Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврари сăмах пирĕн базăра пур.
таврари (тĕпĕ: таврари) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таврари пӗртен-пӗр шыв арман хуҫи патӗнче ҫын сахал пулать-и вара?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таврари тусем, вӑрмансем, ҫырмасем хӑйсен чӗлхипе ҫавӑн ҫинчен калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тулаш енчен хӑмӑр хӑма ҫапнӑскер, таврари ытти ҫуртсенчен уйрӑм ларнипе ҫеҫ палӑрса тӑрать темелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Крючниксен чи хӗрӳ ӗҫ тапхӑрӗ пулнипе, вӗсем яланхи пекех таврари ҫынсене юплемерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха патне таврари чӑвашсем ҫеҫ мар, ҫармӑссемпе тутарсем те ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ку таранччен хӑйне хӑй хӑрушӑ тӗлӗкри пекех туйса пычӗ, таврари ҫынсем тамӑкран тухса килнӗ усалсем пек курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫук, Энӗшкасси ҫеҫ мар, таврари пӗтӗм ялсем!

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра ҫурхи илемпе савӑнаканскер, хӑйне евӗр миллионшар чухӑнсемпе танах килӗнчен нуша хӑваласа тухнӑскер, таврари илеме курмасӑр, илтмесӗр пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Таврари ҫынсемпе, ӗҫре те, килте те, хирӗҫӳ, тавлашуллӑ самантсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Со всеми окружающими людьми на работе или дома могут возникнуть конфликты и спорные ситуации.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ачасем ку шкула саларисемсӗр пуҫне таврари вун пӗр ялтан ҫӳреҫҫӗ: такама, темле пулӑма сӳтсе явмалли пайтах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Юрланӑ чухне таврари ялсенчи хӗрсенчен Ларисӑна ҫитекенни ҫук тесен те йӑнӑш мар.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Нимӗҫ танкӗ айне пулса чӗрӗ тӑрса юлнӑ чӑваша таврари нумай-нумай ялта пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хӗрлӗ чечеклӗ тутӑрлӑ, хура тумтирлӗ хӗрарӑм, Атӑл анлӑшӗпе, таврари илемлӗхпе киленсе тӑнӑ ҫӗртен ыйхӑран вӑраннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫавӑн пекех арихипелагра ҫынсем пурӑнман Ильяш-Дезерташӑн тата таврари ытти пӗчӗк утравсемпе чуллӑ сӑртсем шутланаҫҫӗ.

группы пустынных ненаселённых островов Ильяш-Дезерташ и других окружающих островков и скал.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Унта хамӑр таврари вӑрманпа мӗнле усӑ курмаллине, ӑна епле майпа лайӑхрах сыхласа хӑвармаллине тӗплӗн шухӑшласа-шутласа ҫырса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Таврари вӑрман ахаль те кӗсен ҫинӗ пуҫ пек тӑрса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Концерта поселокран ҫеҫ мар, таврари ялсенчен те йышлӑн пуҫтарӑнса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Патак Палюкӗ текен вӑрӑ-хурах пуян ачисенчен, таркӑн салтаксенчен, ӗҫлемесӗр пурӑнма хӑнӑхнӑ ӑҫтиҫуксенчен пухнӑ ушкӑн таврари ялсене чӑтлӑх вӑрмантан сиксе туха-туха тапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хула хӑй таврашӗнчи ҫӗрсене вӑйлӑ витӗм кӳнӗ, таврари йышлӑ вырӑнти калаҫусене пӗр евӗрлӗ тума пулӑшнӑ.

Город оказывал сильное влияние на окружающие его земли и содействовал приведению в единообразие существовавшие в округе диалекты.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Тӑлӑха юлнӑ атӑҫӑ, вӑлах таврари паллӑ чӗн ӑсти, мӗн ачаранпах хӑлхасӑр пулин те, юрӑ кӗввине сӗре юратать.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех