Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврари сăмах пирĕн базăра пур.
таврари (тĕпĕ: таврари) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑй сӑмахне тытнӑ: Ростовра допрос тунӑ чух Седой-Никольский полковникпе Казанцев ротмистр ҫинчен каласа панӑ, астунӑ тӑрӑх Шырланпуҫри тата таврари хуторсенчи хӑй организацийӗнче тӑнӑ пур ҫынсен ятне те пӗлтернӗ.

Он сдержал слово: на допросах в Ростове выдал полковника Седого-Никольского, ротмистра Казанцева, по памяти перечислил всех, кто входил в его организацию в Гремячем Логу и окрестных хуторах.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑш мамӑкӗ пек ҫеп-ҫемҫе ҫӗнӗ юрпа витӗннӗ таврари чӗмсӗр пушӑ ҫӗр тӗмисем йӑлтӑртатса курӑнаҫҫӗ.

Искрятся пустынные окрестные бугры, осыпанные лебяжьим пухом молодого снега.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара пирӗн питӗ хытӑ тӑрӑшса, хамӑр таврари колхозсенчен лайӑхрах ӗҫлеме тивет.

Тогда нам надо будет очень сильно постараться и работать лучше соседних колхозов.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ман таврари ҫынсем аллисене чара-чара пӑрахнӑ.

Странно раскинув руки, люди лежали вокруг меня.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырма варрипе, таврари пӑр катӑкӗсен хушшине хӗсӗнсе, пӗр пысӑк лаптӑк пӑр, хӑй тавра вӑраххӑн ҫаврӑнса юхать.

Среди реки, спираемое другими глыбами, медленно вращаясь, плыло ледовое поле.

29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку лавккана таврари ялсенчен те йышлӑн ҫӳреҫҫӗ.

В этот магазин немало ходят и из близлежащих деревень.

Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех