Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аран сăмах пирĕн базăра пур.
аран (тĕпĕ: аран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Спасибо, – терӗ Павлик аран илтӗнмелле.

– Спасибо, – еле слышно ответил Павлик.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Вунпӗрте, аран куҫа уҫса, Ксюша теттене алла илчӗ: динозаврик пӗтӗм экрана «сысса» пӗтернӗ тата чирлесе ӳкнӗ.

В одиннадцать, едва продрав глаза, Ксюша взяла игрушку: динозаврик «обкакал» весь экран, да еще и заболел.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Вӑл ӑна тӗл пулса калаҫмах Шупашкара килнӗ-мӗн, анчах хайхискер хӑйне сасӑран палласа илейменшӗн кӳреннӗ те тӳрех автовокзала чавтарнӑ, юлашки автобуса аран ӗлкӗрсе яла вӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аран ӑнлантӑм: эпӗ явап тытма кӑна тивӗҫ, гараж патӗнче хайхи палла ҫакма та хирӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

– Эпир нумай ҫинӗ, питӗ нумай ҫинӗ, – аран илтӗнмелле каларӗ Настя.

– Мы, это, много ели, очень много, – еле слышно сказала Настя.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Пӗлетӗр-и, ҫавӑн чухне эпӗ ӑна кӑштах лӑскаса тӑкмарӑм, хама хам аран чарса ӗлкӗртӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Демахин аран пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Малалла вӗсем пӗр-пӗрин ҫине таянса аран шӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повесть те ҫавнашкал пӑтӑрмахран пуҫланать: Таранов писатель кӗтнӗ журналӑн черетлӗ номерне аран кӗтсе илет те хӑйӗн калавӗнче «нит» сӑмаха пур ҫӗрте те туртса тухнине курать, вара уншӑн ахӑр самана тапранса каять…

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Лаши вара… тирӗ кӑна, аран утать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Типсе ҫуннӑ тутине аран хускатайрӗ Асмантей.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аран вилӗмрен хӑтӑлса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл йӗнер ҫинче аран ларса пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуллен, уринчен урине аран ирттерсе, ҫырма тӗпне анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслупа пӗрле хулара пулнисем аран вӗсене лӑплантарчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хальтен пурӗпӗр пӗрле пурӑнас ҫынсем эпир, — ӳсӗр чӗлхине аран ҫавӑркаласа ӳкӗтлеме тӑчӗ Шӑхаль.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Аран ҫитрӗм, тав сана, Ват хыр кучӗ, сав мана!

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркиней те инҫех мар, Ҫӳлте, сӑртра вӑл тӑрать — Сӑнне пӑхма Пихампар, Аран ҫилне шӑнарать: Тури халӑх пусмӑрне Ӑҫтан чӑтма халӗ пур?

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нӳхрепрен сӑрине саркавуй пичкинчен Аран ӗлкӗреҫҫӗ йӑтма тарҫисем, Хыпаланса ӗҫтереҫҫӗ хӗрарӑмсем пӳртӗнче, Ӑшӑтаҫҫӗ сӑрине, хатӗрлеҫҫӗ апатсем.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Юлашкийӗсем аран хӑйсен позиципе тарса ӳкме ӗлкӗрчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех