Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлӗм сăмах пирĕн базăра пур.
чӗлӗм (тĕпĕ: чӗлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах правленинче лампа та сӳнчӗ, урамра унта та кунта чӗлӗм тивертме ҫутнӑ шӑрпӑк ҫутисем курӑна-курӑна кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӗлӗк лашасем ҫӑмарта пекчӗ, ши! шӑхӑраттӑмӑр та ҫын пӗрре чӗлӗм туртнӑ ҫӗре пристане персе ҫитеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре чӗлӗм туртса ларнӑ вӑхӑтсенчен пӗринче Ваҫук Людмилӑ патне кайрӗ те каялла пырсан хӑйсен хушшинче пулнӑ калаҫӑва пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӗлӗм туртма вӗренменни сана капла йывӑра килет, — терӗ пӗррехинче ӑна Сехре.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ ӗнтӗ вӑл Сехре чӗлӗм туртнӑ хушӑра та унчченхи пек тунката ҫинче канса лармасть, пуртӑпа туратсене иртме васкать.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре васкамасӑр чӗлӗм туртать, Кӗтерне пански ҫыхса ларать.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр ҫын ҫавӑн пек куҫпа сулхӑнра ҫеҫ чӗлӗм туртса, такама вӑрҫса лармалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрле чӗлӗм чӗртме те вите е кӗлет умне тарҫӑсем патне тухас пулать.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тамбуртан кӗрсенех Эльгеева чӗлӗм тӗтӗмӗ пӳлӗнтерчӗ, хӑнӑхиччен чылай ӳсӗрттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Утӑ ҫинче чӗлӗм туртнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫта пулнӑ эс, ҫӗр ҫӑтман чӗлӗм пуҫ!

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗкӗте, кун каҫа ӗҫлесе ывӑннӑскер, пӗр авра чӗлӗм туртнӑ хыҫҫӑн часах ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Профессорпа калаҫас тетӗр пулсан, эсир, юлташсем, малтан ҫӗлӗкӗрсене хывӑр тата чӗлӗм туртма пӑрахӑр е… аудиторинчен тасалӑр, — сасӑ хӑпартмасӑрах витӗмлӗн асӑрхаттарчӗ Гордягин.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӑттине ҫисе пӗтернӗ хыҫҫӑн чӗлӗм чӗртсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑшӗ чӗлӗм, хӑшӗ чикарккӑ мӑкӑрлантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн килтисем пурте чӗлӗм туртаҫҫӗ, — ӳсӗре-ӳсӗре хӑрӑлтатрӗ Данилов.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш, чӗлӗм туртма хӑнӑхманскер, час-часах лав ҫинчен анса чупкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗлӗм туртма юратакансем коридорта кукленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Костя, эс ыран чӗлӗм тупса кил, вӑрӑм авӑрлине, — хушрӗ Максимов-Кошкинский.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуҫӗсем те тӗрӗс-тӗкелех, ҫемйисем те савӑнӗҫ, кӗтсе илӗҫ тӑванӗсене вӑрҫӑ пӗтсен, — текелесе чӗлӗм чӗртсе ячӗ Карпов.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех