Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртнӑ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлелле, йӑсӑрланакан тӗксӗм пӗлӗтелле, пӑхса выртнӑ май ирӗксӗрлесе тенӗ пекех ун куҫне самаях ҫӳллӗ, парка тӑрӑллӑ йывӑҫ турачӗсем хушшинче пӗр ухӑнмасӑр, пӗр лӗм те хускалмасӑр тӑракан элес-мелес хуп-хура «капан» туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӳлелле пӑхса ахлатса выртнӑ май Пурис йӑвӑ, вӑркӑля, ватӑ ӑвӑссен турачӗсен хушшинче, вӗсене лӑшлаттара-лӑшлаттара, тем чӑмакки хӑвӑрт-хӑвӑрт хускалкаланине, чакӑлт-чакӑлт сиккеленине асӑрхарӗ, хыҫҫӑнах ҫакскер турат ҫинчен турат ҫине чалт-чалт! сиксе — пӑртлатса ҫӳрени те курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вырӑсла усал сӑмах лаплаттарса ӑшне кантарсан «канма выртнӑ» «чӑхӑмлакан хурҫӑ ҫамрӑк ӑйӑрне» йӗри-тавра тӗплӗн тӗпчесе ҫаврӑнчӗ — баста!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑй кивӗ шупка костюмпа, пуҫӗнче лутӑркаланнӑ (чылай ҫулсем хушши пӗр-пӗр ҫӳпҫе-ҫармара е хуп пӗрмере хӑлтӑ-халтӑ, упи-супи япаласем хушшинче тытмасӑр, тӑхӑнмасӑр выртнӑ пулас) тӗксӗм кӑвак шлепке, урине вӑрӑм кунчаллӑ шӑнӑр атӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пилӗк автобуспа килнӗ халӑх вӑхӑтсӑр сивӗ ҫӗр айне кӗрсе выртнӑ ҫынпа юлашки хут сывпуллашрӗ те ерипен саланма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫу каҫипех больницӑра выртнӑ Таиҫ аппа ӗнер сывалса киле таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗҫӗр ҫӗрӗпех ҫывӑрман хӗрача макӑрнипе вӑйӗ пӗтсе килнине сисрӗ, вара мӗнле выртнӑ, ҫаплипех ним туйми ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Гегель философӑн «Логикине» вуласа выртнӑ, юлташӗсемпе философи ыйтӑвӗсемпе калаҫнӑ…

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, утайми чирлӗ выртнӑ чухне те аллинчен кӗнеке вӗҫертмен.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Тем ыйтнӑ евӗр чӗвӗлтетсе, йывӑҫ тӑрринчен йӑлт-ялт сиккелесе, ҫын хулпуҫҫийӗ ҫинех пырса ларма хӑнӑхнӑ кӑсӑя, пӗр-пӗринчен самантлӑха та уйрӑлма пӗлмен мӑшӑр шӑпчӑк, сарӑхнӑ ҫулҫӑсемпе витӗнсе тунката ҫумне ҫывӑрма выртнӑ икӗ чӗрӗп…

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫук, рама хӑйӑр ҫинче выртнӑ чухне мар, кӑштах ҫӗклесе илсен тин фрезасем ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Хӑйне вӑл канса выртнӑ пекех туйрӗ.

Он как будто отдыхал.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗлте пек ҫыхса пӑрахнӑ «мемме ачи» мунча кӑмаки айӗнче выртнӑ, имӗш.

«Маменькин сынок» лежал, связанный как сноп, под печкой в бане.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл чылай вӑхӑт ҫакӑн хыҫҫӑн ура ҫине тӑраймасӑр выртнӑ.

Она долго отлеживалась.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл Горовиц умне Прелл сӗтелӗ ҫинче выртнӑ чертежа хучӗ, хӗскев хыпкӑчинчен кӑларнӑ детале конструкторӑн пичӗ патнех илсе пычӗ.

Он положил перед Горовицем бумагу, взятую им со стола Прелла, и поднес на ладони к самому лицу конструктора деталь, вынутую из тисков.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Атте мана килтен хӑваласа ячӗ, — каллех пуҫларӗ вӑл чылай вӑхӑт чӗнмесӗр выртнӑ хыҫҫӑн.

— Старик мой гнал меня из дому, — снова начал он после долгого молчания:

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ыттисем курасран утиял айне пытарса тытса, краҫҫын лампи ҫывӑхне хутланса выртнӑ Доруца пикенсех брошюра вулать.

Согнувшись в три погибели над коптилкой и пряча от постороннего глаза под одеяло брошюру, Доруца погрузился в чтение.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кун пек чухне вӗсем яланах хӑйсене темле кичеммӗн те лӑпкӑн тыткалаҫҫӗ, нарсем ҫинче выртнӑ май шухӑша кайса тӗттӗмелле пӑхаҫҫӗ.

Нередш выпадали такие вечера, когда грустные, притихшие, лежали они на своих нарах, задумчиво глядя в темноту.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑнах та, дормиторта питӗ шӑп: вӗренекенсем ҫупа вараланса пӗтнӗ, ӗҫе ҫӳремелли тумтирӗсене хывман та, вӗсемпех вырӑн ҫине кӗрсе выртнӑ.

В дормиторе действительно царила тишина: ученики валялись на койках в чем были на работе, не сняв засаленной одежды.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑсланкӑ Дудэу хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткипе инструмент ҫине выртнӑ та, вӗри тимӗр тӗпренчӗкӗсем ун патӗнчен пур еннелле те сирпӗнеҫҫӗ.

Верзила Дудэу всей своей тяжестью налегал на инструмент, так что опилки летели во все стороны.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех