Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юра сăмах пирĕн базăра пур.
юра (тĕпĕ: юра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек ҫурта кӗрес пулсан, юра шӑтарса тунӑ тӑвӑр коридор тӑрӑх упаленсе кӗмелле.

Чтобы войти в такое жилище, надо пробираться ползком по узкому коридору в снегу.

Поляр ҫӗрӗсенче ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑйлӑ ҫил юра пит час хӗвсе лартать, айлӑмсенчи шӑтӑксене, канавсене тултарать.

Сильный ветер быстро нагромождает из снега сугробы, заносит по низинам рвы и канавы.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кашни кун пӗр вӑхӑтра ҫырса пырӑр: 1) сывлӑш температурине (ӑшӑпа сивве), 2) ҫил ӑҫталла вӗрнине, унӑн вӑйне, 3) пӗлӗтлине, 4) нӳрӗк ӳкнине, ҫумӑра, юра, пӑра, сывлӑма тата пасарнине.

Ежедневно в один и тот же час отмечайте: 1) температуру воздуха (тепло и холод), 2) направление ветра и его силу, 3) облачность, 4) осадки: дождь, снег, град, росу и иней.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Капан ҫумӗнчи юра хырма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унӑн вара юра татах, татах ывӑтас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халиччен Тихӑн хапха умӗнчи юра нихҫан та хӑй хырман.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак хапха умне хырса тасатни хӑйӗн пурнӑҫне хуплакан юра хырса тасатнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хапха умӗнчи юра хырман.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

ДТ-75 тракторпа ӗҫленӗ чухне хӗллехи кунсенче ялти халӑх вӑраниччен урамри юра хырса ҫула тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ ҫул ытла пӗрле // Руфина СМИРНОВА. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b0%d0%b ... %bb%d0%b5/

Укахви, юрӑн хытӑ хуппине ҫӗмӗрсе, сахӑр пек шап-шурӑ та таса, кӗрпеклӗ сивӗ юра пӗр йӗкӗр ывӑҫ ывӑҫласа илчӗ, вара ӑна, алӑ ҫинчех ирӗлсе тӑраканскерне, ҫӑвар тулли хыпса ҫиме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тепӗр кунне ирхине Каканаров, мана кӗтсе, ури айӗнчи юра ҫухӑрта-ҫухӑрта, Ленин площадӗнчи шап-шурӑ пасарнӑ ҫӑка аллейипе уткаласа ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Чӗкеҫ вите алӑкне мачча таранах шӑлса лартнӑ юра кӗреҫепе ӑса-ӑса ывӑтни те, шӑхӑрса-уласа вӗрекен ҫил ҫинче вакӑ касни те, кирпӗчрен пӗрремӗш вите тӑвакансемпе пӗрле ӗҫлени те туха-туха тӑчӗ экран ҫине.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хумӗсене вӑл хӑйӑрлӑх ҫийӗн, вӗтлӗхсем витӗр, кӳлӗсем урлӑ сӑрт ҫамкине ҫити ывӑтӗччӗ те сулхӑн хӳтлӗхри юра, таси паха тесе, юхтарса кайӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах виҫӗ ҫын тарӑн юра аша-аша пӗр сехет пек утсан вӑрман хӗррине ҫитсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Акӑ ӑҫта пирӗн валли ӑшӑ вырӑн! — ҫиелти юра сиркелесе улӑм урине чаваларӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӗпреннӗ юра енчен енне сиркелерӗ те, кӑҫаттине хытӑ япала перӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Радио каланине ӗненес пулсан паян-ыранах ҫил кӑнтӑр еннелле ҫаврӑнмалла, ҫанталӑк самаях ӑшӑтмалла, — терӗ Мӗтри сивӗ юра кӑчӑртаттарса ҫул варринче калла-малла утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Пуш уйӑхӗнче шӑп та лӑп ӑшӑ пулчӗ, хӗвел пикенсех хӗртрӗ, юра ҫисе ячӗ, васкаса шыв кайрӗ, ӑшӑ кунсем килчӗҫ, Ҫӗр-анне типшӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫа шӑрӑх, анчах эпир те пилӗк таран юра путатпӑр, юр айӗнче чӗркуҫҫи таран шыв.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хутран-хутран ҫамрӑк, йӑваш ҫил кӑпӑш, таса юра ҫӗклекелесе, пӗтӗркелесе, сапалакаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех