Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑпсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
айӑпсӑр (тĕпĕ: айӑпсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир вара, сӑвӑс пек, ним айӑпсӑр ҫынна тӑрӑнса лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Паллах, вӑл хӑй айӑпсӑр лекни ҫинчен сан пата ҫырнах ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Айӑпсӑр пулсан, тытса тӑмӗҫ — кӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Айӑпсӑр ҫынна хупаймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Айӑпсӑр ҫӗртен айӑпланине илтсен, ват учитель тӑруках ниепле те ҫыпӑҫуллӑ сӑмах тупса калайман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиллине шӑнараймасӑр айӑпсӑр йытта та ятларӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анука ачисен ҫак айӑпсӑр вӑййинче вӗсен пулӑслӑхри юратӑвӗн пысӑк туйӑмӗпе туслӑхӗ ҫуралассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир сехмет йахӗ-тӗпӗ-мӗнӗпех ман кинен хӑрах пӳрнине тӑмастӑр! — кун хыҫҫӑн Ҫтаппан халӑх ҫине пӑхрӗ; — Сирӗн хушӑра та ман айӑпсӑр кин ҫине ал хума хӑйнисем тупӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗншӗн айӑпсӑр ҫынсене вӑрра хушатӑн?!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ха, кунта ним айӑпсӑр хӗрарӑм килсе тухрӗ апла?

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сударь, шӳтлемесен те пырӗ… — ним айӑпсӑр айван пек кулса илчӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, эсир ман патра та пулман-и, тен?

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑй илсе пырса аталанакан ҫӗршыв хуҫалӑхне аркатакан, терт-нуша кӳрекен, миллион-миллион айӑпсӑр ҫынна леш тӗнчене ӑсатакан вӑрҫӑ совет халӑхӗ ҫине ҫӗртме уйӑхӗнче йӑтӑнса анать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Мирун, аран сывлаканскер, пушшех аптӑраса ӳкрӗ, хӑй айӑпсӑр иккенне ӑнлантарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Ҫын ҫине ӑнтӑлса пӑхакан айӑпсӑр чӗрчун вилес умӗн асапланса тапкалашать.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗҫсӗр вӑрҫӑн айӑпсӑр пиншер мӗскӗнӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашкӑрӗсем пылчӑклӑ аттисемпе таптама, ҫуртсене сирпӗтме, ҫынсене вӗлерме Раҫҫей ҫӗрне тапӑннӑ Германи ӑҫта пулнине те пӗлмен ним айӑпсӑр, сӑваплӑ, ӗҫчен ҫемьене…

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Культ вӑл — «сывӑ пултӑр пирӗн генилле ҫул-пуҫ тата учитель» тесе кӑшкӑрни тата ҫӗрле айӑпсӑр ҫынсем пурӑнакан ҫуртсен алӑкӗнчен пырса шаккани кӑна мар, тесе шутламастӑн-им эсӗ, Завьялов?

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пурте пӗлеҫҫӗ, айӑпсӑр ҫынсене пирӗн арестлеме пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лиза Виктор каланине итлесе ларнӑ та хӑйне хӑй: вӑл тӗрӗс, пин хут тӗрӗс калать, ҫак пур сӑвӑсене те саккунсене пӑснӑ вӑхӑтра, ним айӑпсӑр ҫынсене тӗрмене лартнӑ чухне, час-часах суялӑха чӑнлӑх вырӑнне кӑтартнӑ кунсенче ҫырнӑ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пирӗн историн хӑрушла тӗксӗм тапхӑрӗ, — васкасах ответ пачӗ Виктор, — ним айӑпсӑр ҫынсене тӗрмене хупса лартнӑ вӑхӑт, чӑннине, тӗрӗссине калама юраман вӑхӑт…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех