Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсет (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кампур хӑвӑрт ӳсет, ӳснӗҫемӗн илемленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Ҫыран хӗрринелле вӑрӑм хӑмӑш ӳсет, шаларах, сарӑлса выртакан лапка ҫулҫӑсем хушшинче, шултра шурӑ чечексем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Професси пурнӑҫӗ вӑйланӗ, конкуренци ӳсет.

Профессиональная жизнь станет острее, начнётся сильная конкуренция.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унчченхи ҫулсенчи статистика яр уҫҫӑн кӑтартать: сивӗсем хуҫаланма тытӑнсан, шел те, инкексен хисепӗ хӑвӑрт ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Гриппа ытти респираторлӑ чирсен паллисем пӗрпекрех: ӳт температури ӳсет, вӑй чакать, сӑмса хупланать, ҫын хӑйне питӗ япӑх туять.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Ҫулсеренех кӗркунне ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май, респираторлӑ вирус чирӗсемпе чирлекенсен шучӗ ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Кунсӑр пуҫне ҫунтармалли-сӗрмелли материалсен тӑкакӗ те палӑрмаллах ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче хута янӑ «Стань добровольцем» сервиспа усӑ куракансен шучӗ кунран-кун ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ сервис ҫара кайма // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/ce%d0%bde-% ... %bc%d0%b0/

Ҫулла ун пек ҫемленкке тӑрринче курӑк ашкӑрса ӳсет, шала, маччине, ҫара ҫерҫисем кӗрсе пуҫхӗрлӗ усӑнаҫҫӗ…

А летом так и вовсе: крыша ее зарастает густой высокой травой, птицы свивают там гнезда…

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ешӗл курӑк хушшинче Сап-сарӑ чечек ӳсет, Аслӑ Силпи ялӗнче Нарспи ятлӑ хӗр ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пырать Ишутӑн пысӑк ӗҫ: Вӑл пуйрӗ халь — ун пурнӑҫ тулӑх, Ӳсет вӑй-хал; пулать ун кӗҫ Юман кати, ҫӑл куҫӗ, улӑх.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ытла ӳсет Ухтер хӑвачӗ, Ял-йышшӑн вӑл — вӗри ҫатма.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ешӗрсе Ларать уйра кар шӑтнӑ тырӑ, Ҫаран ҫинче те ҫӗкленсе Ӳсет ҫӗн курӑк — йӑвӑ, ырӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Пирӗн, Атӑлкассинче, пурте лайӑх: йӑмрасем ҫинче панулми ӳсет, тырӑ кӗлетсене вырнаҫмасть, ҫыннисен пурин те пӗр пичӗ хӗвел, тепӗр пичӗ уйӑх, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ывӑл ачам ӳсет.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл вир шӑтаслӑхне нумай ӳстерме пулӑшать, бионтизаци тунӑ вир калчи парка ӳсет.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Туйӑмлӑх, сисӗмлӗх ӳсет.

Усилится ваша чувствительность и восприимчивость.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кашласа кӑна ӳсет.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лайӑх ӳсет пулсан, хире акатпӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑлкасси пӗр вӗҫӗнче, аслӑ ҫул хӗрринче, темиҫе ҫухрӑма тӑсӑлакан ҫамрӑк вӗтлӗх кашласа ӳсет.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех