Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Соломон сăмах пирĕн базăра пур.
Соломон (тĕпĕ: Соломон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
46. Соломон ӗнтӗ патша пуканӗ ҫине ларнӑ.

46. И Соломон уже сел на царском престоле.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара трупа кӑшкӑртса янӑ, пӗтӗм халӑх: сывӑ пултӑр Соломон патша! тесе кӑшкӑрса тӑнӑ.

И затрубили трубою, и весь народ восклицал: да живет царь Соломон!

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Эпӗ сана Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине асӑнса тупа тунӑччӗ: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, вӑл манӑн аслӑ пуканӑм ҫине ларӗ» тенӗччӗ, паян ҫапла тӑвӑп та эпӗ, тенӗ.

30. Как я клялся тебе Господом Богом Израилевым, говоря, что Соломон, сын твой, будет царствовать после меня и он сядет на престоле моем вместо меня, так я и сделаю это сегодня.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Анчах мана, хӑвӑн чуруна, Садок священника, Иодай ывӑлне Ванеяна, Соломон чуруна чӗнмен унта.

26. А меня, раба твоего, и священника Садока, и Ванею, сына Иодаева, и Соломона, раба твоего, не пригласил.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Анчах та, патша хуҫамӑм, Израиль ҫыннисем пурте сан ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ: вӗсем санран патша хуҫамӑм хыҫҫӑн унӑн аслӑ пуканӗ ҫине кам ларассине пӗлтерессе кӗтеҫҫӗ; 21. унсӑрӑн, патша хуҫамӑм хӑйӗн ашшӗсем патне канӑҫлӑха ӑсансассӑн, айӑпӗ ман ҫине тата Соломон ывӑлӑм ҫине ӳкӗ, тенӗ Вирсавия.

20. Но ты, господин мой, - царь, и глаза всех Израильтян устремлены на тебя, чтобы ты объявил им, кто сядет на престоле господина моего царя после него; 21. иначе, когда господин мой царь почиет с отцами своими, падет обвинение на меня и на сына моего Соломона.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вӑл темӗн чухлӗ вӑкӑрпа пӑру, сурӑх пустарнӑ, патша ывӑлӗсене те, Авиафар священника та, Иоав ҫарпуҫа та чӗнтернӗ; Соломон чуруна чӗнмен вара.

19. И заколол он множество волов, тельцов и овец, и пригласил всех сыновей царских и священника Авиафара, и военачальника Иоава; Соломона же, раба твоего, не пригласил.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вирсавия ӑна каланӑ: эй патша хуҫамӑм! эсӗ мана, хӑвӑн хӑрхӑмна, Ҫӳлхуҫа Турруна асӑнса тупа тунӑччӗ: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тенӗччӗ.

17. Она сказала ему: господин мой царь! ты клялся рабе твоей Господом Богом твоим: «сын твой Соломон будет царствовать после меня и он сядет на престоле моем».

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Кай та Давид патша патне кӗрсе кала ӑна: эй патша хуҫамӑм, эсӗ мана, хӑвӑн чуруна: «санӑн Соломон ывӑлу ман хыҫҫӑн патша пулӗ, манӑн аслӑ пуканӑм ҫине вӑл ларӗ» тесе тупа туманччӗ-и вара?

13. Иди и войди к царю Давиду и скажи ему: не клялся ли ты, господин мой царь, рабе твоей, говоря: «сын твой Соломон будет царем после меня и он сядет на престоле моем»?

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Акӑ ӑс паратӑп сана: хӑвӑн пурӑнӑҫна, Соломон ывӑлун пурӑнӑҫне ҫӑлса хӑвар.

12. Теперь, вот, я советую тебе: спасай жизнь твою и жизнь сына твоего Соломона.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Нафан ҫавӑн чухне Вирсавияна — Соломон амӑшне — каланӑ: илтнӗ-и эсӗ, Аггифа ывӑлӗ Адония патша пулса тӑнӑ, пирӗн Давид хуҫамӑр вара ҫавӑн ҫинчен пӗлмест те.

11. Тогда Нафан сказал Вирсавии, матери Соломона, говоря: слышала ли ты, что Адония, сын Аггифин, сделался царем, а господин наш Давид не знает о том?

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Каярахпа Соломон парне вырӑнне аслӑлатнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пӗчӗк пулнӑ.]

[После Соломон распространил жертвенник, потому что он мал был.]

2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Авессаломӑн виҫӗ ывӑл та пӗр хӗр ҫуралнӑ, хӗрне Фамарь тесе чӗннӗ; вӑл хитре хӗрарӑм пулнӑ, [Соломон ывӑлне Ровоама качча тухнӑ та ӑна Авия ятлӑ ывӑл ҫуратса панӑ].

27. И родились у Авессалома три сына и одна дочь, по имени Фамарь; она была женщина красивая [и сделалась женою Ровоама, сына Соломонова, и родила ему Авию].

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Давид ӗнтӗ хӑйӗн арӑмне Вирсавияна йӑпатнӑ, ун патне кӗнӗ, унпа ҫывӑрнӑ; Вирсавия [йывӑрланнӑ та] ывӑл ҫуратнӑ, ӑна Соломон тесе ят панӑ.

24. И утешил Давид Вирсавию, жену свою, и вошел к ней и спал с нею; и она [зачала и] родила сына, и нарекла ему имя: Соломон.

2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Беф хулипе Бероф хулинче — Адраазар хулисенче — Давид патша питӗ нумай пӑхӑр ярса илнӗ, [унран Соломон пӑхӑр тинӗспе пӑхӑр юпасем, ҫӑвӑнмалли савӑтсем тата ытти савӑт-сапа тутарнӑ].

8. А в Бефе и Берофе, городах Адраазаровых, взял царь Давид весьма много меди, [из которой Соломон устроил медное море и столбы, и умывальницы и все сосуды].

2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Кайран вӗсене Египет патши Сусаким, Соломон ывӑлӗ Ровоам вӑхӑтӗнче Иерусалима тапӑнсан, туртса илнӗ.]

[Их взял потом Сусаким, царь Египетский, во время нашествия своего на Иерусалим, во дни Ровоама, сына Соломонова.]

2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Акӑ Иерусалимра ҫуралнисен ячӗсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон, 15. Евеар, Елисуа, Нафек, Иафиа, 16. Елисама, Елидае, Елифалеф, [Самае, Иосиваф, Нафан, Галамаан, Иеваар, Феисус, Елифалаф, Нагев, Нафек, Ионафан, Леасамис, Ваалимаф тата Елифааф].

И вот имена родившихся у него в Иерусалиме: Самус, и Совав, и Нафан, и Соломон, 15. и Евеар, и Елисуа, и Нафек, и Иафиа, 16. и Елисама, и Елидае, и Елифалеф, [Самае, Иосиваф, Нафан, Галамаан, Иеваар, Феисус, Елифалаф, Нагев, Нафек, Ионафан, Леасамис, Ваалимаф и Елифааф].

2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кун хыҫҫӑн вӑрах хушӑ, питӗ вӑрахчен, чӗнмесӗр ларнӑ Соломон, ҫавна пула ҫыруҫисем те сехӗрленсе, сывлами пулса тӑнӑ, каярах тин: — Хама кӑна хӑварӑр мана, — тенӗ вӑл.

И, помолчав так долго, что писцы в тревоге затаили дыхание, он сказал: — Оставьте меня одного.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ылтӑн эрешсемпе илемлетсе пил шӑмминчен тунӑ хӑй тронӗ ҫине ларнӑ та, пуҫне ывҫи ҫинелле тайӑлтарса, чавсисемпе ылтӑн арӑсланӑн ҫурӑмӗ ҫине тӗреннӗ Соломон, унтан хушнӑ:

Царь же сел на свой трон из слоновой кости с золотыми украшениями, оперся локтем на спину золотого льва и, склонив голову на ладонь, приказал:

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Хӑвармалла, — тавӑрнӑччӗ ун чух Соломон.

Тогда ответил Соломон: — Оставить.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫурма уҫӑ тутисем, — Соломон вӗсене шӑп та шай сехет каярах кӑна чуптунӑ, — ытарлӑн та киленӗҫлӗн кулнӑ, шӑлӗсем нӳрӗскерсем, вӗсен айӗнчен кӑштах ҫуталнӑ-ха.

Полуоткрытые губы, которые всего час тому назад целовал Соломон, улыбались загадочно и блаженно, и зубы, еще влажные, чуть-чуть поблескивали из-под них.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех