Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑпсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
айӑпсӑр (тĕпĕ: айӑпсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул-йӗр статистикинчен куратпӑр: вӗсен айӑпӗпе темиҫе машина сиенленнипе ҫыхӑннӑ пысӑк аварисем тухаҫҫӗ, ним айӑпсӑр ҫынсен пурнӑҫӗсем сарӑмсӑр татӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Пӗр айӑпсӑр ҫынсене ҫаврака шӑтӑк чавтарса унта янӑ, пуҫне ирӗке, сывлӑша хӑварса, кӗлеткипе аллисене тӑпрапа таптаса хытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫкӗретӗнех сӗмсӗрленет вӑл, ҫӑткӑнланать, айӑпсӑр ҫыннах айӑплать, тӳре-шара пурӗ пӗр ӑнах хӳтӗлет.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мана ним айӑпсӑр пиччӳ хӑраххи пулӗ-ха эсӗ тесе тытса хупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Курам, мӗнле таса та айӑпсӑр этем вӑл…

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чуху парса тӑраканскер мар-и вӑл, темле сутанчӑк мар-и? — терӗ хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ вӑл айӑпсӑр ҫын тенине ӗненесшӗн пулмасӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата ма петӗр вӑл ухӑпа пӗр айӑпсӑр ҫынсене?

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫын элекленипе айӑпсӑр ҫынна ан хуптӑр!

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр айӑпсӑр тытса хупрӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана та пӗр айӑпсӑр Мӑшкӑлларӗҫ те, кайран Тӑна кӗтӗм эп арап Пӑч тӗттӗм сив сарайра.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Тапратрӗҫ пӗр айӑпсӑр Халӑх юнне юхтарма.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ма айӑпсӑр ҫынсене айӑплама хӑтланнӑ Григорьев?

Так почему же Григорьев попытался оговорить невинных людей?

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нумай чухне пӗр айӑпсӑр ҫынсемех вилсе пӗтеҫҫӗ-ҫке, мӗншӗн пӗрре ун пек пуянӑн сасартӑк пӗтмелле мар?

Бывает же, погибают невинные люди, почему бы богатеев не трахнуть грому-батюшке?

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуплеҫҫӗ: айӑпсӑр ҫынна Ишут патакпала хӗненӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер аслаҫуна ӑсатрӗ Ним айӑпсӑр сив Ҫӗпӗре.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кирек мӗнле усал ӗҫ тунӑ пулсан е мӑрса ҫыннисемпе тавлашнӑ пулсан юратчӗ, ним айӑпсӑр ҫакланчӗ Ятламас сивӗ кӗлете.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗ сиссен ним айӑпсӑр ҫӗртен патак ҫиме пулӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман атте айӑпсӑр ҫынна нӳхрепе хупмасть, — терӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хастарлӑха пула нумай ҫитӗнӳ тӑватӑр, анчах хӑш чухне айӑпсӑр ҫынсене кӳрентеретӗр.

Вы многого добиваетесь своей активностью, да, однако иногда в зоне поражения оказываются невинные люди.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсене пин ҫухрӑмран сисетӗп, урса кайнӑ йытӑсем пек ним айӑпсӑр ҫынсене тулласа ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех