Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пахча сăмах пирĕн базăра пур.
Пахча (тĕпĕ: пахча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑнасем ун хыҫҫӑн пахча тӑрӑх утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Пахча умӗнче сак.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Лаҫ умӗнче пахча.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ачасем валли ӗҫ сахал мар ҫулла: колорада жукне пуҫтармалла, пахча шӑвармалла, ана ҫумламалла.

Куҫарса пулӑш

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

Кӑҫал пӗрремӗш эрнере пахча ҫимӗҫ тӑрук хакланнине палӑртнӑ.

В первой неделе текущего года было отмечено резкое подорожание овощей.

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пахча ҫимӗҫ хакланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33949.html

Самай вӑхӑт пахча тӑрӑх тунсӑхне вӗҫтерсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн Лукарье, ӑш хыпнине туйса, килнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йывӑҫсем хушшипе пахча вӗҫне ҫитерсен, Якур Кӗтерука каллех чарса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пахча варринче — улмуҫҫисем.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп пахча калинккине хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эппин, тен, ҫав арпалӑхра чарӑнӑпӑр, — сӗнчӗ Петӗр, пахча вӗҫӗнчи арпалӑх еннелле кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял хӗрринчи пахча патне ҫитсен, Сахар шӑллӗне сулахай аллинчен ярса тытрӗ те: — Тӑхта-ха, Петӗр, ҫакӑнта кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илер, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеров шӑнкӑрч вӗллине ҫӗтӗк-ҫатӑкпа тирпейлӗн чӗркесе ҫыхрӗ те ӑна сулахай хул хушшине хӗстерчӗ, сылтӑм аллипе питне сивӗ юртан хӳтӗлесе, пахча вӗҫнелле утса кайрӗ, каялла пӑхкаласа илсе, васкасах шӑллӗ ҫурчӗ еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар вӑраннӑ тӗле чылай ҫӳле хӑпарнӑ хӗвел ҫути пахча енчи чӳречерен кӗрсе кӑмака ҫине ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар пытарнӑ мул шӑтӑкне питӗрмесӗрех картишне тухрӗ, йытти умне ҫимеллисем пӑрахса пачӗ, пуҫӗнчен лӑпкаса илчӗ, унтан пахча алӑкне уҫса, ӑна тул енчен тӗкӗлесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫкӳлӗм Ольӑпа Ульӑна та, Вовӑна та пахча ҫимӗҫсене сапма Паласран шыв ҫӗклеттертӗм.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Амӑшӗ таврӑннине пӗлсе, пахча картине майласа аппаланнӑ Сергей ҫенӗке килсе кӗчӗ, анчах лавккана кӗмерӗ, амӑшӗ тухасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каярах анатӑп эпӗ, — хуравларӗ те хуҫа пахча алӑкӗ еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунти чӑвашсем пахча вӗҫне, анкартипе юнашар, кантӑр акаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Сергейсен пахча кӗтессинчи вите аслӑкӗ ҫинчен хулӑн сасӑллӑ автан иккӗмӗш хут шарлаттарса авӑтса яни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар, пахча алӑкӗнчен тухса, лавкка крыльци патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех