Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиссе (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Никамӑн та ниҫта та тухса ҫӳреме юраман, пире никам та сиссе юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

Хӑҫан вӑл тухса шурӗ алӑкран — сиссе те юлаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Нумай ӗҫленипе ҫемьери улшӑнусене те сиссе юлаймастӑр.

Из-за сильной занятости вы можете пропустить важные изменения в собственной семье.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑр та сиссе юлаймастӑр – юрату виҫкӗтеслӗхне лекетӗр.

Сами того не желая, вы можете оказаться в любовном треугольнике.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Нумай ҫулсем иртсен мӗн пулассине сиссе хан ҫапла каланӑ: Хӑҫан та пулин пирӗн хулапа пирӗн ханлӑха эпир йытӑ вырӑнне хуракан ҫынсем тытса илӗҫ тенӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утсем малалла анаталла анассине сиссе ямшӑксем хистемесӗрех хытӑрах кайма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ку ҫын тахҫан ӗлӗк тутарсем патӗнче тыткӑнра пулнине сиссе хӑйне тискеррӗн асаплантарасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрле ҫӑлтӑрсем тухсан Ремис та тӗлӗрсе кайнӑччӗ, Сарпике тӑнине сиссе юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пулса иртнине инҫех мар тӑракан нукерсем те сиссе юлаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл сиссе те ӗлкӗреймерӗ хӑйне мӗн пулнине.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шухӑша кайнӑ Аспар сиссе ӗлкӗреймерӗ мӗнле ун патне хуралта тӑракан тутар ҫар ҫыннисем ҫывӑха пырса тӑнине.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл сиссе юличчен ӗнсинчен ҫапрӗ пӗтӗм вӑйӗпе.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫакна П. Н. Осипов сиссе илнӗ те хӑйӗн геройӗсене ҫапла сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Павӑл туртӑнса тӑнине сиссе, Литвинов кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Аппа, ҫӑнӑх илме мана укҫа та парса ячӗҫ… — ҫӗр пин тенкӗлӗх хут укҫа пама тӑчӗ ӑна Павлуш, анчах аппӑшӗ кӳреннине сиссе, каялла чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем, ав, мӑкаҫи кӗлечӗ уйра ларать, большевиксем тырра тиесе кайнине те сиссе юлаймӑпӑр теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл сиссе те юлмарӗ — сӗрме купӑс спекулянт аллине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кунта ыррине курас ҫуккине сиссе вӑл тек ҫаврӑнса пӑхмасӑр урамалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем инкеке сиссе чӗмсӗр ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫын килнине сиссе ӑйӑр хыттӑн кӗҫенсе ячӗ, пуҫне каҫӑр тытса вӗрен вӗҫҫӗн йӗри-тавра чупса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех