Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пахча сăмах пирĕн базăра пур.
Пахча (тĕпĕ: пахча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирпӗчрен купаланӑ типтерлӗ шурӑ ҫурт умӗнче решетке карта тытнӑ пӗчӗк пахча.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Клуб умӗнчи пӗчӗк пахча ҫывӑхӗнче виҫӗ-тӑватӑ хӗрарӑм пӗр ҫӗре пухӑннӑ та пысӑк канашлу ирттернӗ пекех хӗрӳллӗн калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пахча ҫимӗҫ туса илессине Х(Ф)Хсем пӗтӗмпех хӑйсем ҫине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Муниципалитет округӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Волков палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗтӗмпе 38984 гектар ҫинче акса-лартса хӑвармалла, ҫав шутран 23334 гектар тӗш тырӑ, 361 гектар — ҫӗр улми, техника культурисем — 1666 гектар, пахча ҫимӗҫ — 94 гектар, выльӑх апачлӗх культурӑсем 13529 гектар.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Урам тӑрӑх шур пӳрт лартрӑм, Чӳречисем умне пахча чӗртрӗм.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вунӑ-вунпилӗк минутран пӗтӗм кил-йыш пӗрерӗн-пӗрерӗн пахча витӗр вӑрман еннелле васкать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӳрт хыҫӗнче пахча, карта ҫине, ҫӳллӗ, йӗплӗ пралук карнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пурте тухсан, Санюк вӗсене пахча вӗҫнелле ертсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем, куклене-куклене, пахча вӗҫнелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем пӗр пахча витӗр поселок Совечӗн ҫурчӗ тӗлне тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук лӑпчӑнса пахча вӗҫне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫурхи-ҫуллахи тапхӑрта пахча ҫимӗҫ ӳстернисӗр пуҫне чечексемпе аппаланма вӑхӑт тупать.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Хваттер ҫинчен, пахча ҫинчен Маруся мана эпӗ пырса кӗрсенех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӳртрен тухса, пахча алӑкӗнчен кӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пахча пире питӗ тӗлӗнтерчӗ те, савӑнтарчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пахча варринче чечексем, сарӑ розӑсем.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӳрт тавра — пахча.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пахча тӑрӑх вут ялкӑштарса ҫын чупса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Суханӗ пахча тулли.

Куҫарса пулӑш

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Улькка аппана хӑлхаранах: «Юратнӑ Улькка аппа! Сана ырӑ хыпар пӗлтерсе хӑварам-ха: ҫанталӑк паян-ыранах кӗвелмест, мӑртӑхмасть, пахча ӗҫӗсене алла ӳкерме, меллеме пултаратӑн», — тесе нӑрӑлтатса кӳпчек сарӑ нӑрӑ, пуҫсӑрланса, пӗрре вашмӑккӑн-вашмӑккӑн, тепре арӑш-пирӗш вӗҫсе-ярӑнса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех