Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Крючков, унӑн пичӗ ҫинчи тирне чӗпӗтсе ҫӳлелле туртса, пакӑлтатма пуҫларӗ:

Крючков, в щепоть захватив кожу у него на шее, оттягивал ее, приговаривая:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурӑм хыҫӗнче сӑрт леш енчен хӗвел ҫӳлелле кармашать.

За спинами из-за холма вставало солнце.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юрӑ пуҫаруҫи аллинчи чӗлпӗре ҫӳлелле ҫӗклесе ваштах пӑрахрӗ те тротуарсем ҫине казаксене ӑсатма кӗпӗрленсе пухӑнса тӑнӑ хӗрарӑмсен ушкӑнӗ еннелле намӑссӑррӑн куҫ хӗссе илчӗ; унӑн ӗнтӗ йӗс тӗслӗ питҫӑмартийӗсем тӑрӑх хура мӑйӑхӗсем патне тар мар, йӳҫӗ эрӗм шӗвекӗ юхса анчӗ.

Запевала, наотлет занося, бросал поводья, цинично подмигивал в густые на тротуарах толпы провожавших казаков женщин, и по жженой бронзе его щек к черным усикам стекал горький полынный настой, а не пот.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳлелле пуҫа ҫӗклемелле мар.

Вверх не поднять головы.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман, нимӗн шарламасӑр, следователь пуҫӗ ҫийӗн ҫӳлелле пӑхса тӑрать.

Штокман молча смотрел выше следовательской головы.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑваткал площадь йӗри-тавра урапасен туртисем ҫӳлелле кармашӑнса тӑраҫҫӗ, лашасем ҫуйӑхашаҫҫӗ, тӗрлӗрен ҫынсем вӗркесе ҫӳреҫҫӗ; пушар сарайӗ аяккинче болгар-плантаторсем вӑрӑм лавкка речӗсем хушшине вырнаҫнӑ та пахча ҫимӗҫ таврашӗсемпе сутӑ тӑваҫҫӗ; вӗсем хыҫӗнче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пӗчӗк ачасем, тӑварса янӑ тӗвесем ҫине, пасар вырӑнӗ йӗри-тавралла куҫӗсене мӑнаҫлӑн вылянтарса сӑнаканскерсем ҫине пӑхса, кӗшӗлтетсе тӑраҫҫӗ тата хӗрлӗ кӑшӑллӑ картузсемпе, тӗслӗрен тӗслӗ хӗрарӑм тутӑрӗсемпе хутшӑнса арпашӑнса кайнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем каллӗ-маллӗ кумса ҫӳреҫҫӗ.

А на квадрате площади дыбились задранные оглобли повозок, визжали лошади, сновал разный народ; около пожарного сарая болгары-огородники торговали овощной снедью, разложенной на длинных ряднах, позади них кучились оравами ребятишки, глазея на распряженных верблюдов, надменно оглядывавших базарную площадь, и толпы народа, перекипавшие краснооколыми фуражками и цветастой россыпью бабьих платков.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пилӗк пӑт та ултӑ кӗрепенкке ҫурӑ, — ҫӳлелле ҫӗклентернӗ куҫхаршийӗсене усӑнтармасӑрах ответлерӗ кӑвак ҫӳҫлӗ тухтӑр.

— Пять пудов, шесть с половиной фунтов, — не опуская вздернутых бровей, ответил седой доктор.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑл апли апла, — килӗшрӗ Степан, аялтан ҫӳлелле Григорий пичӗ ҫине пӑхса.

— Это-то так, — согласился Степан, снизу вверх глядя Григорию в лицо.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куратӑн акӑ, — Степан хура аллаппийӗсене ҫӳлелле ҫавӑрса тӑсса кӑтартрӗ, — ҫӗр сухалатӑп, кама валли сухаланине пӗлместӗп.

Видишь вон, — Степан протянул руки черными ладонями вверх, — пашу, а сам не знаю на что.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вилес умӗн юлашки хут шӑлӗсене сайран шартлаттарса, чӗркуҫҫийӗ тӗлӗнчен пӗр пайӑрка кӑвак тӗкне тӑпӑлтарса кӑларнӑ кайри урине ҫӳлелле тӑратса выртакан кашкӑр ҫине тӗллесе кӑтартрӗ пан.

— Пан указал ногой на волка, в агонии редко клацавшего зубами, поднимавшего кверху выпрямленную заднюю ногу с бурым свалявшимся клоком шерсти на лодыжке.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка, пушӑ кӑшӑллӑ йӗмне ҫӳлелле турткаласа, куҫне хӗснӗ, путсӗррӗн кулкаланӑ.

Сашка поддергивал спадавшие портки, подмигивал, шельмовато улыбался.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑвӑрт пакӑлтатса кайрӗ Наталья, сӑмах вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта, ҫӳлелле ашшӗн ӗнтнӗ пек хӗрлӗ сухалӗ ҫине йӑлӑнса пӑхса.

— Часто залопотала Наталья, не договаривая концы слов, снизу моляще взглядывая в рыжую подпалину отцовской бороды.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич кӗсрене тӗпе-ҫилхинчен ярса тытрӗ те унӑн усӑнчӑк пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Мирон Григорьевич сжал в кулаке челку, потянул вверх опущенную голову кобылицы.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй мӗн тунине хӑй те пӗлмесӗр, лампине пӗрех ывӑтса ячӗ, стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне ярса илчӗ, хӗҫӗн аврине пӳрнисем кӑвакарса кайиччен чӑмӑртаса тытрӗ, унтан Аксинья манса хӑварнӑ сарӑ чечеклӗ кӑвак юбкӑна хӗҫ вӗҫӗпе ҫӗклесе ҫӳлелле ывӑтрӗ те, вӑл ҫӗре ӳкме ӗлкӗриччен хӗҫе сулса ярса, ӑна вӑта варринчен касса татрӗ.

Швырком кинул лампу, не отдавая себе ясного отчета в том, что делает, рванул со стены шашку, сжал эфес до черных отеков в пальцах, — подняв на конце шашки голубенькую, в палевых цветочках, позабытую Аксиньину кофтенку, подкинул ее кверху и на лету, коротким взмахом, разрубил пополам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорин ҫӳлелле ҫӗкленӗ алли ывӑнса ҫитрӗ, пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑшсем сӗрӗмленсе, ним йӗркесӗр ҫаврӑнаҫҫӗ.

Поднятая рука Григория затекала, в уме вразброд шла угарная возня мыслей.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, куҫне мӑчлаттарса, пӗр ури ҫинчен тепри ҫине пускаласа, ашшӗ ҫине аялтан ҫӳлелле пӑхса илчӗ.

— Петро, моргая, глядел на отца снизу вверх, переступая с ноги на ногу.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫаврӑнса пӑхрӗ; ҫапӑран пӗтӗрсе тунӑ унка ҫӳлелле ҫӗклесе хурса, пахча алӑкне уҫрӗ.

Оглянулась; скинув хворостинный кляч с устоя, открыла дверцы.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫирӗп те тулли кӗлеткине туртӑнтарнӑ симӗс кофта айӗнчен, айваннӑн та мӗскӗннӗн ик еннелле уйрӑлса ҫӳлелле ҫӗкленсе, хӗрачан пысӑках мар ҫирӗп кӑкӑрӗсем палӑраҫҫӗ.

Под зеленой кофточкой, охватившей плотный сбитень тела, наивно и жалко высовывались, поднимаясь вверх и врозь, небольшие девичье-каменные груди, пуговками торчали остренькие соски.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Яланах шукӑлӗн ҫӳлелле пӗтӗрсе янӑ сарӑ мӑйӑхӗсем унӑн халӗ хевтесӗррӗн аялалла усӑнса тӑраҫҫӗ.

Всегда лихо закрученные русые усы его квело свисали вниз.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӑйӗн телейлӗ, анчах та намӑслӑ пуҫне мӑнкӑмӑллӑн ҫӳлелле ҫӗклесе ҫӳрет.

А она гордо и высоко несла свою счастливую, но срамную голову.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех