Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑха (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑварпа чашкӑракан сӑмавар хуҫи Владимир Ремахов хӑйӗн мӑшӑрӗпе Маргаритӑпа халӑха вӗри чейпе, икерчӗпе сӑйларӗ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ӗҫӗм халӑха юрӑхлӑ пултӑр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫавна май хамӑр участокпа халӑха диспансеризаци кӑлармалли тӗллевсене те пурнӑҫласа пыма тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Пирӗн патӑртан пуҫланать сывлӑха пӗтӗмӗшле тӗрӗслесси, ӑна халӑха упрама хӑнӑхтарасси.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

— Анатолий Валентинович, пӗтӗмӗшле практика врачӗ тени хӑйех врач амбулатори- йӗнче халӑха пур енлӗн йышӑннине ҫирӗплетет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Культура учрежденийӗпе ӗҫченӗсем ҫакнашкал чыса тивӗҫни малашнехи ӗҫре хавхалану кӳретех. Хӑйсен кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе вӗсем уява та, кану кунӗсене те пӑхмасӑр халӑха кантараҫҫӗ, культурӑна явӑҫтараҫҫӗ, нумай наци ҫыннисен ырӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсса пыма пулӑшаҫҫӗ. Куракана ҫак енӗпе тивӗҫтерӳ парассин пахалӑхӗ малашне лайӑхланасса шансах тӑрас килет», — тет район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ М. Айзатуллов.

Куҫарса пулӑш

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Дорожное радио» йӗркеленӗ конкурссем те халӑха савӑк кӑмӑл кӳчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх службин районти центрӗн директорӗ Геннадий Афанасьев районти ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрупа паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ӑна халӑха чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсемпе паллаштарас, кӗнеке вулама явӑҫтарас тата авторсен ӗҫне хак парас тӗллевпе йӗркелетпӗр.

Куҫарса пулӑш

«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Кӑҫал ачасен канӑвне йӗркелессипе, сывлӑхне ҫирӗплетессипе, вӗсене хушма пӗлӳ парассипе, сывлӑх тӗлӗшӗнчен хевтесӗр ачасене психологи-педагогика енӗпе тата халӑха социаллӑ пулӑшу парассипе, культура сферинче рыноксене анлӑлатса социаллӑ пӗлтерӗшлисен хисепне пысӑклатасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«20-30 ҫул каялла Шупашкарти электроаппаратура, В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗсем тӗрлӗ хатӗре алӑпа пухмашкӑн саккас нумай панӑ-тӑк, халӗ пӗрремӗшӗ кӑна пирӗн вӑйпа усӑ курать. Вӑл та пулин сайра хутра, - тет Юрий Сергеев. - Иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче инвалидсем сетка ҫыхатчӗҫ, пушмак шнурокӗ хатӗрлетчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗ май асӑннӑ хатӗр халӑха кирлӗ мар пулса тӑчӗ, хӑйӑва пахарах та илӗртӳллӗрех кӑларакан йышланчӗ».

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Унта халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес тӗллевпе федераци тата регион шайӗнче пурнӑҫлакан ӗҫсене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Дмитрий Анатольевич регионри нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт-йӗрлӗ пулма пулӑшас, халӑха пурӑнма юрӑхсӑр кивӗ хваттерсенчен куҫарас программӑсемпе та кӑсӑкланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

ЧР Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулас умӗн Дмитрий Медведев тӗп хулари халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Пӗр-пӗр уява халӑха пухмашкӑн ансат мар», – хӑш чухне ирӗксӗрлесе тенӗ пекех чӗнни пирки сӑмахлать Алена Егорова.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Музей картишӗнче пултарулӑх ӑстисен юрри-кӗвви тӑтӑшах илтӗнсе тӑнинчен, халӑха йышлӑн явӑҫтаракан савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Халӑха, хуҫалӑх ертӳҫисене ыйтусене тӗрӗс хуравлама ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ҫакна асра тытса пирӗн хамӑрӑн халӑха ытларах сума сумаллине аса илес пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Эпӗ должноҫри ҫынсене медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерни тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх памалли тытӑма лайӑхлатни, вӗсем пирки официаллӑ тӗрлӗ мероприятире нумай калаҫаҫҫӗ, пӗртен-пӗр тӗллев пулманнине шута илме ыйтатӑп.

Я обращаю внимание должностных лиц на то, что повышение качества медицинской помощи и совершенствование системы социальной защиты населения, о которых так много говорится на различных официальных мероприятиях, не являются самоцелью.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Хӑш-пӗр критик республика Правительстви халӑха пулӑшу пама ытлашши нумай укҫа-тенкӗ ярать тесе ҫирӗплетет.

Некоторые критики утверждают, что Правительство республики направляет слишком много средств на поддержку населения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех