Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ав сăмах пирĕн базăра пур.
ав (тĕпĕ: ав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ав, лере, ана пуҫӗнче, халь кӑна куртӑм, чикке лартмалли юпасем хатӗрленӗ, ҫӗмрӗк сӳре те пур унта, ҫавсене йӑтса килес те вут хурас.

— Да вон там, на краю загона, я столбы видел межевые, сухие, как порох, и борона там старая валялась, сходи принеси — вот тебе и дрова.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Килти ӗҫе пула, Нямаҫ килеймест ав паян.

— Нямась нынче не придет — занят по дому.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫынсем, ав, Паскакалла каяҫҫӗ, ҫапла-и?

Люди вон в Баскаки подались.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ав — Тӗрӗк валӗ.

Вон и Турецкий вал.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ав, мӗншӗн апла калатӑр иккен.

— Во-он вы о чем…

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унсӑрӑн, ав, каҫсем шанчӑклах мар, теҫҫӗ, ҫурт-йӗре вут чӗртсе ярӗҫ-и, выльӑхсене мур парса пӗтерӗҫ-и, сыхланмалла ҫав тесе, канаш пачӗ Шерпике.

А то вон ночи-то какие стоят, чиркнет кто спичкой — и нету ни дома, ни подворья, иль на скотину мору какого напустят… словом, надо остерегаться, посоветовала Шербиге.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сӑлтавӗ паллах иккен: ялта кӑҫал пӳкле вилӗм пулчӗ, ӑна, ав, Кантюксен ячӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ, эппин кураймасӑр тӑракан ҫынсем пурах ӗнтӗ, авӑ ҫанталӑк та кӑҫал пит типӗ тӑрать: выҫлӑх пуласса вӑл.

Та сказала, что причину, из-за чего им подкинули ворожбу, она знает, — это жуткая смерть Селиме, ее все связывают с Кандюками, выходит, в деревне полно людей, которые ненавидят Кандюков, да и погода вон какая стоит, того гляди сгорит все, и тогда грянет голод…

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Урамра, ав, темӗн туса тухнӑ…

— Ты гляди, на улице чего понаделали…

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӗтӗмсӗр вут тухмасть, теҫҫӗ ав, ял ҫинче темле сӑмах-юмах илтес пур, сыхлана пӗлмесен, ырӑ ят кайма пултарать.

Ведь дыма без огня не бывает, тут уж гляди в оба — деревня в один миг опозорит твое честное имя.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и те, пулма пултарнӑ пуль, халь тесен, ав, ҫӗркаҫа тӑватӑ-пилӗк тӗлӗк куратӑп.

Правда ли это иль неправда, а только я сейчас каждую ночь по пять-шесть снов вижу.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах вӑл халиччен никама та улталаса курман, хальхинче хӑй хӗрелсе намӑсланнинченех: Шерккей, ав, пире улталасшӑн терӗҫ.

Но где там — покраснел от своей лжи так, что люди его сразу уличили: вот, мол, Шерккей, сам хотел нас обмануть, а не вышло!

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чӗнме пӑрахнӑранпа вӑл та килсе курми пулчӗ, ӗнер, ав, Шерккей ун амӑшӗпе: Уття пирӗн пата яшка пӗҫеркелеме пыраймӗ-ши тесе калаҫса пӑхрӗ.

Но с тех пор, как он перестал ее звать, она больше к ним не заходит, Шерккей уж вчера намекнул ее матери, мол, не забежит ли к нам Уття яшку сварить.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тимрук, ав, халиччен яшка пӗҫерменскер, хуран патне те пымасть.

А к котлу, кроме него, никто не подходит, да и не умеет Тимрук готовить.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кантюк папайсем халь те, ав, Хура Палля ывӑлне, Кӗҫтенюка, кураймасӑр тӑраҫҫӗ.

Не зря они, Кандюки-то, ненавидят до сих пор сына Палли — Кестенюка.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ав, хайхи юрӑ сӑмахӗ камсене тивет!

Вон песню-то я тебе спел, кого она касается?

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗркун, ав, ӑна йыснӑшӗ темле те хӑртса пӗтерчӗ, йӗкӗт чӗри ун чух калама ҫук ырататчӗ: халь тесен, вӑл ҫавна та йӑлтах манма хатӗрччӗ — Селимен вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кунҫулӗпе ҫеҫ нимӗнле те кунӑҫасшӑн мар, Тухтар чӑтма ҫук пысӑк хуйха ӳкрӗ.

Однажды Шерккей сильно отругал его, и Тухтару было до слез обидно; случись это сейчас, он бы и внимания не обратил на это: что может сравниться с тем горем, какое он испытывает от потери Селиме?..

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Курах кайрӑм, ав, леш енче пӗр тӗм хуралать-ҫке, ҫавӑн тӗлӗнче пӗри сӑртран чупса анчӗ те тӳрех шыва шампӑртаттарса кӗрсе кайрӗ…

И тут увидел во-он там, на том берегу, где кусты, кто-то вышел оттуда, сбежал с горы к берегу и — бултых! — прямо в воду…

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ав, пыр та чӗлхе туп ӗнтӗ унпа.

— Вот поди да поговори с ней.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ав, пыр та калаҫ ӗнтӗ унпа.

— Вот иди да поговори с ней!

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтар халь, ав, Элентейпе пит килӗштерсе ӗҫлет, теҫҫӗ, малашне хӑй ҫурчӗпе пурӑнма ӗмӗтленет имӗш.

А Тухтар теперь днюет и ночует у Элендея, думает обзавестись и своим домом.

XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех