Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Эпир санӑн аҫушӑн ӗҫлеме, унӑн йӑли-йӗркипе пурӑнма, вӑл хушнисене тытса пыма пулнӑ; 24. анчах пире хамӑр халӑх ывӑлӗсемех хупӑрласа илчӗҫ, хамӑр халӑх хамӑртан ютшӑнчӗ, ӗнтӗ пире ӑҫта курнӑ унта вӗлереҫҫӗ, пурлӑхӑмӑра ҫаратаҫҫӗ, 25. вӗсем пирӗн ҫине кӑна мар, пирӗн пӗтӗм ҫӗрӗмӗр ҫине аллине тӑснӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл унта нумай кунлӑхах юлнӑ, йывӑр хуйхи вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ; вӑл ӗнтӗ вилетӗп пулӗ тесе шухӑшла пуҫланӑ.9. И много дней пробыл он там, ибо возобновлялась в нем сильная печаль; он думал, что умирает.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Антиох патша, тури ҫӗрсем урлӑ иртсе пынӑ май, Персире пуянлӑхӗпе, ылтӑн-кӗмӗлӗпе чапа тухнӑ Елимаис хули пурри ҫинчен илтнӗ, 2. хулинче ҫавӑнти суя туррӑн ҫурчӗ те пур иккен, ҫурчӗ питӗ пуян-мӗн, унта ылтӑн ҫивиттисем, тимӗр тумтир, кӑрал пур иккен, ҫакна Александр — Филипп ывӑлӗ, Македони патши, эллинсен чи малтанхи патши — хӑварнӑ-мӗн.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Иуда ҫыннисем ӗнтӗ ҫав хулана ҫӗнтерсе илнӗ те йӗрӗх ҫуртне унта пытаннӑ мӗнпур ҫынни-мӗнӗпе ҫунтарса янӑ; Карнаина парӑнтарнӑ, вӑл текех Иудӑна хирӗҫ тӑма пултарайман.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Симон ӗнтӗ Галилейӑна тухса кайнӑ, унта вӑл суя тӗнлӗ халӑхпа нумай хутчен тытӑҫса ҫапӑҫнӑ, юлашкинчен вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.21. И отправился Симон в Галилею и произвел много сражений с язычниками, и разбиты им язычники.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ килсемччӗ, пире вӗсен аллинчен хӑтарсамччӗ, ахаль те пире нумайӑшне пӗтерчӗҫ; 13. Тов ҫӗрӗнче пурӑнакан пур тӑванӑмӑр та вилӗм аллинче ӗнтӗ, вӗсенӗн арӑмӗсене, вӗсенӗн ачисене тыткӑна илсе кайрӗҫ, пурлӑхне те пуҫтарса тухса кайрӗҫ, унта пин ҫынна яхӑн вӗлерчӗҫ, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Иуда унта Сион тӑвне хураллама ҫар тӑратнӑ, тӑва хӳтӗлемешкӗн халӑхӑн Идумейӑна хирӗҫ тӑма керем пултӑр тесе, Вефсура хулине тӗреклӗлетнӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑйӗн ҫарӗ тарнине тата Иудӑн ҫар ҫыннийӗсен харсӑрлӑхне, вӗсем пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр паттӑррӑн ҫапӑҫнине курса, Лисий Антиохие кайнӑ, унта ют ҫӗр ҫыннисене темӗн чухлӗ пуҫтарса пысӑк ҫар пухнӑ та каллех Иудейӑна кайма шут тытнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Иудӑпа унӑн хӑюллӑ ҫыннисем, тӑшман ҫарӗ хӑйсен тапӑрӗнчен аякра пулнипе усӑ курса, тӑшман ҫарне Эммаумра пӗтерсе тӑкас тесе тапранса тухнӑ; 5. Горгий ӗнтӗ Иуда тапӑрне ҫӗрле пырса ҫитнӗ, анчах унта никама та тупайман, вара вӗсене ту хушшинче шырама тытӑннӑ, вӑл: вӗсем пирӗнтен тараҫҫӗ, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иерусалим ӗнтӗ ҫын пурӑнман пушхир евӗрлӗ пулнӑ; ҫакӑнта ҫуралса ҫакӑнта пурӑннисенчен унта кӗрекенӗ те, унтан тухаканӗ те пулман; сӑваплӑ Ҫурта мӑшкӑлласа пӗтернӗ, унӑн керемӗнче ют йӑх ывӑлӗсем хуҫаланнӑ; вӑл суя тӗнлисен хули пулса юлнӑ; Иаковӑн савӑнӑҫӗ пӗтнӗ, шӑхличӗпе кӗсле сасси илтӗнмен.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл нумай патшана пӑшӑрхантарнӑ, Иакова вара хӑйӗн ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, унӑн ятне ӗмӗрех мухтаса асӑнӗҫ; 8. Иудея хулисем тӑрӑх ҫӳресе, унта йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ, Израиль ҫинчен Турӑ ҫиллине сирсе янӑ, 9. ячӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ, пӗтес патне ҫитнӗ ҫынсене хӑй патне пуҫтарнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унта вӗсем суя тӗнлӗ халӑха, Турӑ саккунне уяман ҫынсене вырӑнаҫтарнӑ, вӗсем вара ҫавӑнта тӗпленсе ларнӑ; 35. кӑрал тата апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хунӑ, Иерусалимран илсе тухнӑ тупӑша ҫавӑнта пуҫтарса хунӑ: халӑхшӑн ҫапла пысӑк таната пулса тӑнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иерусалимри хурансем те, Иудейӑри хурансем те пурте Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн таса япалисем пулса тӑрӗҫ, парне кӳме ҫӳрекенсем килӗҫ те, вӗсене илсе, унта парне ашӗ пӗҫерӗҫ, Саваоф Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ҫав кун пӗр хананей те пулмӗ вара.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакӑ пӗтӗм ҫӗр, Гаваонран пуҫласа Реммон таран, тӳремлӗх пек пулӗ, Иерусалимран кӑнтӑралла сарӑлса выртӗ, Иерусалим вара хӑйӗн вырӑнӗнче ҫӳлте ларӗ, унта Вениамин хапхинчен пуҫласа малтанхи хапха вырӑнӗ таран, кӗтесри хапха таран, Анамеил пашнинчен пуҫласа патшанӑн иҫӗм сӗткенӗн юхтаркӑчӗ таран халӑх пурӑнма пуҫлӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хура утсем унта ҫурҫӗрти ҫӗршыва каяҫҫӗ, шуррисем вӗсем хыҫҫӑн пыраҫҫӗ, улисем вара кӑнтӑрти ҫӗршыва каяҫҫӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вара мана каларӗ: ун валли Сеннаар ҫӗрӗнче ҫурт лартма; пурне те хатӗрлесе ҫитерсен, ӑна унта хӑйӗн никӗсӗ ҫине лартӗҫ, терӗ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ ӗнтӗ тӑхлан катӑкӗ ҫӗкленчӗ, унта, ефа ӑшӗнче, пӗр хӗрарӑм ларатчӗ.7. И вот, кусок свинца поднялся, и там сидела одна женщина посреди ефы.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ манпа калаҫакан Ангел каять, тепӗр Ангелӗ ӑна хирӗҫ килет, 4. лешӗ вара ҫакна каларӗ: хӑвӑртрах кил, ҫак яш ачана кала: Иерусалим питӗ пысӑк, ӑна виҫсе тухма ҫук; унта халӑхӗ те, выльӑх-чӗрлӗхӗ те шутсӑр нумай, ҫавӑнпа вӑл хӳмесӗр хула пулӗ те.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим енне хӗрхенекен кӑмӑлпа ҫаврӑнатӑп; унта Манӑн Ҫуртӑм ӳссе ларӗ, ҫӗр виҫмелли вӗрен Иерусалим тӑрӑх тӑсӑлса выртӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем мирт йывӑҫӗсем хушшинче тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне хуравласа каларӗҫ: эпир ҫӗр тавра ҫаврӑнтӑмӑр та куртӑмӑр, пӗтӗм ҫӗр ҫинче ҫын пурӑнать, унта лӑпкӑ, терӗҫ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.