Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аран сăмах пирĕн базăра пур.
аран (тĕпĕ: аран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп хам ҫилле аран пусартӑм, — Хама хамран ма сивӗтес? — Эп саншӑн чӗрере хӑвартӑм Чи вӑрттӑн, тап-таса кӗтес.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аран сӑмах кӑларчӗҫ шӑппӑн Чечекӗн шурнӑ тутисем: «Ман пӳлӗхӗм!

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Йӗнер ҫинчен аран вӑл анчӗ; Кӗҫ типтерленчӗ вӑй илсе.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аса илни каллех хумхатрӗ Аран лӑпланнӑ чӗрене, Ӗшеннӗ ӑс-тӑна вӑратрӗ, Ума кӑларчӗ иртнине.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак ҫитрӗ вӑхӑчӗ аран.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пырса пуҫ тайрӗ — чӑтаймарӗ, Аран пуҫларӗ сӑмахне:

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл ҫывӑрман пек ҫӗрӗпе Аран, пит ывӑннӑн утать, — Хӑй самӑр, ҫӳллӗш пилӗк аршӑн, — Каска; урай та авӑнать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Юлташӑм ҫӑлнӑччӗ аран».

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ытла ыратрӗ-ҫке чӗре Аран ура ҫинче эп тӑтӑм: Ӑш типрӗ ман, ҫемҫелчӗ ал.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тен, туйӑма ӑс ирӗк пачӗ? — Сӑмах кӑларчӗ хӗр аран: «Кавруҫ, мана эс тӗлӗнтертӗн Сатурлӑх чӗптӗм ҫуккипе.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тытса тӑмарӗ хӗр текех, — Именчӗкне аран ҫӗнтерчӗ, — Вал туйӑмне вӗҫерӗнтерчӗ, Ӑсне кӑларчӗ ирӗкех.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тин ҫеҫ Тутаркасран аннӑ чухне утӑ лавӗ тӳнсе кайрӗ, аран ҫӗклесе тӑратрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ух, ҫил пек вӗҫтеретӗн, аран хӑваласа ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрман варринчи Тукай ялне Урасметпа ун ҫыннисем аран шыраса тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет вара ку мӑшкӑла шӑла ҫыртса аран чӑтса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑк хана палласа илме йывӑр пулмарӗ — вӑл ут ҫинче ытла та ачалла ларса пырать, хӑйӗн урисем ӗсенкӗне те аран ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ремис аран чаркалать чирленӗ хӗре.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑваркуҫ аран йывӑҫ хыҫне чакса ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Хуҫа, эсӗ мӗн… ан хӑра, — ӳсӗрӗлнӗ пирки чӗлхине аран ҫавӑрттарса каларӗ тӑлмач.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Темиҫе хут сулсан кӑна аран пӑлхар пуҫне касса татрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех