Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Соломон патша, хӑй кӑмӑлӗпе парнеленисӗр пуҫне, Савея ҫӗрӗн майра патшине лешӗ мӗн кӑмӑлланине, мӗн ыйтнине пӗтӗмпех панӑ; вӑл ӑна хӑй патшана парнеленинчен те ытларах парнеленӗ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Соломон ҫав хӗрлӗ йывӑҫран Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗ валли — карлӑксем, юрӑҫсем валли кӗслесемпе псалтирьсем тутарнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара вӑл патшана ҫӗр ҫирӗм талант ылтӑн, темӗн чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх, хаклӑ йышши чул парнеленӗ; Соломон патшана унччен нихӑҫан та Савея ҫӗрӗн майра патши парнеленӗ чухлӗ ырӑ шӑршӑлӑх парнелемен пулнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Соломон унӑн пур ыйтӑвне те хуравланӑ, патша хуравлама пултарайманни нимӗн те тупӑнман.3. И объяснил ей Соломон все слова ее, и не было ничего незнакомого царю, чего бы он не изъяснил ей.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иерусалим хулине вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ; ҫапла вӑл Соломон патне ҫитнӗ те унпа хӑй чӗрине мӗн канӑҫ паманни ҫинчен пурин ҫинчен те калаҫнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Савея ҫӗрӗн майра патши, Соломон ҫинчен, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чапа кӑларни ҫинчен илтсе, ӑна тупмалли юмахсемпе сӑнаса пӑхма килнӗ.1. Царица Савская, услышав о славе Соломона во имя Господа, пришла испытать его загадками.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Соломон патша тата Идумея ҫӗрӗнче Елоф хули ҫывӑхӗнчи Ецион-Гавер теекен хулара, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче, карап тунӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа ячӗпе тутарнӑ парне вырӑнӗ ҫинче Соломон ҫулталӑкра виҫӗ хутчен парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе тӑнӑ, унтах Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Фараон хӗрӗ Давид хулинчен хӑйӗн керменне, Соломон лартса панӑ кермене, куҫса пынӑ.24. Дочь фараонова перешла из города Давидова в свой дом, который построил для нее Соломон;
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Соломон хушнӑ ӗҫсене тӑваканӗсене пӑхса тӑракансем — ӗҫ ӗҫлекен халӑха астуса тӑракансем — пилӗкҫӗр аллӑн пулнӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсене вара Соломон ӗҫлевҫӗсем туман, анчах вӗсем унӑн ҫар ҫыннийӗсем, унӑн тарҫисем, унӑн улпучӗсемпе аслӑ ҫыннисем, унӑн ҫарпуҫӗсем, урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫар ҫулпуҫӗсем пулнӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль йӑхӗнчен тухман халӑхсенчен — аморрейсенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, [ханаансенчен], евейсенчен, иевусейсенчен, [гергесейсенчен] — юлнӑ пӗтӗм халӑха, 21. вӗсем хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче юлнӑ, Израиль ывӑлӗсем тӗппипе пӗтереймен вӗсен ачисене Соломон паянхи кунчченех хырҫӑ тӳлесе тӑракан ӗҫлевҫӗсем тунӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Фараон, Египет патши, пынӑ та Газер хулине туртса илнӗ, ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, хулара пурӑннӑ ханаансене вӗлерсе тухнӑ, хулине вара, хӗр мулӗ вырӑнне, хӑйӗн хӗрне, Соломон арӑмне, панӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ Ҫурчӗпе хӑйӗн керменне туса лартнисӗр пуҫне Соломон тата Милло теекен вырӑна, Иерусалим хӳмине, Гацор, Мегиддо, Газер хулисене туса лартнӑ — пур ҫӗрте те чурасене ӗҫлеттернӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Саккӑрмӗш кунне Соломон халӑха килӗсене янӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ҫавӑн чухне Соломон уяв тунӑ, унпа пӗрле пӗтӗм Израиль халӑхӗ уявланӑ; пӗтӗм халӑх — Емаф хулинчен пуҫласа Египет шывӗ таран пурӑнакан халӑх — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ умне пуҫтарӑннӑ; [ӗҫнӗ, ҫинӗ, ҫавӑнта туса лартнӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗ умӗнче кӗлтунӑ,] ҫичӗ кун, унтан тата ҫичӗ кун — вунтӑватӑ кун уявланӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Соломон канӑҫлӑх парнине ҫирӗм икӗ пин шултӑра выльӑх тата ҫӗр ҫирӗм пин вак выльӑх панӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн Моисей чури урлӑ каланӑ ырӑ сӑмахӗсенчен Унӑн пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлмарӗ; 57. пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗнпе пӗрле те пултӑрччӗ, ан пӑрахтӑрччӗ пире, пӑрахса ан кайтӑрччӗ пире, 58. пирӗн чӗресене Хӑй еннелле ҫавӑртӑрччӗ: эпир вара Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрер, Унӑн пирӗн аттемӗрсене панӑ ӳкӗчӗсене, йӗркисене, саккунӗсене уяса пурӑнар; 59. эпӗ [халӗ] Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтуса каланӑ ҫак сӑмахсем Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те кӑмӑллӑ пулччӑр, ҫапла Вӑл хӑй чуришӗн мӗн кирлине, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн мӗн кирлине кунран-кун туса тӑринччӗ, 60. вара халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗр Турӑ иккенне, Ун евӗрли урӑх ҫуккине пӗлӗҫинччӗ; 61. сирӗн чӗрӗрсем пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнса тӑччӑр, ҫапла, паянхи пекех, Вӑл панӑ йӗркесемпе ҫӳремелле, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнмалла пултӑр, тенӗ Соломон.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Соломон Ҫӳлхуҫана парне вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӗлтунӑ.54. Когда Соломон произнес все сие моление и прошение к Господу,
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. [Санӑн хӑлхупа] Санӑн куҫу Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлӗшӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗ тӑвакан кӗлӗшӗн уҫӑ тӑччӑр: Сана тархасласа чӗннӗ чухне вӗсене яланах илтмелле пултӑр: 53. Эсӗ вӗсене, Ху Моисей чуру урлӑ каланӑ пек, пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхсен хушшичен Хӑв валли еткерлӗхе уйӑрса илнӗ, эй Ҫӳлхуҫа Патшамӑр! тенӗ Соломон.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.