Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пушӑ (тĕпĕ: пушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен кузовӗсене, тӳпелесе тенӗ пекех, пушӑ ҫӑнӑх миххисемпе тултарса лартнӑ пулнӑ.

Они почти доверху были завалены порожними мешками из-под муки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӑл вара, занятисенчен пушӑ вӑхӑтсенче, разведчиксене юрланӑ пек тӑсса сӑвӑсем вула-вула панӑ; лешсем вара, авӑн ӑшӗнчи ҫурма тӗттӗмлӗхре тарӑн шухӑшлӑ сӑн-питсемпе яка та ҫаврака сӑмахсене тӑнласа итленӗ май, поэтӑн ӑсталӑхӗнчен тата Мещерский хавхаланса кайнипе хӗрелнинчен тӗлӗнсе ларнӑ.

В свободное от занятий время он нараспев читал разведчикам стихи, а они, сидя в полумраке овина, с серьезными лицами вслушивались в складные, округлые слова, удивляясь искусству поэта и вдохновенному румянцу Мещерского.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Хӑш чухне, ӗҫрен пушӑ каҫсенче, вӑл хӑй боевой пурнӑҫри эпизодсене каласа пама тытӑннӑ.

Иногда в свободные вечера он сам начинал рассказывать эпизоды боевой жизни.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Боевой заданисенчен пушӑ вӑхӑтра вара Мамочкин тавара пичӗ енчен кӑтартма ытла та ӑста пулнӑ.

Зато в перерывах между боевыми заданиями Мамочкин умел показать товар лицом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Куҫма лашана пушӑ валашка патне пырса тӑратрӗ те, Корней ӗҫме чӗнсе кӗртет пулӗ-ха тесе кӗткелесе, Корней ҫинелле пӑхмасӑр, кутлӑх таврашне тӳрлеткелеме тапратрӗ.

Кузьма приворотил лошадь к пустому корыту и оправлял шлею, не глядя на Корнея и ожидая, что он позовет его.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Ху ҫинчен шухӑшласа тӑма унта вӑхӑт ҫук, ҫын яланах пушӑ мар.

Разбираться с самим собой некогда, все занято.

XVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Пӗтӗмпех пушӑ сӑмахсем: хӗрарӑм ҫине эпир суя куҫпа пӑхатпӑр; ун ҫине ҫавӑн пек пӑхма пӑрахсан ҫеҫ ӑна чӑн-чӑн пӗлӳ пама пулать.

Все пустые слова: образование женщины точно такое, какое должно быть при существующем не притворном, а истинном всеобщем взгляде на женщину.

XIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Юлашки вӑхӑтра яланах ял, хӑрушӑ чир хыҫҫӑн пушанса юлнӑ пек, туйӑнать: пур ҫӗрте те тӗттӗм те пушӑ.

Как всегда в последнее время, деревня казалась опустошенной жестоким мором: всюду тьма и глушь.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нихҫан та хальхи пек пушӑ пулман ун картишӗ!

Никогда не было такого опустения на его дворе!

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак кунне, Ерофей Кузьмич сӗтел хушшинче чикарккине мӑкӑрлантарса, ҫынсем хушшинче хӑйӗн мӗнле пурӑнмалли ҫинчен шухӑшласа ларнӑ вӑхӑтра Алевтина Васильевна пушӑ витрепе картишӗнчен кӗрсе алӑка хупрӗ те шӑппӑн макӑрса ячӗ.

В этот же день, когда Ерофей Кузьмич, дымя цигаркой, сидел за столом и обдумывал, как он должен жить среди людей, со двора вошла с пустым ведром Алевтина Васильевна и, прикрыв дверь, тихонько заплакала.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫавӑ лайӑх: хальхи вӑхӑтра иртсе-ҫӳрен ҫын тупӑ кӗпҫи лартмалли пушӑ шӑтӑксемлӗ хуралҫа башнисем ҫине мар, машинӑпа трактор станцисен усадьбисем, лаша ӗрчетмелли совхозсен ҫеҫенхирти ҫурт-йӗрӗсем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли фермӑсен уйри витисемпе базисем ҫине тимлӗнрех пӑхать.

И примечательно то, что в наши дни внимание проезжего привлекают не остатки сторожевых башен с пустыми глазницами бойниц, а степные городки коневодческих совхозов, кошары и базы животноводческих ферм.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пушӑ та сулхӑн коридорта тенкел ҫине ларчӗ, унтан йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнса, кирлӗ алӑка тупрӗ те шаккамасӑрах уҫрӗ…

В коридоре, пустом и прохладном, присел на скамейку, осмотрелся, затем нашел нужную дверь и, не постучавшись, открыл…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗчӗк вагон ӗнер каҫ анчах хӗвелҫаврӑнӑш пуссинче ларатчӗ, унӑн кӑмакинчен тӗтӗм мӑкӑрланатчӗ, хуткупӑспа балалайка пӗрле выляни янӑратчӗ, — трактористсем ҫак вырӑна тата хӗвелҫаврӑнӑшсене ҫав тери хӑнӑхса ҫитнипе кунтан кӗркуннесӗр ниҫта та каяс ҫук пек туйӑнатчӗ, — халӗ, акӑ, Кондратьев пӑхать те, — пушӑ вырӑна, кӑмака пулнӑ вырӑн паллине, краҫҫын тӑкӑнса хуралнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене ҫеҫ курать: кам та пулсан курасран хӑранӑ пек, трактористсем ҫӗрле тулӑ ҫывӑхне куҫса кайнӑ.

Еще вчера вечером вагончик стоял возле подсолнухов, дымилась печка, играла гармонь в паре с балалайкой, — трактористы так обжились на этом месте и так привыкли к подсолнечникам, что уже до самой осени отсюда никуда и не уедут; теперь же смотрит Кондратьев и видит лишь пустое место, следы от печки, темные пятна от пролитого керосина: ночью, точно боясь, чтобы никто не увидел, трактористы переехали поближе к пшенице.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лашасене ан хӑвала, пушӑ ан кӑтарт, терӗм сана, ҫук, ҫунат хушнӑ пек вӗҫтерет!

Говорил тебе, не гони коней, не показывай им кнута, так нет же, летел как на крыльях!

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Андрей пӑрӑнса илсе, ӑна урисенчен пушӑ автомачӗпе ҫапма ӗлкӗрчӗ.

Андрей, отшатнувшись, успел ударить ее пустым автоматом по ногам.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ун пек ҫынпа пушӑ хирте те аптӑрас ҫук.

С таким в пустыне не пропадешь.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Таҫта инҫетре кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗнет, — йывӑр та пушӑ пичкесене вырӑнтан вырӑна кустараҫҫӗ тейӗн.

Где-то далеко громыхало, будто там перекатывали с места на место тяжелые пустые бочки.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ыратни пӗртак лӑплансан, вӑл каллех пушӑ кил-ҫуртри йывӑр шӑршӑсене туйрӗ, хальхинче вӑл шӑршӑсем малтанхинчен те вӑйлӑрах пек туйӑнчӗҫ.

А когда отступила боль, он почувствовал те же тяжелы запахи, и эти запахи показались даже сильнее чем презде.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗттӗмрен пӑчӑ та чӗрӗ шӑршӑ, пушӑ пӳрт шӑрши йӑтӑнса тухрӗ, — Дегтярев хӑранипе алӑк патӗнчен каялла туртӑнсах илчӗ.

Из темноты пахнуло в лицо запахом сырости, — Дегтярев даже испуганно отшатнулся от двери.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫурӑмӗсем хыҫӗнче пушӑ кутамккисемпе тӗтӗмленсе хуралса ларнӑ котелоксем тата каскӑсем ҫапкаланса пыраҫҫӗ.

За плечами у них болтались пустые вещевые мешки да задымленные котелки.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех