Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

такам сăмах пирĕн базăра пур.
такам (тĕпĕ: такам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асар-писер тӑман талӑкӗпе вӗҫтернӗ чух урамсене хырса-тасатса ӗлкӗрме йывӑррине такам та ӑнланать.

Все понимают, когда целыми сутками на улице метель, возникают трудности уборкой снега.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Ҫӳлтен такам ятарласа силленӗ пек юр ҫӑвать, кусем вара хайхи шӑратнӑ асфальта сӗреҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, мана хыҫалтан такам яп ыталаса илчӗ, нӑйкӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Такам мурӗ кунсеренех пӑралуксене тата-тата ярать.

Куҫарса пулӑш

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

Тӗпел кукринче такам кӑштӑртатнине илтсен эпир малалла иртрӗмӗр те хыпалансах тем ҫӑвакан Кӗтерне аппана асӑрхарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Ҫав вӑхӑтра такам лӗх-лӗх кулни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.

Таҫта такам: — Вова-а, — тесе кӑшкӑрнӑ пек те илтӗнчӗ ачана.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кушак кайӑкӗсемпе аппаланса хӑйне такам питрен ҫине-ҫинех япӑлт-япӑлт тутарнине те ача йӗркеллӗн сиссе юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӑйне такам ҫӗҫӗпе чикнӗ пек:

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Тӑрат! — кӑшкӑрать такам.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Унччен те пулмасть, такам ури лексе савӑт ӳпӗнет те пӗтӗм пулӑ шыва сапӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Астумастӑп, такам вӑл.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсем такам тем каласса итлеме хатӗрленнӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Такам тӗрткеленипе вӑранать Вихтӗр.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсем такам тем каласса итлеме хатӗрленнӗ тейӗн: пӗр ҫулҫӑ та хускалмасть.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ун хыҫӗнчен шывран такам тухма пултарӗ тесе шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫӑва ҫинче вӑл хӑйне тӗлӗкри пек туйрӗ, хӑйӗнне мар, такам урӑххипе пулса иртет пек пӗтӗмпех.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тиев йывӑр пулчӗ, такам тӑрӑшсах пустарса ҫыхса хунӑ пулмалла купана.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Шанкӑ купине такам тачка вӗренпе ҫыхса хатӗрлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫав шыҫмак сӑн-питлӗ Теней такам ҫемйине те аркатма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех