Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑл сăмах пирĕн базăра пур.
шӑл (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е Лашманов ҫине, е Пруткинпа Григориу еннелле куҫне хушӑран сиввӗн ҫавӑркаласа, шӑл шуррине те кӑтартмасӑр ларчӗ вӑл ку таранчченех.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ыттисем те шӑл шурри кӑтартмарӗҫ вӗсем пирки, — обком секретарӗ сӑмахне вӗҫлесе хӑйӗн вырӑнне кӗрсе ларнӑ вӑхӑтра илтӗнчӗ халӑх хушшинчен.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аллисене брюки кӗсйине чиксе тӑрать, хӑйӗн ҫине те пӑха-пӑха илет, тӑрсан-тӑрсан, пуҫне ҫул айккинелле пӑрса, шӑл хушшипе чӑрт! сурать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Тайӑлта-ар савӑтна, тайӑлта-ар, — шӑл витӗр сӑрхӑнтарчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Тимӗр пек, нимӗнле шӗкӗ те шӑл витереес ҫук турранкилешшӗсене.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ассӑн сывларӗ те шӑл витер сӑрхӑнтарчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Йӑлӑмри ҫырма-ҫатрара ирӗлсе пӗтме ӗлкӗреймен юр шӑл йӗрет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑл.

Зуб.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Вӗсем шӑл щеткипе тазик выляса илчӗҫ.

Они выиграли зубную щетку и тазик для бани.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Шӑл шаклаттарса хӗрӳллӗн чуптуни вӑй кӗртет тет.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑра барӗ умӗнче вӑл ӑста шӑл йӗрнӗ авӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Виҫҫӗмӗшӗ шӑл йӗрнӗ:

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Союзран килнӗ ҫын шӑл йӗрсе тӑрать!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Салтаванов шӑл йӗрме пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗл пулсан сывлӑх сунаҫҫӗ, ун-кун ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах шӑл витӗр темелле.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов тасарах, типӗрех вырӑн шыра-шыра анаталла вӑтанарах утрӗ: кашни пӳрт чӳречинченех ун ҫине кам та пулин пӑхать пек, кашниех ҫапларах шӑл йӗрет пек:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку туйӑм пирки статья авторӗсем ак еплерех шӑл йӗреҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Акӑ мӗн, хисеплӗ писатель, — шӑл йӗрчӗ вӑл, — Хӗвекле аппа саншӑн кинеми мар, инке, мӗншӗн тесен вӑл сан аннӳрен ҫамрӑкрах хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн мана вӑл тӳсме пултараймасть: «Сана ҫӗр мар, ҫӑхав таврашӗ ҫырма авторучка туянса памалла!» — ав еплерех шӑл йӗрет.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Арлашкинпа Аксанов вара шӑл йӗрме пӑхаҫҫӗ: «Ҫӗр парсан эс ӑна икӗ-виҫӗ ҫултан сутса ӗҫсе ямӑн-и?» — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех