Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лере сăмах пирĕн базăра пур.
Лере (тĕпĕ: лере) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лере ҫитӗн кӑна ак — сана ҫӑкӑр унанӑ пек унама тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Пуҫтарнӑ халӑха ятарласа уйӑрнӑ пуйӑспа… пӗр пус укҫасӗр илсе кайма… тата, ҫав хушӑрах, ҫул ҫинче ӗҫме-ҫиме кашнине алла пӗр уйӑхлӑх укҫа пама; пысӑк хуласенче чарӑна-чарӑна, ҫынсене мунча кӗртме; лере ҫитсен икӗ пин ҫынна хваттере вырнаҫтарма; хӑйсене кирлӗ ҫамрӑксене шкулта вӗрентме сасартӑк миҫе миллион-и е миллиард тенкӗ кирлӗ пуль!

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Анчах лере ху тӗллӗн кӗрейӗн-ши мӑрса патне? — терӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аякранах уйӑрса иле-тӗн — кунта ав сап-сарӑ хурӑнлӑх, юманлӑх, унта — хӗп-хӗрлӗ ӑвӑслӑх, вӗренелӗх, лере — ҫуллахи пекех симӗс чӑрӑшсемпе ылтӑн тӗслӗ хырсем.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ыран лере куҫарас пулать, — хушрӗ Иоаким Степанович, канӑҫсӑррӑн уткаласа.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Лере хӑвартӑм, Ҫӗпӗре каякансене вӑл кирлӗрех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Каҫарсамӑр, — пӳлчӗ Поп, — сӳпӗлтетмех пуҫларӑм, анчах манӑн лере таврӑнмалла.

— Простите, — перебил Поп, — я заговорился, но должен идти обратно.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Шыв ӗҫме те манса кайса, эпӗ лере выртса юлнӑ юлташ патне калла вӗҫтертӗм.

Позабыв даже напиться, я понесся обратно к оставшемуся товарищу.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унӑн такама «лере» ӑсатмалла.

Надо ему кого-то «пришить».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

— Пирӗн лере… хускалма пуҫличчен тепӗр икӗ сехет, анчах вунӑ сехет-и, ытларах-и — ӑна пур пӗрех йӑтса тухаймастпӑр.

 — В нашем распоряжении верных два часа, пока там зашевелятся, но, будь хоть десять, его все равно не вынести.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Эппин, унта… лере… сӗтел ҫинче… —

— Так, значит, там, на столе… —

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ытах лере токумӗнт тупаймасан, вӑл та кунта хӑех ҫырӑнӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах асту: ҫул ҫинче е лере аташма хӑтланас-тӑк — пӗрремӗш пуля сана витерет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темле-ха унта, лере, — пуҫӗпе ял еннелле сӗлтсе каларӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лере ҫын вилес пек выртать…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен пӗр ҫӗҫӗпех шуратнӑ-тӑк, лере те, кунта та унӑн хуҫи пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, лере, ирӗкре, мӗн тумаллине иксӗр хӑвӑрах тӗшмӗртӗр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах санӑн кайран лере, ирӗкре, пире пӗр ӗҫре пулӑшмалла, — шахвӑртрӗ Король.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Карап ҫинче ӗҫлеме тытӑнсан хӑйне лере, Капернӑра, нихӑҫан та вилмен тусӗ кӗтет тесе шухӑшламашкӑн пуҫлӗ — вара, тинӗсрен таврӑннӑ чухне, килнелле вилӗ ӗмӗтӗн хуйхипе ҫывхарса пырӗ.

Быть может, поступив на корабль, он снова вообразит, что там, в Каперне его ждет не умиравший никогда друг, и возвращаясь, он будет подходить к дому с горем мертвого ожидания.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унта — шалти хутламӗсем тухса ӳкнӗ уҫӑ альбом; лере — ылтӑн ҫиппе ҫыхса хунӑ тӗркесем, салху сӑнлӑ кӗнеке куписем, ал ҫырӑвӗсен хулӑн ҫыххисем, уҫнӑ чух йывӑҫ хуппилле ҫатӑртатакан хитре пӗчӗк кӗнекесен тӗмески; кунта — чертежсемпе таблицӑсем, ҫӗнӗ кӑларӑмсен речӗсем, карттӑсем; хуплашкисен тӗрлӗлӗхӗ — хытӑ та черченкӗ, хуп-хура та ула-чӑла, сенкер те сарӑ, хулӑн та ҫӳхе, кӑтрашкаллӑ та яп-яка.

Там — раскрытый альбом с выскользнувшими внутренними листами, там — свитки, перевязанные золотым шнуром; стопы книг угрюмого вида; толстые пласты рукописей, насыпь миниатюрных томиков, трещавших, как кора, если их раскрывали; здесь — чертежи и таблицы, ряды новых изданий, карты; разнообразие переплетов, грубых, нежных, черных, пестрых, синих, серых, толстых, тонких, шершавых и гладких.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех