑвӑртрах сӗтел хушшине!.. — васкатать ывӑлӗсене Надежда Самойловна. — Апат ҫийӗр те — ӗҫе тытӑнӑр. Йӑраланса ҫӳреме текех вӑхӑт ҫук.

Пат! ӳкет ҫӑкӑр татӑкӗ турилкке ҫинчен, ҫавӑнтах стакансем шӑнкӑртатма тытӑнаҫҫӗ. Кӑна Галя хӑтланать: сӗтел ҫине вӑл чул пек вӗҫсе анать те сӑмсине мӗн лекет — ҫавна сӑхма пуҫлать.

Ачасем нихӑшӗ те вырӑнтан тапранмаҫҫӗ.. Павел Николаевич та кӑмӑллӑн кулса ларать.

Надежда Самойловна, кӑшт ҫилленнӗскер; сӗтел хушшинче кӗҫех йӗрке тӑвать. Чавкана хӳререн ярса тытса, уҫӑ чӳречерен тулалла кӑларса перет:

— Кай… кай, ирсӗрскер.. Хӑҫанччен тӳсеп-ха эпӗ ку ирсӗре пӳртре?

Анчах кӑмӑлӗ часах ҫаврӑнать. Тепӗр минутран хайхи чавка каллех чӳрече янаххи ҫине пырса ларать, унтан сӗтел ҫине вӗҫсе анать, Надежда Самойловна ҫине хӑйӗн шурӑ куҫӗсемпе вӑрӑ пек шикленсе пӑхса, вӑл каллех ҫӗрулми турилкки патнелле сиккелесе пырать.

— Каллех… — йывӑррӑн сывлать Надежда Самойловна. — Ну, мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ ӑна манӑн? Ӑҫта та пулин илсе каясчӗ хуть ӑна.

Анчах ку сӑмахсене вӑл ахаль ҫеҫ калать, тӗрӗссипе илсен, Гальӑна вӑл хӑй те юратать.

Галя часах Тенорпа тата Громилӑпа туслашса ҫитрӗ.

Мартикпа вара вӑл ниепле те туслашаймарӗ. Хӑйпе вылянине Мартик пӗрре те килӗштермест. Галя унӑн ҫурӑмӗ ҫине, тепӗр чухне тата пуҫӗ ҫине пырса ларсан, Мартик уйрӑмах хытӑ тарӑхать. Саша хӑй патне Гальӑна пӗрле пырсан, вӑл вара сисмеллех ҫилленет, вырӑнтан хускалма тытӑнать, унӑн кӑвак куҫӗсем хуралма пуҫлаҫҫӗ.

— Мана юратнипе ҫавӑн пек хӑтланать вӑл Мартик, — ӑнлантарса парать вара Саша Витюшкӑна. — Ҫилленет вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех