Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳссе (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Епле ӳссе сарӑлчӗ чӑваш халӑхӗн культури!

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Культурӑллӑ революци туса ирттернӗ май, ҫӗршывра нациллӗ формӑсемпе пуян социализмлӑ культурӑ хӑватлӑн сарӑлса чечекленчӗ, кунпа нӗрлех халӑх хушшинче социализм тӑвас ӗҫе чун-чӗререн парӑннӑ ҫӗнӗ интеллигенци ӳссе ҫитӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пултарулӑх ӳссе пырӗ.

Творческие способности возрастут.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрнерен пирӗн садра дача ӳссе ларчӗ — юмахри кермен пек!

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

«Пирӗн ҫак сад кунсерен ӳссе аталаннишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Вӑл аслӑ ӑруран хамӑр тӗпренчӗксем валли хӑварнӑ тупра. «Туслӑх садне» ҫамрӑксем упраса хӑварасса тата ҫӗнӗ сывлӑш кӗртессе шанса тӑратӑп», — тет Анатолий Семенов.

Куҫарса пулӑш

Сад илемӗ чун-чӗрене тыткӑнлать // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Тухӑҫлӑх ӳссе пыни – халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса пыма витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

Тирпейленсе тухакан таварсен калӑпӑшӗ ӳссе пыни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать.

Куҫарса пулӑш

Денис Мантуровпа Олег Николаев Чӑваш Енӗн малашлӑх аталанӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/deni ... nn-malashl

Эпир ӳссе ҫитнӗ чух Самани пулчӗ пит тертлӗ…

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кунта, ҫич-сакӑр ҫул каялла каснӑ вӑрманта, пӗр пысӑк талккӑш ҫамрӑк юман, шӗшкӗ, улмуҫҫи, ҫӗмӗрт ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хурӑн ҫырли, ҫӗр ҫырли уҫланкӑ варринче мар — йывӑҫсен сулхӑнӗнче ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗви ӑшӑхланнӑ, хӑрах енӗпе, куҫ хӑрпӑкӗсем пек, калта калчи ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тен, вӑл Санька ӗмӗт-шухӑшӗнче ҫеҫ ҫавӑн пек ӳссе кайнӑ?

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Юрланӑ чух — вунтӑваттӑри ача пек мар, ӳссе ҫитнӗ йӗкӗт пек, юмахсенчи ҫамрӑк принц пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Халӗ ачисем ӳссе ҫитӗннӗ ӗнтӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Аталанать, вӑй илет, патвар ӳссе пырать пӗчӗк каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Пӗрисем, авӑ, кӳршӗре ӳссе ҫитӗннисемех мӑшӑрланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Чӑваш Енре ӳссе ҫитӗннӗ, пуҫласа спортпа кунта туслашнӑ 273 спортсмен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисене лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Спортпа туслӑ ҫынсен, ҫемьесен, ӗҫ коллективӗсен шучӗ ӳссе пынине те каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Ҫакӑн пек ҫӗрте ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ те ӗнтӗ вӗсем — ӗҫ паттӑрӗсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Ҫакна упрама тата аталантарса пыма пӗлеҫҫӗ «Дружба» колхозра, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван колхозпа ҫирӗп ҫыхса тӑма пултаракан питӗ те пысӑк вӑя упрама пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех