Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем умӗнче тӑрасси ӑна хӑрамалла пек туйӑнса кайрӗ: унӑн урисем кукленсе анма хӑтланчӗҫ, пырӗнче темӗнле пӑвса лартнӑ пек пулчӗ, вӑл пӗр сӑмах та калама пултараймарӗ.На него напал страх перед публикой, ноги под ним затряслись, и в горле перехватило дыхание.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
25. Суя тӗнрен хӑпса ӗненекен пулнӑ ҫынсене эпир вӗсем ҫинчен мӗн йышӑннине ҫырса пӗлтертӗмӗр: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланччӑр, урӑх вӗсем ӑна-кӑна нимӗн те ан туччӑр терӗмӗр, терӗҫ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫапла ӗнтӗ эпир сирӗн патӑра Иудӑпа Силана ятӑмӑр; вӗсем сире ҫакна сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ: 28. Таса Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине чи кирлисӗр пуҫне урӑх ҫӗклем хурасшӑн мар, 29. сирӗн йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланмалла, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем патне ҫыру ҫырса ярас: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, аскӑнлӑхран, пӑвса вӗлернинчен, юн ҫиесрен сыхланччӑр, тата хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр: 21. Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтанпах кашни хуларах пур, ӑна синагогӑсенче шӑматкунсерен вулаҫҫӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Анчах Пурне те Курса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ӑна куҫа курӑнман вӑйпа сывалмалла мар ҫапса ӳкернӗ: ҫак сӑмахсене каласа пӗтернӗ-пӗтерменех унӑн варне этем тӳсейми пӑвса лартнӑ, пӗтӗм ӑшчикӗ хӑрушла ыратма пуҫланӑ; 6. Турӑ тӗп-тӗрӗс тунӑ: ҫавна тивӗҫлӗ пулнӑ та вӑл, мӗншӗн тесессӗн хӑй ыттисен вар-хырӑмне тӗрлӗ майпа, никам курман хӗн-асаппа асаплантарнӑ.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑкӑр пусакан [ҫылӑхлӑ ҫын] — ҫынна вӗлерекенпе пӗрех; путеке парне кӳме илсе пыраканӗ — йытта пӑвса вӗлерекенпе пӗрех; тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳрекенӗ — сысна юнӗ кӳрекенпе пӗрех; [асӑнса] фимиам тӗтӗрекенӗ — йӗрӗхе кӗлтӑваканпа пӗрех; вӗсем ҫапла хӑйсен ҫулӗсене суйласа илчӗҫ пулсассӑн, вӗсен чунӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе киленеҫҫӗ пулсассӑн, 4. вӗсем ҫылӑх туса улталаннине кура, вӗсем ҫине Эпӗ хӑрушшине ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм — хирӗҫ сас паракан пулмарӗ; каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, Манӑн куҫӑм умӗнче вара усал ӗҫ турӗҫ, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илчӗҫ.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗрарӑм тарҫӑсем ҫавӑншӑн Саррӑна хурланӑ: епле намӑс мар сана, эсӗ упӑшкусене пӑвса вӗлертӗн, ҫичӗ ара ҫитсе, пӗрин арӑмӗ те пулаймарӑн! тенӗ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл каялла килчӗ те ҫапла каларӗ: пирӗн йӑх ҫыннине, пӑвса вӗлернӗскерне, урама кӑларса пӑрахнӑ, терӗ.3. И пришел он и сказал: отец мой, один из племени нашего удавленный брошен на площади.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.