Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

стена сăмах пирĕн базăра пур.
стена (тĕпĕ: стена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурӑ стена ҫине халь питӗ ҫывӑх, палланӑ хунав вӑрман мӗлкийӗ ӳкет, ҫакӑ вӑл — Шӑпчӑксен катийӗн мӗлки.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Дирижер сылтӑм аллине ҫӗклесен, стена ҫинчи виҫӗ мӗлке те аллисене ҫӗклеҫҫӗ, хӗрарӑмсен хорӗ вара кӑшт кӑна сисӗнмелле сывлӑш ҫӑтса илни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Айккинчисем, стена авӑнчӑк пулнипе, хӑяккӑнтарах курӑнаҫҫӗ, ҫакна сцена майлаштаракансем питӗ кӑмӑла килмелле тунӑ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мосальский, ҫак сӑмахсенчен хӑраса, ҫаплах стена ҫумӗнче хӗсӗнсе, чӑмӑртанса ларчӗ, юлашкинчен вӑл сасартӑк вӑй пухрӗ те, хӑйӗн шикленӗвне пӗтӗмпех айккине сирсе, ҫав сӑмахсене хирӗҫ ура ҫине хӑюллӑн тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫак ыйтусем ытла та вирхӗнсе пынипе, Мосальский стена ҫумнерех хӗсӗнсе, туртӑнса ларчӗ, унӑн ҫамки ҫине вӗтӗ тар тапса тухрӗ, куҫӗсем кас-кас хӗмленсе-ҫунса илчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Шкулта вӑл яланах лайӑх вӗреннӗ, аслӑ пионервожатӑй, стена хаҫачӗн редакторӗ тата ялкор пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӑл, урисемпе стена ҫумне тапса, ҫурӑмӗпе алӑка тытса тӑнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӗсене стена ӑшне кӗртсе лартман вӗт!

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл, патвар ҫурӑмлӑскер, урапана ампар алӑкӗ умне тӑратрӗ те тулли михӗсене, ҫӑтӑр та ҫатӑр ытамласа ампаралла ывтӑнтарчӗ, стена ҫумне тӑрата-тӑрата лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрарӑмсем кӗрекере саркаланса лараҫҫӗ, арҫынсем стена ҫумӗнчи вӑрӑм тенкел ҫине хӗсӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Стена ҫумӗнчи вӑрӑм сак ҫине ларсан эпӗ алсише юнашар хурасшӑн пултӑм та — ман алла темскер йӑштах тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ сывлӑх сунма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ — стена ҫумӗнчи кивӗ сехетӗн пӗчӗк алӑкӗ чӑнклатса уҫӑлчӗ те, унта куккук курӑнчӗ, ҫӑварне ҫурӑлас пек карса ултӑ хутчен авӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Стена ҫумӗнчи тӗкӗр умӗнче ҫаврӑнкаланӑ хыҫҫӑн вӑл сӗтел хушшине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пирӗн хушӑра решетке ҫеҫ мар, тимӗр бетон стена тейӗн: пӗр-пӗрин патне ниепле те ҫывхараймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Салтаксем хӑйне ярсассӑн вӑл, юлашки вӑйне пухрӗ те, стена ҫумне тӗрӗнсе, ури ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрать-ха, ҫав хушӑра ун хыҫӗнче, стена ҫумӗнче, хӑяккӑн, урисене куклетсе ҫывӑракан ачана курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл стена ҫинчен пӗр укҫуне илчӗ, унтан ҫӗмрен туртса, кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

1937 ҫулта комсомола кӗнӗ, ушкӑнӑн комсоргӗнче, стена хаҫачӗн редакторӗнче ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Пӗр кирпӗч катӑлса ӳкрӗ, тепри, хӑлтӑр-халтӑр турӗ те, стена йӑтӑнчӗ те анчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Урайӗнче палас, чӳречисене чӗнтӗрсем карнӑ, стена ҫинче сехет.

Куҫарса пулӑш

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех