Шырав
Шырав ĕçĕ:
Игнат Савельевич арӑмӗ ҫине айккинчен ачашшӑн пӑха-пӑха илнӗ, сылтӑм аллипе картусне кӑшт сӗртӗнсе, хирӗҫ пулакан хресченсене пуҫ тайнӑ, — пӗрисене саламланӑ чухне аллине картус сӑмси патне илсе пынӑ, теприсене хисеплӗрех саламланӑ — картусне ҫӗкленӗ те, ӑна пӗр самант кукши тӗлӗнче тытса тӑрса, сайралса юлнӑ ҫӳҫӗсем ҫине пусса лартнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫитменнине, Пробатов хӑй те, ҫӳҫӗсем кӑвакарнӑ пулин те, писевлӗ хастар сӑн-пичӗпе, савӑнӑҫлӑ куллипе, вӑйлӑ аллисемпе, пӗтӗм тачкарах та килӗшӳллӗ кӗлеткипе питӗ сывӑ ҫын пек курӑнчӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн ҫуйкӑнла илемӗ ҫав-ҫавах упранса юлнӑ-ха, анчах кӗр еннелле сулӑннӑ пурнӑҫӗ питҫӑмартисене кӑштах шупкалатса ӗлкӗрнӗ, куҫ хупанкисене сарӑхтарнӑ, хура ҫӳҫӗсем хушшине эрешмен карти майлӑ сайра кӑвак пӗрчӗсем тире-тире хунӑ, куҫӗсене тӗссӗрлетнӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӑхать — ларкӑч ҫинче кучер вырӑнне — ҫамрӑк офицер, аллинче тилхепе пиҫиххи хушшинче саламат, пуҫне ӑшӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӳҫӗсем ҫил ҫинче мӑйӑх евӗр вӗлкӗшсе пыраҫҫӗ.
Пӑрӑнӑр! // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Умри ҫӳҫӗсем вирелле-и?
Сестрорецк заводӗнче // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Офицерсенчен нумайӑшӗ ҫамрӑк, хӑшӗсен ҫеҫ ҫӳҫӗсем тӑм ӳкнӗ пек шуралса чаларнӑ.В большинстве офицеры были молодые, лишь у нескольких инеем белела седина.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ӑшӑ шел тутӑрӗ хулпуҫҫи ҫине аннӑ, ҫӳҫӗсем сапаланнӑ, вӑл ҫӳҫне куҫӗсене кӗресрен аллипе пуҫтарчӗ.Теплая шаль сползла на плечи, волосы растрепались, она подбирала их рукой, чтобы не лезли в глаза.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Пансем ҫапӑҫаҫҫӗ, казаксен ҫӳҫӗсем тӑпӑлаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пусӑ тулли ҫын, лобогрейкӑсем ҫунаттисене пӑлтӑр-пӑлтӑр ҫавӑрса пыраҫҫӗ, вӗсене тӑватӑ лаша е мӑшӑр самӑр вӑкӑр кӳлнӗ, — хӑвалакансем е йӗнер ҫинче, е вӑкӑрсен йывӑҫ сӳсменӗ ҫинче ларса пыраҫҫӗ, унтах пӗр лаша кӳлнӗ урапа кайӑк йӑви пек курӑнса каять, ҫав йӑвара е трактор бригадин бригадирӗ, е участокри агроном ларать; лере ҫеҫенхир тӑрӑх ҫип ҫапнӑ пек тӑсӑлса вӑкӑр лавӗсем пыраҫҫӗ — урапа ещӗкӗсем ҫинче типӗ тырӑ йӑлтӑртатса выртать, ҫав тырӑ ҫинче ачасем лараҫҫӗ, ҫӳҫӗсем хӗвелпе шуралса кайнӑ, вӗсем вӑкӑрсене хӑваласа пыраҫҫӗ; тепӗр енче унталла та кунталла грузовиксем вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ, ҫил сирейми тусан ҫӗклеҫҫӗ, — вӑл вӑрҫӑри тӗтӗм карри пек курӑнать, ун айне пытанса пӗр дивизи ҫапӑҫӑва кӗме пултарнӑ пулӗччӗ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӑпӑш минтерсем ҫине аллисене сарса хурса, вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ, вара куҫне хупрӗ те, ҫав самантрах ӑна куҫкӗски умӗнче тӑракан Ирина курӑнчӗ: унӑн саланнӑ ҫӳҫӗсем ҫурӑмне шел тутӑр пек витнӗ, ҫӗкленнӗ чавси айӗнчен ачаш куҫӗсем йӑлтӑртатса пӑхаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пушӑ ҫивӗтленӗ ҫӳҫӗсем ҫамки ҫине пайӑркан-пайӑркан ӳкнӗ, хулпуҫҫийӗсем ҫине сапаланнӑ, ҫӳҫ пайӑркисем тӑрӑх ҫумӑр шывӗ тумлать.Слабо заплетенные волосы лежали на плечах, спадали на лоб, и с них ручейками стекала вода.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Темӗнле ҫӗнӗ, хӑйне пӑхӑнтаракан илемлӗхпе тытакан пулнӑ вӑл хӑй пуҫне, шултран ункӑланса выртакан мамӑк евӗр, ҫӳҫӗсем те куҫӗсем кӑна ӗлӗкхи пек тӑрса юлнӑ…
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Куҫӗсем те, пит ҫаврашки те, сӑмси те, ҫӳҫӗсем те Лизӑнни пекех.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вениамин пӑхӑр пек ӳтлӗ тӑмсайтарах йӗкӗт пулнӑ, унӑн ҫаврака пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫӗсем пачах та ҫӳҫ майлӑ мар, хура плюш пек пулнӑ.Был Вениамин придурковат, смугл, на круглой голове — не волосы, а черный плюш.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тутӑрӗ унӑн ҫурӑм хыҫнелле шуса кайрӗ, тураса якатнӑ хура тӳрӗ ҫӳҫӗсем шупка хӑлхисем ҫине усӑнса анчӗҫ.Платок ее сбился на спину, гладко причесанные черные прямые волосы свисали на бледные уши.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий, подпилкине вылятса, кантӑк умӗнче ларать, хӑйӗн ҫамки ҫинче хура ҫилхе пек пӑтрашса кайнӑ ҫӳҫӗсем сиккелесе тӑраҫҫӗ.Григорий сидел у окна, дергая напилком, на лбу его черной спутанной челкой прыгали волосы.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗве пуҫӗ хӗрринче ҫил ҫинчи кичем ҫӳҫӗсем пӗкӗрӗлсе лараҫҫӗ.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Типшӗм шӑмӑллӑ пулнӑ, уксахланӑ (ҫамрӑк чухне патша смотрӗнче юланутсем ӑмӑртса чупнӑ чух вӑл сулахай урине хуҫнӑ пулнӑ), сулахай хӑлхине ҫур уйӑх евӗрлӗ кӗмӗл алка ҫакса ҫӳренӗ; унӑн хура сухалӗпе ҫӳҫӗсем мӗн ватӑлса ҫитичченех шупкалман; ҫилленнӗ чухне вӑл хӑйне хӑй пӗлейми пуличченех хӗрсе кайнӑ иккен.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Акӑ вӑл хӑйӗн таса пӗлӗт пек пуҫне хускатрӗ; хуллен йӑлкӑшаҫҫӗ унӑн шупкарах кӑвак куҫӗсем; ҫӳҫӗсем, ҫутӑ-сӑрӑ тӗтре пек, хулпуҫҫийӗсем ҫинелле явӑнса анаҫҫӗ; тутисем хуллен хӗрелеҫҫӗ, ирхи таса шурӑ пӗлӗт витӗр аран ҫеҫ палӑракан шуҫӑм ҫутти сӑрхӑнса тухать тейӗн куҫхаршийӗсем майӗпен тӗксӗмленеҫҫӗ…
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сӑртсем ҫинче ларакан вӑрманӗсем те, — вӑрмансем мар: вӑрманти лапсӑркка пуҫлӑ ват асаттен ҫӳҫӗсем вӗсем.Те леса, что стоят на холмах, не леса: то волосы, поросшие на косматой голове лесного деда.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.