Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрамасть (тĕпĕ: юра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ученый нумайччен йӑлӑнтарса тӑмарӗ, gonie тата indi текен сӑмахсем ҫинчен вӑл питӗ тарӑннӑн илсе ӑнлантарса пачӗ, французла документра austras тенӗ сӑмаха «кӑнтӑрти» тесе ӑнланма юрамасть, вӑл Australie-Австрали тени пулать, тесе вӑл итлекенсене питӗ ӳкӗте кӗмелле каларӗ.

Учёный не заставил долго просить себя, он пространно и убедительно рассуждал о словах «gonie» и «indi»: он с величайшей убедительностью внушал слушателям, что слово «austral» французского документа надо понимать не как южный, а как «Australie» — Австралия.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑйӗн акӑш-макӑш чӗлхипе вӑл ӑна ӳкӗте кӗртесшӗн тӑрӑшать: текех пӗр ҫекунд та кӗтме юрамасть; мӗн тӑвас тени пулаймасан, кунта юлакансем каяканран та ытларах хӑрушлӑхра пулаҫҫӗ; пурин ырлӑхӗшӗн Таукӑн меслетсӗр ҫивӗчлӗхӗпе пӗр эпӗ ҫеҫ усӑ курма пӗлетӗп, — тесе ӑнлантарать.

На своём образном языке он старался втолковать ему, что нельзя терять ни одной секунды: что если задуманное не удастся, остающиеся окажутся в большей опасности, чем уехавший; что он один знает, как лучше всего использовать для общего блага чудесную лёгкость и быстроту бега Тауки.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Тепӗр сехетрен, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — пирӗн пӗр пуля та, тар та, кӑвайт та пулмасть. Вӗҫне ҫитермех юрамасть, мӗн те пулсан тӑвасах пулать».

«Через час, — подумал он, — у нас не останется ни пороха, ни пуль, ни огня. Не следует ждать этой крайности, чтобы принять решение».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Виҫерен иртме юрамасть! — терӗ ӑна Гленарван.

Надо быть умеренным! — сказал ему Гленарван.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Калаҫупа йӑпаннӑ май вӗсем хӑйсен лашисем утса пынине сисмен те; ҫав хушӑрах вӑхӑта ахаль ҫухатса пымашкӑн юрамасть: хыҫра юлнисене те асра тытмалла.

Увлёкшись разговором, они не замечали, что кони идут шагом; между тем терять даром время не следовало: нужно было погнить о тех, кто остался позади.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах, Гленарван каланӑ пекех, ҫакнашкал япалана ученӑйран килекен сӑлтав теме юрамасть.

Но, как правильно сказал Гленарван, эту слабость надо приписать не зависевшей от учёного причине.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӳте-тире ҫав таранччен ывӑнтарса яма та юрамасть.

Нельзя безнаказанно переутомлять, организм до такой степени.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

(Ҫулҫӳревҫӗсене спирт таврашӗ ӗҫме юрамасть, мӗншӗн тесен сӑртсем ҫинче ҫӳренӗ чух унсӑрӑнах куҫ-пуҫ алчӑраса каять).

(Путешественники должны избегать употребления спиртных напитков, так как пребывание в горах и без того сильно возбуждает нервную систему.)

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мана хама кайма юрамасть, Серёжӑн ӑна шыраса тупмалла.

Мне идти нельзя, а Сережка должен его достать.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Каяс пулать, кирек ӑҫта та пулин тарас пулать, кунта юлма юрамасть.

Надо было уходить куда угодно, но не оставаться здесь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Килне таврӑнма юрамасть.

Домой возвращаться нельзя.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

 — Эсӗ ӑна ӑнланатӑн пулсан, асту, ман пыршӑсене пӑчӑртаса ан кӑларччӗр тесен, ун ҫинчен ниҫта та, никама та калама юрамасть.

 — Раз ты это понимаешь, то помни, что никому нигде об этом говорить не следует, если не хочешь, чтобы из меня кишки выпустили.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах ҫапла нимӗн шеллемесӗр ҫапма юрамасть, — Тоня ахӑлтатса кулса ячӗ.

Нельзя бить так немилосердно, — и Тоня расхохоталась.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑма хӑй пӗлнӗ таран лӑплантарас тесе вӑл виҫҫӗшӗ те инҫетре, пӗр тӗттӗм ялта, Брузжак пиччӗшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ тесе, вӗсене унта хӑрушӑ мар, анчах халех киле тавӑрӑнма юрамасть, нимӗҫсене кунта тӑма йывӑрлансах пырать, часах улшӑну пулассине кӗтсе тӑмалла, тесе пӗлтерчӗ.

Успокоил как мог испуганную женщину, сообщив, что все трое устроились далеко, в глухом селе, у дядьки Брузжака, что они там в безопасности, но возвращаться им сейчас, конечно, нельзя, но что немцам туго, можно ожидать в скором будущем изменения.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ: малалла турттарса кайма юрамасть.

Но каждый сознавал, что везти нельзя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пирӗн поезда вырӑна ҫитерме юрамасть.

Нам поезд доставлять никак невозможно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Пирӗн вӗсене турттарса кайма юрамасть, ӑнлантӑн-и?

— Нельзя нам везти, понимаешь?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсӗ текех пӗчӗк ача мар ӗнтӗ, Павка, хӗҫпӑшалпа выляма юрамасть, ӑнлантӑн-и?

— Ты уже не маленький, Павка, понимаешь, что с оружием играть незачем.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хулара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йӗрке туни ҫинчен пӗлтеретӗп, каҫхине 8 сехет хыҫҫӑн хулара ҫӳреме юрамасть.

В городе объявляется военное положение, и хождение после 8 часов вечера воспрещается.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Паллах ӗнтӗ, вӑл склада нимӗҫсен аллине парса хӑварма юрамасть.

Оставлять немцам этот склад, конечно, нельзя.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех