Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Ун чухне ӗнтӗ ют ҫӗре каяс умӗн чурисене чӗнсе илсе вӗсене хӑй пурлӑхне парса хӑварнӑ ҫынпа мӗн пулса иртнӗ, ҫавӑн пек пулӗ: 15. вӑл кашнийӗн пултарулӑхне кура пӗр чурине пилӗк талант, тепӗрне икӗ талант, тата тепӗрне пӗр талант панӑ; унтан хӑй ҫула тухса кайнӑ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унтан вӑл чурисене ҫапла калать: «туй ӗҫки-ҫики хатӗр, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ; 9. ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, ҫавсене пурне те туя чӗнӗр» тет.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл ӗнтӗ урӑх чурисене ҫапла каласа йыхравлама янӑ: чӗнсе хунисене калӑр: «акӑ ӗҫкӗ-ҫикӗме хатӗрлерӗм, пӑрӑвӑмсене тата ҫитерсе самӑрлатнӑ выльӑхсене пустартӑм, пӗтӗмпе хатӗр; туя килсемӗр» тейӗр, тенӗ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус вӗсене малалла та ытарлӑн каласа вӗрентнӗ: 2. Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хӑй ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса панӑ патша евӗрлӗ: 3. вӑл хӑй чурисене туя чӗнсе хунисене йыхӑрма янӑ; лешӗсем пырасшӑн пулман.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иисус чарӑнса тӑнӑ та вӗсене чӗнсе илсе каланӑ: эсир Мана мӗн тутарасшӑн? тенӗ.32. Иисус, остановившись, подозвал их и сказал: чего вы хотите от Меня?
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: эсир пӗлетӗр: халӑхсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, тӳресем те халӑха хӗсӗрлеҫҫӗ; 26. сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр; 27. хӑвӑр хушшӑрта малти пулас теекенӗ сирӗн чурӑр пултӑр; 28. Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иерусалималла улӑхнӑ чухне ҫул ҫинче Иисус вуникӗ вӗренекенне хӑйсене ҫеҫ чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: 18. акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлермелле сут тӑвӗҫ; 19. унтан Ӑна мӑшкӑл кӑтартма, хӗнеме, хӗрес ҫумне пӑталама суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ; виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Каҫ пулсассӑн пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла калать: «ӗҫлекенсене чӗнсе ил те кайранхисенчен пуҫласа малтанхисене ҫитичченех тӳлесе тух» тет.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иисус пӗр ачана чӗнсе илнӗ те ӑна вӗсен варрине тӑратса каланӑ: 3. чӑн калатӑп сире: улшӑнмасан, ача пек пулмасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр; 4. ҫавӑнпа та кам хӑйне хӑй ҫак ача пек кӗҫӗне хурать, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Петр Иисуса аяккалла чӗнсе илнӗ те Ӑна хирӗҫлесе каланӑ: Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫамӑр!22. И, отозвав Его, Петр начал прекословить Ему: будь милостив к Себе, Господи!
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: ҫак халӑха хӗрхенетӗп Эпӗ, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли вӗсен нимӗн те ҫук; ҫул ҫинче халтан каясран Манӑн вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест, тенӗ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унтан Иисус халӑха чӗнсе илсе каланӑ: итлӗр те ӑнланса илӗр: 11. ҫынна ҫӑвара кӗрекенни ирсӗрлентермест, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлентерет, тенӗ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус, вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе, вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма, кирек мӗнле чир-чӗртен те сыватма хӑват панӑ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла Турӑ пророк урлӑ: «Эпӗ Хамӑн Ывӑлӑма Египетран чӗнсе илтӗм» тени пурӑнӑҫа килнӗ.да сбудется реченное Господом через пророка, который говорит: из Египта воззвал Я Сына Моего.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Ирод, ҫӑлтӑрҫӑсене вӑрттӑн чӗнсе илсе, вӗсенчен ҫӑлтӑр курӑннӑ вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ те 8. вӗсене Вифлееме кайма хушнӑ: кайӑр та Ача ҫинчен тӗплӗн тӗпчесе пӗлӗр; Ӑна тупсан мана хыпар тӑвӑр, эпӗ те кайса пуҫҫапам Ӑна, тенӗ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинчи пур патшана та — тухӑҫран та кӑнтӑртан, ҫурҫӗртен те анӑҫран — чӗнсе пуҫтаратӑп: вӗсем Манран хӑраса тӑччӑр, хӑйсем вӑрланине каялла тавӑрса паччӑр.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кун хыҫҫӑн эпӗ ҫак ар ту ҫинчен аннине, вӑл хӑй патне тепӗр пысӑк йыша — тӑнӑҫлӑ халӑха — чӗнсе илнине куртӑм.12. После сего я видел того мужа сходящим с горы и призывающим к себе другое множество, мирное.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Эсӗ нумайӑшӗнчен телейлӗрех, Эсӗ — Ҫӳлти Турӑ патне чӗнсе илнӗ сахалӑшӗ хушшинче.57. Ты блаженнее многих и призван к Всевышнему, как немногие.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Елеазар ятлӑ пӗр хисеплӗ ар, ҫӗршыв священникӗсенчен пӗри, ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗскер, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пайтах ырӑ тунӑскер, хӑй тавра тӑракан ватӑсене сӑваплӑ Турра асӑнма чӗнсе ҫапла кӗлтунӑ: 2. «эй пуринчен те вӑйлӑ, пуринчен те хӑватлӑ Патшамӑр, пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Хӑв мӗн пултарнине ырӑ кӑмӑлпа йӗркелесе пыраканӑмӑр! эй Аттемӗр, Авраам вӑрлӑхӗ ҫине, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Иаков ачисем ҫине пӑхсамччӗ, Хӑвна валли еткерлӗхе илнӗ сӑваплӑ халӑху ҫине — ют ҫӗр тӑрӑх ҫӳрекен, айӑпсӑрах пӗтекен халӑху ҫине — пӑхсамччӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ермона вара чӗнсе илнӗ те хаяррӑн: киревсӗр этем, манӑн сана пӗр япала пиркиех миҫе хутчен хушмалла?
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.