Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утнӑ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чебоксаров профессор мана ассистент вырӑнӗнчех хӑварасшӑнччӗ… — терӗ Павӑл малалла утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урампа утнӑ май вӑл пулас кинокартина сюжечӗпе паллашса пычӗ: пиллӗкмӗш ҫулсенче Воскресенски вулӑсра пулса иртнӗ революциллӗ пӑтӑрмахсем ҫинчен ҫырнӑ иккен Кошкинский.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑй пурӑнакан корпус еннелле утнӑ чух вӑрман хӗрринчи пӗчӗк йывӑҫ ҫурт мӑрйинчен тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрхарӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чугун ҫул станцийӗ еннелле васкамасӑр утнӑ май куҫ умне Галина Михайловнӑн илӗртӳллӗ сӑнарӗ тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Утнӑ чух вӑл сылтӑм урипе уксахлать, туя ҫине ӳпӗнет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Килне кай, — утнӑ ҫӗртен чарӑнса ӑна ачашлама пуҫларӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул ҫинче, Яхуте килнелле утнӑ май, ваттисем вӗҫӗмсӗр Турикас вӗҫнелле пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗвӗпе ҫӳллӗ, яштака, Атӑл хӑви пек; утнӑ чух ярӑнса утать, пӑхса тӑранмалла мар.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Апла эп пымастӑп, — чипер утнӑ ҫӗртен тӑпах чарӑнчӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллах, кӑшт васкарах утнӑ пулсан, тӗрӗсрех каласан, кӑштах хӑюллӑрах пулнӑ пулсан вӑл ӑна хӑваласа ҫитетчӗ ӗнтӗ, анчах темле туйӑм, темле асамлӑ вӑй хӗр ачана тӑлласа лартнӑ пек тытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑна кура хӗр ачан кушак пек ҫемҫен те сыхчуллӑн пыма пӑрахса малалла хыттӑн чупса каяс, Ахтупая ҫурӑмӗнчен хӑрӑк туратпа е хыр йӗкелӗпе перес килет, «Эй, эсӗ, каччӑ, утнӑ ҫӗртех ыйха путман пулӗ те?» тесе кӑшкӑрас килет.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ашшӗ вара ӑна ҫӑмӑллӑнах хул пуҫҫи ҫине ҫӗклесе лартнӑ та пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр урампа утнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫурӑмӗ ун кукӑрӑлнӑччӗ, патакпа ҫӳретчӗ, утнӑ чух урисене аран-аран хускаткалатчӗ.

Спина у него была согнутая, он ходил с палкой и тихо передвигал ногами.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Самартан пӑрахутпа килелле таврӑннӑ чух та, Хусан урамӗсемпе утнӑ чух та, хваттере ҫитсен те — Соня тарӑхса макӑрса юлни ҫеҫ куҫ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл спектакль хыҫҫӑн Президент тумӗпех, шур парикне хывмасӑрах, гримне те тасатмасӑр, театртан тухса, Атӑл хӗрнелле утнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каялла утнӑ чух, ҫул тӑршшипех Павлушпа Тимуш шухӑшласа пычӗҫ: лесник пӳртӗнче тупнӑ чемоданпа Павлуш хӑй ҫумне чикнӗ блокнот листисем хушшинче ҫыхӑну пурах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ура пӳрнисем ҫеҫ кӑштах ҫывӑрса кайнӑ пек пулчӗҫ, — хуравларӗ Павлуш, утнӑ ҫӗртех тӑпӑртаткаласа илсе.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Комиссар юлташ, — пуҫларӗ хура сухаллӑ ҫын, шлепкине хывса, ун патнелле утнӑ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сехетре тӑватӑ ҫухрӑм утнӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кама-кама суйласа янӑ вара унта, эпӗ пӗрне те палламастӑп, — ыйтрӗ Тимуш Павлушран, чиркӳ картинчен тухса, шкул еннелле утнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех