Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хама (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман пата комисси пырас пулсан, хама хам та шанмастӑп — хиртен вӗҫтерсе ярӑп та, вӗсем вара хӑйсен ачисене те унта пыма хушса хӑвармӗҫ…»

Да ежели ко мне явится такая комиссия, то я за свое спокойствие не могу поручиться — так попру со степи, что они и детям своим закажут туда ездить…»

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хама килӗшет — ҫавӑнпа тӑхӑнатӑп.

— Просто нравится — вот и ношу.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫавах та, манӑн хама хам кӑтартасах пулать, темле пӗр-пӗр пысӑк ӗҫ тумалла…

— А все ж таки мне нужно как-то себя показать, что-то такое важное сделать…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хама кирлӗ пек туманнине курсан, нихӑш ӗҫе те тиркесе тӑмӑп.

Ничем не брезгую, ежели вижу, что делается не по мне.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мана, тен, кахал, ултавҫӑ тесе шутлакан та пулнӑ-тӑр, ак эпӗ пысӑк заданипе кайрӑм та хама кӑтартрӑм, мана йывӑр та пулнӑ пулӗ, анчах эпӗ парӑнмарӑм, ӗҫне турӑм, оборудовани илтӗм те вырӑна ҫитертӗм, халь акӑ хама хам мухтатӑп!» — тенӗ пек туйӑннӑ.

Может, и были такие, кто считал меня бездельником и плутом, а я поехал по важному заданию и показал себя, и хотя трудно мне было, а я не сдался и дело сделал, оборудование получил и отгрузил, и теперь горжусь сам собою!»

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ хама мӗн кирлине пӗлетӗп, ан пӑшӑрхан! —

— Я знаю, чего мне еще нужно, не беспокойся! —

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Хама хамах задача патӑм, — шухӑшланӑ вӑл, пуҫ ҫинчен утиялпа пӗркенсе, — Трифонпа калаҫса пӑхма лекет, ун пеккине пӗлекен ҫын вӑл…»

«Задал я сам себе задачу, — думал он, натягивая на голову одеяло, — придется посоветоваться с Трифоном, человек он в этом деле сведущий…»

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Еременко ташӑ кӗвви калама хушрӗ те такан ҫапнӑ аттипе тӑрӑшсах кӗмсӗртеттерсе: «Эй, ну, яра лар, ярапине хама пар» — тесе ташлама пуҫларӗ.

Еременко заказал «барыню» и начал старательно выбивать о пол своими коваными сапогами, приговаривая: «А барыня под кушак. А барыня шита-крыта…»

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чей ӗҫетпӗр, вӑл ман ҫине шӑтарас пек пӑхать, хама темле ырӑ мар пулса кайрӗ…

Пьем чай, а она так выразительно смотрит на меня, что мне изделалось даже неловко…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хама вӑрҫма тытӑнтӑм: мӗншӗн эпӗ ӑна сиввӗн ответлерӗм-ха? — тетӗп.

Стал я себя ругать: зря я ей так сурьезно ответил.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ хама мӑнаҫлӑ тыткалатӑп, тата ыйхи те килет…

Я держу себя гордо, а тут еще и спать сильно хочется…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Паян правленире куртӑм та сана, хама хам кӳрентӗм.

Сегодня я в правлении смотрел на тебя, и мне так стало обидно на себя.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халӗ ӗнтӗ сан ҫине пӑхатӑп та, уссӑрах юратрӑм эпӗ сана, тесе калатӑп хама хам.

И вот теперь смотрю на тебя и говорю сама себе: напрасно я тебя полюбила…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Тӗлӗнмелле, — шухӑшларӗ вӑл, — эпӗ чӑнах та Ирина умӗнче темшӗн айӑплӑ пек туятӑп хама».

«Забавно, — подумал он, — у меня такое самочувствие, точно я и в самом деле в чем виновен перед Ириной».

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ тахҫанах тӑнӑ, хама ҫуракан завода та кайса килме ӗлкӗртӗм.

— Я давно поднялся и уже на лесопилке побывал.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хама кура сӑлтавсем пур…

— Есть свои причины…

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Укҫи манӑн-ҫке — хама кирлӗ вӑхӑтра мана памалла ӑна.

Мои гроши — давай их мне, раз они мне требуются.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗнле — хама хам?

— Как это — сам?

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нимӗнле асар-писер улшӑнусем те ан пулччӑр, вырӑс юнӗ ан тӑкӑнтӑр; хамӑр ҫӗршывра пӗр-пӗрин хушшинчи вӑрҫӑ ан тухтӑр тесе, эпӗ хама кӳрентерни-тарӑхтарнисене йӑлтах манатӑп, пӗтӗм халӑх умӗнче Вӑхӑтлӑх правительствӑна чӗнсе калатӑп: килӗр ман пата ставкӑна, унта сирӗн ирӗкӗрпе хӑрушсӑрлӑха тӗкӗнес ҫукки ҫинчен эпе хамӑн тӗрӗс сӑмахӑмпа шантарса калатӑп.

Избегая всяких потрясений, предупреждая какое-либо пролитие русской крови, междоусобной брани и забывая все обиды и оскорбления, я перед лицом всего народа обращаюсь к Временному правительству и говорю: приезжайте ко мне в ставку, где свобода ваша и безопасность обеспечены моим честным словом.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавна май эпӗ хама верховнӑй главнокомандующи ӗҫӗнчен хӑтарнинчен вӗлерни лайӑх пулни ҫинчен пӗтӗм вырӑс халӑхне пӗлтерсе хуратӑп.

Я заявляю всему русскому народу, что предпочитаю смерть устранению меня от должности верховного главнокомандующего.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех