Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврари сăмах пирĕн базăра пур.
таврари (тĕпĕ: таврари) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах каҫ енне таврари пӗтӗм курак вӗсен пӳрчӗ ҫийӗн явӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ку вӑл таврари лару-тӑруран килет.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Пӗтӗм ял кӑна мар, пӗтӗм таврари ялсенчен туй арӑмӗсем, туй ачисем, туй куракансем пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫак таврари яш-кӗрӗм ялан тенӗ пекех Чӑваш Сурӑм пуххи тӗлӗнче авланать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Анчах пӗчӗк Сурӑмпуҫ ялӗ ҫулсеренех ку таврари хӑйӗнчен улт-ҫич хут пысӑк ялсенчен те ытларах хӗр парать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ялӗнче ҫирӗм ултӑ кил ҫеҫ пулин те, таврари хӗрсем «Сурӑмпуҫне» тесен, ӗлӗкренех хапӑл тусах качча пынӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫак таврари ялсенчен Сурӑмпуҫӗ уйрӑмах илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫак таврари ял ячӗсене кунтан пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫухрӑм аякра В. — касси, Й. — касси тесе асӑнсан — нумайӑшӗ пӗлмест те.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Эпӗ – ку вӑрманӑн тата таврари ҫӗрсен асамӗ.

Я дух этого леса и земель.

Ылтӑн пулӑ ҫинчен юмахри пекех // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/354

Таврари хурҫӑ кӗвӗ ытла та тикӗссӗн, килӗшӳллӗн, пӗр харӑссӑн илтӗннӗрен ҫапла туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Кунсӑр пуҫне таврари территорие хӑтлӑх кӗртӗҫ.

Кроме того, будет проведено благоустройство близлежащей территории.

Улатӑр районӗнчи самолет-палӑка 1 миллионпа ҫӗнетӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35099.html

Вӑл таврари ӑста платниксенчен пӗриччӗ, мӗнле те пулин ҫурт тумалла пулсан ӑна ӗҫе чӗнме ҫичӗ-сакӑр ҫухрӑмри ялсенчен те час-часах пыратчӗҫ: алли ылтӑнахчӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кивҫурт Енӗш ялӗнче пурӑнакан Васильевсем вара таврари ҫынсене чӑх-чӗп сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт аталанма майсем уҫса парать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60766

Пурте пӗлеҫҫӗ: вӑл таврари чи чаплӑ сунарҫӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ачисем ҫӑкӑршӑн йӗрсе аптратнинчен тарӑхса, Ваҫҫукӑн ашшӗ унӑн мӗн пур ҫемйине йӑлтах хутаҫ ҫактарса таврари ялсем тӑрӑх ыйткалама кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Шуртан таврари ялсем те поэмӑра тӗл пулаҫҫӗ: Андриян Николаев ҫуралнӑ Шуршӑл та, инҫех мар ларакан Макаҫ, Тутаркасси:

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Алексей Васильевич тӑрӑшнипех таврари ялсенче 8 шкул уҫнӑ, Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче чӑвашла кӗнекесен лавкки ӗҫлеме пуҫланӑ, унта православи кӗнекисене сутнӑ, нумайӑшне тӳлевсӗр салатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Таврари ҫынсен те хӑйсен интересӗсем, чылай чухне вӗсем сирӗнни пек мар.

Да и люди вокруг имеют свои интересы, и они нередко расходятся с вашими.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑрӑн шухӑша улӑштара килменни, хирӗҫле кӑмӑл-туйӑм таврари ҫынсемпе харкаштарма пултараҫҫӗ.

Нежелание менять свою точку зрения, противоречивый характер могут привести к мелким ссорам с вашим окружением.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кунти эрех савӑтне таврари чӑвашсемпе вырӑссем улпутсемпе халӑх ӗнси ҫинче пурнакан харампырсене илсе килсе хупса хунӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех