Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лере сăмах пирĕн базăра пур.
Лере (тĕпĕ: лере) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ кӑшт хытӑрах: — Анне, авӑ лере «дикобраз» тесе кӑшкӑраҫҫӗ. Манӑн та дикобраз курас килет! — терӗм.

Я сказал немножко громко: — Мама, вон кричат «дикобраз». Хочу дикобраза!

Дикобраз // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Лере, сӗтел хушшинче, тепӗр инке ларать, вӑл темӗн ҫырать.

Там, за столиком, ещё тётя сидела, и она писала.

Башньӑсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анчах лере, улпут ҫуртӗнче, савӑнӑҫ кӗрлесе тӑрать.

А в барском доме гремело веселье.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ хамӑр ҫывӑхри юханшывран лерелле нихҫан та кайман, анчах лере, горизонт хыҫӗнче, ҫӗр пӗтет-ҫке-ха.

Дальше ближней речки я никогда не уходил, ведь там за горизонтом заканчивалась земля.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ав лере, инҫетре, кӑваккӑн курӑнакан Пастуховски рудник хыҫӗнче — тӗнче хӗрри.

Вон там, за синеющим вдали Пастуховским рудником, конец света.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Лере, йывӑҫ кровать ҫинче, ҫӗтӗк-ҫатӑкран ҫӗленӗ утиял айӗнче, унӑн ывӑлӗ Васька — манӑн чи лайӑх тус тата мана хӳтӗлекенни — ҫывӑрать.

Там, на деревянной кровати, укрытый лоскутным одеялом, спал больной его сын Васька, мой первый друг и защитник.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Лере Тимка пӗр уланкӑ тытрӗ те ӗнтӗ.

А там Тимка уже окуня поймал.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Е тата лере, пӗр сакӑр километр ҫӳлерех, вар урлӑ кӗпер пур, унта ҫул тунӑ…

Или там, выше километров восемь, через яр мост есть, где грейдерная дорога…

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл ӗнтӗ пассажиршӑн пурпӗрех: кунта та шыв, лере те шыв.

Это ведь пассажиру все одинаково: здесь вода и там вода.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Авӑ лере, ҫӳлерех, пӑрахутсем ӗлӗкрех сулахай шыв юппипе ҫӳретчӗҫ, Старица тӑрӑх та иртме пултаратчӗҫ — ӑна каллех шыв тасатса кайнӑччӗ, кӑҫал тӗрӗслесе пӑхрӗҫ те — пӗри юшкӑн ҫине кӗрсе ларчӗ: ҫурхи шыв вӑхӑтӗнче купаласа хӑварнӑ.

Вон там, повыше, пароходы левым рукавом раньше ходили, могли и по Старице ходить — снова ее размыло, а нынче попробовали — и сел один на мель: в полую воду нанесло.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лере ав, чӑнкӑ ҫырансен леш енче, унта ял.

А там вон, за кручами, там село.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл Костьӑна хул айӗнчен тытса борт урлӑ аялалла антарать, лере ӑна куккӑшӗ ҫупӑрласа илет те тайӑлкаласа тӑракан сак ҫине лартать.

Он берет Костю под мышки и опускает через борт вниз, там его подхватывают дядины руки и сажают на качающуюся скамейку.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лере, карлӑксем патӗнче, пӗр ушкӑн хӗрача, вӗсенчен ҫӳлерех курӑнаканни, чӗпӗллӗ чӑх пек йӗри-тавра пӑхкалаканни, — учительница е пионерсен вожатӑйӗ.

Там у перил толпятся девочки, а над ними, поминутно оглядываясь, как наседка, возвышается фигура учительницы или пионервожатой.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Мӗншӗн тата лере, аялта, тимӗр урай?

— А почему там, внизу, пол железный?

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Руль лере, аялта, хӳре айӗнче, ун патне ҫак штурвалтан штуртроссем пыраҫҫӗ.

Руль там, внизу, под кормой, к нему идут штуртросы от этого штурвала.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лере, ав ҫав хура сӑртсен леш аяккинче Аслӑ Упа кӳлли сарӑлса выртнине, ҫав енчех тата Поляр унки Канада тӳремлӗхне тахӑш тӗлтен татса кайнине те пӗлет.

Соображая, что где-то там, за этими мрачными холмами, лежит Большое Медвежье озеро и что в том же направлении проходит по канадской равнине страшный путь Полярного круга.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ларар хӑть лере тухса, хуралласа.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Плугӗ лере, сарайӗнче.

Плуг там, в сарае.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Лере, чугун ҫул леш енче, юлашки ҫуртсем патӗнче.

— Там, за полотном, у последних домов.

39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Лере вӗсем чӗререн кулянса тертленетчӗҫ, кунта йывӑр ӗҫре чи кирли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама тивет.

Там их терзала страшная тоска, здесь тяжелый труд не позволял мыслям отвлекаться от насущных потребностей.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех