Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑл сăмах пирĕн базăра пур.
шӑл (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Качтаки» таҫта тӑлтти-талттиех сиксе-яшлатса хӑпарасшӑн пулнӑ курӑнать, — самантрах шӑл йӗме пӑхрӗ шалтан иккӗмӗш Пурис.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр сулахай ал тӳрчӗ тӑрӑх йӑпӑртатакан ҫӗрурана (кун та ыйхи вӗҫнӗ-ши?) силлесе вӑнк аяккалла ывӑтса ячӗ, вара кӑвайт вучӗ «шӑл витеймен», мӑкӑрланакан ҫунӑксене, вутпуҫҫисене, кӑвар сӗлкӗшне турчӑкалатнӑ алли-урипе пӗр ҫӗре пуҫтарса, урипе таптаса сӳнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑмпаҫӑ вут «шӑл витеймен» ҫунӑксене, урипе пуҫтарса, вучах варрине тӗртсе купаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитсен, вӑл пӗр авӑк студент-йӑтмарҫа авӑк куҫӗпе ҫунтарса тӑчӗ, сивӗ тара ӳкрӗ, анчах хӑй сас кӑларма мар, шӑл шурри те кӑтартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Стенасен лаптӑкӑшӗпех — шкулпа сывпуллашакансене пурнӑҫра телейлӗ ҫул сунса ҫырнӑ лозунгсемпе плакатсем (вӗсен хушшинче тӗне хирӗҫлесе «шӑл йӗрекеннисем» те), ӑслӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе афоризмсем, кӑҫал ҫак вӑтам шкултан вӗренсе тухакансен сӑнӳкерчӗксен стендчӗ, паллӑ ученӑйсемпе писательсен портречӗсем тата ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Самаях ӑшне кантармаллаччӗ те, анчах шывӗ ҫумӑр шывӗпе хутӑшскер пулчӗ пулас: ни сӗлтӗ пек ҫемҫе мар, ни хытӑ мар, шӑл айӗнче йӑлхи те, тӑмӗ те кӑчӑр-кӑчӑр турӗ, ҫӑвара шыв хӑлти те, шыв кӑпшанкисем те лекрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

☀️ Хаяр ҫын ҫине шӑл хӑйраҫҫӗ, йӑваш ҫын ҫине чулпа переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

— Кампа ҫӳремеллине те санран ыйтмалла-им манӑн? — терӗ те вӑл шӑл витӗр, пӳлӗмрен тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Вӗҫтер, вӗҫтер кунтан, чӑрмантарса ан ҫӳре, виҫҫӗмӗшӗ ытлашши тенине илтмен-им эсӗ? — кулараххӑн калама тӑрӑшрӗ Иван, анчах сӑмаххисем унӑн шӑл хушшипе сӑрхӑнса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эсӗ шӑл йӗрсе тӑма ҫав тери ӑста иккен, ӗҫре те ҫавӑн пек хӗрӳлӗх пулсан пит аван пулмалла та, — каласа пӗтерме памарӗ Владимир Сергеевич качча, — эсир, юлташсем, вӑхӑта усӑсӑр ирттерсе ан тӑрӑр, ӗҫлес пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Акӑ, ме-ха, панулми ҫи, питӗ тутлӑ, шӑпах сана валли шӑл ҫемми, ҫемҫе.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Василий Петрович Зоя сӑмаххи айне пулас мар терӗ пулмалла, ҫаплах шӑл йӗрсе тӑракан хӗрарӑма хӑйне хӑвалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шеллес вырӑнне эсир шӑл йӗрсе тӑратӑр, тен, ман ал-ура хуҫӑлнӑ, тен, кӗлетке-ҫурӑм аманнӑ, — алли-урине вӑльть-вальть выляткаласа илчӗ Толя.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ну, ну, хуллентерех эсӗ, — аран-аран ҫиллине чарса шӑл витӗр каларӗ зоотехник.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шӑл тухтӑрӗсем Чӗмпӗре кайнӑ.

Специалисты отправились в Ульяновск.

Салтаксен шӑлне юсанӑ тухтӑрсене чысланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34246.html

— Аха! — шӑл витӗр каларӗ вӑл, хӑй вырӑнне кайса ларса.

— Ага! — процедил он, усаживаясь на место.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Маларах шӑл пулнӑ вырӑна чӗлхе вӗҫӗпе хыпашланӑ май, Капаклы вӗсемпе калаҫма тытӑнчӗ.

Ощупывая языком место, где прежде был зуб, Капаклы ответил:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑй тахҫанах шухӑшласа тупнӑ хурҫӑ шӑл ҫӑрана татах та лайӑхлатма кирлӗ.

Давно придуманный им зубец должен был усовершенствовать замок.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Питӗркӗҫе хурҫӑ шӑл сыхласа тӑрать, шӑп хӑйне юракан уҫӑсӑр ӑна никам та уҫаймасть!

На страже стоит зубец затвора!

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шӑл пекки пулать кунта!

Зубец…

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех