Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хальхи сăмах пирĕн базăра пур.
хальхи (тĕпĕ: хальхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна хальхи вӑхӑтра Шупашкарта пурӑнакан Георгий Филиппов ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Хальхи вӑхӑтра ӑнлантару словарӗпе ӗҫлетӗп те «ҫун» сӑмах патне ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Сӑмахӗ кунта кӗрлевсем пирки ҫеҫ мар, хальхи чӑвашсем пирки.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Капла вара, вырӑсла хальхи вӑхӑтра пурте пӗлнӗрен, ют япалана асӑрхаман, асӑрхамаҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Хальхи вӑхӑтра хам ҫуралса ӳснӗ Шупашкар районӗнче кашни литр сӗте 14 тенкӗлле ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑха кура тӳлеҫҫӗ-и? // Михаил КАРПОВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Республика трасси ҫинчи ӗҫ-пуҫа хальхи йышши хатӗрпе сӑнаса-йӗркелесе тӑнине нимӗн те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Республикӑри оппозицири МИХсем, хӑйсене пӗтӗмпе пӗлсе тӑраканскерсем пек кӑтартма тӑрӑшаканскерсем, Мускав Шупашкар шыв управӗн шайне ҫӗклемесӗр хальхи пекех хӑварассине татса панӑ тесе ҫирӗплетме васкарӗҫ пулин те, Вадим Иванович каланӑ тӑрӑх, ыйту хальлӗхе хупӑнман-ха.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Унӑн тӗллевӗ - ҫӗршывра пурӑнакансен хальхи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен ҫыравсен хушшинчи социаллӑ-демографин пӗлтерӗшлӗ информацине пухасси.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Халӑхпа ҫыхӑннӑ хальхи информацие пухас тата укҫа-тенке перекетлес тӗллевпе Раҫҫейре 2015 ҫулхи октябрьте микроҫырав йӗркелеме йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Хальхи председательсем те питӗ тӑрӑшаҫҫӗ, чунне парсах вӑй хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

- Сирӗн районта та сухаламан лаптӑксем ҫук мар-тӑр хальхи вӑхӑтра? Ҫакнашкал ӳкерчӗксене курсан чунӑр ырататех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Хальхи вӑхӑт тӗлне хресченсене 300 миллионне куҫарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Хальхи «шӗпӗл-шӗпӗлсене» кам итлет?

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хальхи ертӳлӗхе аван ӑнланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хальхи вӑхӑтра чӑвашсен вунсаккӑрмӗш ӗмӗрти пурнӑҫне сӑнласа кӑтартакан ҫӗнӗ роман ҫыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хальхи ушкӑнра 5 хӗрарӑм.

В нынешней группе 5 женщин.

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Палӑртма кӑмӑллӑ: Патшалӑх Канашӗн хальхи йышне пиллӗкмӗш суйлавра пулнӑ мӗнпур парти представителӗ кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗнче пьедестал ҫине пирӗн тепӗр ентеш — Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке пики Джанита Щербина-Павлова /хальхи вӑхӑтра вӑл Самар облаҫӗнче пурӑнать/ — хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Крымран — тӑватӑ медальпе // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫавӑнпа чӑвашсен те, ытти халӑхӑн та хальхи пек малалла чӗнекен философи кӑна пулман.

Поэтому не было у чувашей, да и у других народов, философии, вечно зовущей вперед.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хальхи вӑхӑтра кашни хуҫалӑх хӑй пӗлнӗ пек калаҫса татӑлнӑ хакпа сутать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех