Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсет (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыран сылтӑм енче сӗм вӑрман ӳсет, сулахай енче илемлӗ чечек-курӑк ӳсекен уҫӑ вырӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Лавр ҫулҫипе хура пӑрӑҫ чӑмӑрла ярсан, шӳрпе техӗмлӗхӗ тата ӳсет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юнашар анасенче ҫемҫе тӗшӗллӗ тулӑ — вырӑнти сорт ӳсет.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кӑҫал Октябрьти революци пулнӑранпа вунӑ ҫул ҫитет, пичче: паллах, хальхи ял — авалхи мар, унта ҫӗн шухӑшлӑ этем ӳсет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑш чухне пӗверти эхинококк шыҫҫи чӑнах та рак пекех ӳсет иккен.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑш чухне пӗверти эхинококк шыҫҫи рак пекех ӳсет тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахӑртнех, нӳрӗк пӗрешкелтерех тӑнӑран апата унта тупма ҫӑмӑлрах — N. pudica нӳрӗк сахал ту тӑррисенче, тинӗс шайӗнчен 1100–1300 метр ҫӳллӗшре ӳсет.

Вероятно, там выше шансы найти еду из-за более стабильной влажности — N. pudica живет на засушливых вершинах в 1100-1300 метрах над уровнем моря.

Борнеора ҫӗр айӗнче апат шыракан ҫӑткӑн ӳсентӑрана тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32234.html

Ӳсет ним те мар, выльӑх та, этем пекех, теме те хӑнӑхать.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тантӑш ӳсет, ӳсет, пысӑк пулать, Савнине илеймест — хур пулать.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӑмра ӳсет, ӳсет, пысӑк пулать, Ҫулҫине сараймасть — хур пулать.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑп Ахтупай ларакан ҫӗрте, ватӑ юман кутӗнче пулас, кашни ҫулах хӗп-хӗрлӗ хурӑн ҫырли ӳсет теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уншӑн ясак пуҫтарасси калама ҫук тупӑшлӑ ӗҫ пулас — ял вӗҫӗнче, Тукай ҫуртне тӗлме-тӗл, тепӗр крепость ӳсет те ӳсет.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кунта ҫӗнӗ йышши продукци кӑларассипе ӗҫлетӗр, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ ӳсет».

— Здесь успешно осваивает выпуск новых видов продукции. Растет производительность».

«Мега Юрма» общество инкубатор ҫӑмарти туса илме тытӑнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32204.html

Кунтан инҫех те мар, вӗтлӗхре, тепӗр патвар ҫӗмӗрт ӳсет.

Дальше, в другой чаще, росла другая такая же черёмуха, даже ещё потолще.

Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 22–23 с.

Тӗмрен вӑтам шутпа вуншар помидор ҫеҫ туса илсен те, пин те икҫӗр штук ӳсет кӗркуннеччен.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗрӗссипе вара шӑркаланнӑ вӑхӑтра папкасем патне сӗткен ытларах сӑрхӑнать, ӳсентӑран температури те ӳсет, вӗсене темӗнле асамлӑ вӑй кӗрет, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӳсет ывӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Энӗш шывӗ хӗрринче сарлака айлӑм, арман пӗвин икӗ енче ешӗл ҫаран, ун айккинче йӑмра, хӑва, хӑмӑш ӳсет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ывӑл ӳсет, ашшӗ кирлех.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Санӑн мӗн хурланмалли, Соня: ачу чиперех ӳсет, ӗмӗртекен амӑшӗ пур, хӑв та куракан пулатӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех