Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлӗм сăмах пирĕн базăра пур.
чӗлӗм (тĕпĕ: чӗлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн уҫӑ чӳречинчен чӗлӗм тӗтӗмӗ мӑкӑрланса тухать, пӳртре темиҫе ҫын ахӑлтатса кулни, ӳсӗрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эсӗ, Микула, пӗрех хут «Чӗлӗм» ятлӑ сӑввуна вуласа пар пире!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпир чӗлӗм туртса ятӑмӑр та каллех тӑрса утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӗлӗк эпӗ пӗрмай чӗлӗм, ҫӗҫӗ туса Выл пасарӗнче сутаттӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ тухса чӗлӗм туртам-ха.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чылайӑшӗ чӗлӗм е чикарккӑ мӑкӑрлантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккур чӗлӗм тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ сайра шӑлӗсене шӑтӑртаттарса илчӗ, сылтӑм чышкине чӑмӑртарӗ, Озеров умнех пырса тӑрса, кашкӑрӑнни пек ҫунакан куҫӗсене ун ҫине тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паян, ав, ҫав ҫынсемех пуҫӗсене уснӑ та пӗр-пӗрне сӑмах хушмасӑр чӗлӗм мӑкӑрлантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр чӗлӗм мӑкӑрлантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӗлӗм тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ шӑлӗсем пӗр-пӗрин ҫине перӗнсе чуна ҫӳҫентерекен сасӑ кӑлараҫҫӗ: шак-шак-шак!

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытла та ҫӑвар тути пек туйӑнать пуль ҫав ӑна чӗлӗм йӳҫҫи.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗлӗнмелле этем вӑл: пӗр пушӑ минут пултӑр — ҫынсем канма лараҫҫӗ-и, чӗлӗм туртаҫҫӗ-и — вӑл наччас кукленсе ларать, ҫӗлӗкне ҫамки ҫине пусарать, тепӗр самантранах пуҫӗ лӑнк та лӑнк! каять, кӗҫех харлаттарма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Темшӗн виҫӗм ҫул мана тӑван кӗтес тин ҫеҫ туртма пӑрахнӑ ҫыннӑнне чӗлӗм тӗтӗмӗ пуҫ ҫавӑрнӑ пек ҫавӑра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Чӗлӗм чӑпӑкне ҫыртакан пӗччен шӑлӗ те халӗ курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне аттен сӑхман кӗсйине табак кушелккипе чӗлӗм чикрӗ, пуҫӗ айне катӑк ҫӗҫӗ, шӗшлӗ, пушӑт татӑкӗ хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Паҫӑрхи хутаҫҫа анне, Иван пичче валли те пултӑр тесе, сухан та, ҫӑкӑр та ытларах чикрӗ, пиҫнӗ ҫӗрулми, кушелккепе табак, чӗлӗм хучӗ, вара хутаҫҫа ҫыхса мана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, ҫӳлти сарайне хӑпарса, атте вырӑнӗ ҫинчен чӗлӗм, табак илсе антӑм.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Аттене апат тата табакпа чӗлӗм леҫес пулать, — терӗ пичче, каткари шывпа ҫӑвӑнма пахчаналла утса.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пусӑ хапхи патӗнче чарӑнса тӑчӗҫ, чӗлӗм чӗртме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫинче чӗлӗм мӑкӑрлантарса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех