Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалана (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чунлӑ япалана пӑхнӑ пек пӑхатпӑр, эпӗ халӗ ачасем ҫинчен те ун чухлӗ шутламастӑп пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юратаҫҫӗ хӗрсем хитре япалана!

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, темле йывӑр япалана хулпуҫҫи ҫинчен антарнӑ пек, ассӑн сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман пырне темле йывӑр япала тулса пынине, куҫсене йӳҫек пуҫтарӑннине туйрӗ, пӗр вӑхӑт вӑл ҫак пыра ларнӑ япалана ҫӑтса ярасшӑн асапланакан ҫын пек турткалашса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне ҫавӑнтах тата пӗр кун упӑшки каласа панӑ мыскараллӑ япалана аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Такӑрлӑк патне ҫитсен, Липа Ятмана аса илчӗ те, тем ҫухатнӑ япалана ӑнсӑртран тупнӑ пек савӑнса, вӗсен ҫурчӗ патнелле хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, пӳртре манса юлакан япалана шыранӑ пек, унталла-кунталла куҫ хыпрӗ, ним илме аптранипе кӑмака хыҫӗнчи кивӗ шӑпӑрне ярса тытса, алӑкран тухма тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрҫӑра унта тепӗр чухне мӗнпур япалана машинӑпа турттарса тӑма ҫук.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫакӑн пек сӗтӗрӗнсе ан ҫӳре, ҫынсем тахҫанах пӗлекен япалана ан вӗрент.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна итленӗ май вара ҫынсем те Мускав варринчи авалхи Кремле, Хӗрлӗ площадьри юрпа витӗннӗ чӑрӑшсене тата вӗсен ҫывӑхӗнчи Ленин мавзолейне, аслӑ хула витӗр ҫӗрӗн-кунӗн ҫарсем иртнине — тата нумай-нумай япалана кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӑсӑлнӑ япалана ҫийӗнчех юсас пулать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман икӗ ҫула яхӑн курман тыр пуссисене, улӑха, ҫывӑхри мӗнпур япалана тинкерсе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ вӑрҫмарӗ, чӑн япалана хӑех йышӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫа хупсан та палласа илетӗп хам тунӑ япалана.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр япалана ҫеҫ ӑнланмасть Тукай тахҫантанпа: мӗншӗн юри вӑрҫтарма юратать Булат Ширин Ту енчи мӑрсасене, мӗн тума кирлӗ ӑна вӗсем пӗр-пӗринпе вӑрҫса, харкашса пурӑнни?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курман, пӗлмест ун пек япалана Тукай мӑрса.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫын турӑран хӑйне валли ырлӑх ҫеҫ мар, хурлӑх та ыйтса илет, вӑл ҫӗр ҫинче таса япалана ҫеҫ мар, тем тӗрлӗ йӗрӗнчӗке те пырса сӗртӗнет тенӗ-и?

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юсава панӑ япалана хӑвӑрӑн ӗҫлесе ҫитермелле пулӗ.

Вещь, отнесенная в ремонт, потребует новой доработки.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗншӗн тата паянах ача илес текен теттене, конфета, япалана илме ҫук?

Куҫарса пулӑш

Укҫа хакне пӗчӗкренех вӗренеҫҫӗ // Вера МОРОЗОВА. http://alikovopress.ru/ukca-xaknee.html

Аслисенчен кашниех суту-илӳ ҫуртӗнче вӑл е ку ача пӗр-пӗр япалана туянассишӗн йӗрмӗшнине асӑрханах-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Укҫа хакне пӗчӗкренех вӗренеҫҫӗ // Вера МОРОЗОВА. http://alikovopress.ru/ukca-xaknee.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех