Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капитан сăмах пирĕн базăра пур.
капитан (тĕпĕ: капитан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӗсем, сэр, ҫав йывӑҫсем айӗнче выртаҫҫӗ, — терӗ капитан, ҫывӑхри вӑрман еннелле кӑтартса.

— Они лежат под теми деревьями, сэр, — отвечал капитан, указывая на ближний лесок.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ капитан пулса ертсе пынӑ чухне вӗсем лайӑх пурӑнатчӗҫ.

Под моей командой им жилось превосходно.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ку эрехсене пирӗн капитан валли ҫул ҫине илнӗччӗ.

Эта водка принадлежала нашему капитану.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Капитан помощникӗ кимӗ патне чупса кайрӗ те матроссем пулӑшнипе ӑна борт урлӑ туртса каҫса, тинӗсе ячӗ.

Помощник капитана бросился к шлюпке и с помощью матросов перебросил ее через борт.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тата эпӗ ҫакнӑ асӑрхаттартӑм: капитан ман пурлӑхӑн пӗр пайне Англие, ватӑ атте-аннем патне, ятӑр терӗм.

Но при этом я сделал оговорку, чтобы часть капитала он отправил в Англию моим престарелым родителям.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Бразилие ҫитсен, мана капитан тусӑм часах хӑйӗн ҫывӑх юлташӗ патне вырнаҫтарчӗ.

Вскоре по приезде в Бразилию мой друг капитан ввел меня в дом одного своего знакомого.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Капитан ӑна, хӑй патне, карап ҫине, илсе, моряк тӑвӑп тесен, эпӗ хытӑ хӗпӗртерӗм.

Поэтому я очень обрадовался, когда капитан заявил мне, что он охотно возьмет его к себе на корабль и сделает моряком.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах унта ҫак шлюпкӑна хаклӑрах тӳлесе илес текен ҫын тупӑнсан, эпӗ те ҫавӑн чухлех тӳлӗп, — пӗлтерчӗ капитан.

Но, если там найдется у теня другой покупатель, который предложит тебе больше, я заплачу тебе столько же, — сообщил капитан.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Капитан ман шлюпкӑна сутӑн илме шут тытрӗ.

Капитан захотел купить мою шлюпку.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Капитан хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне сӑмахпа ҫеҫ мар, ӗҫпе те кӑтартрӗ.

Капитан был великодушен и щедр не только на словах, но и на деле.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах манӑн инкекех темелле, капитан тусӑм, Англие таврӑнсан, часах вилсе кайрӗ, манӑн вара иккӗмӗш хут ҫул ҫӳреме кайнӑ чухне хам ҫине ҫеҫ шанмалла пулчӗ, юлташла канаш паракан ҫын пулмарӗ.

Но, на мое несчастье, мой друг капитан вскоре по возвращении в Англию умер, и мне пришлось совершить второе путешествие на свой страх, без дружеского совета и помощи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫак капитан тӳрӗ кӑмӑллӑ та шанчӑклӑ ҫын пулнӑран эпӗ вӑл чӗннипе хаваслансах килӗшрӗм.

Так как этот капитан пользовался общим доверием, я охотно принял его приглашение.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ тинӗс леш енчи ҫӗрсене кайса курма ӗмӗтленнине пӗлсен, капитан мана хӑйпе пӗрле пыма сӗнчӗ.

Узнав, что я желаю увидеть заморские страны, предложил мне пуститься в плавание на его корабле.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ капитан кӑмӑлне кайрӑм, мӗншӗн тесен ун чухне ман калаҫма чӗлхе-ҫӑварӑм лайӑх ҫаврӑнатчӗ.

Я понравился ему, так как был в ту пору недурным собеседником.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ӗҫлессе, паллах, халиччен хӑнӑхнинчен ытларах ӗҫлеме тивнӗ пулӗччӗ, анчах ун вырӑнне эп тинӗс ҫулҫӳревӗн ӗҫне вӗренсе ҫитнӗ пулӑттӑм, каярахпа вара штурман, тен, капитан та пулса тӑнӑ пулӑттӑм.

Правда, мне пришлось бы работать больше, чем я привык, зато в конце концов я научился бы мореходному делу и мог бы со временем сделаться штурманом, а пожалуй, и капитаном.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫавӑнпа та капитан, кам та пулин пире вилӗмрен хӑтарасса шанса, пӗрмаях тупӑсенчен кӗрӗслеттерсе тӑчӗ.

Поэтому капитан не переставал палить из пушек, надеясь, что кто-нибудь спасет нас от гибели.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсем пирӗн умран иртнине курсан, капитан, хамӑр пысӑк хӑрушлӑха лекни ҫинчен пӗлтерес тесе, тупӑ пеме хушрӗ.

Увидев их, наш капитан приказал выпалить из пушки, чтобы дать им знать, что мы находимся в смертельной опасности.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн капитан команда пачӗ:

Тогда капитан скомандовал:

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Кӑштах тӑхтаса пӑхар, — хирӗҫ тавӑрса каларӗ капитан, — тен, тӑвӑл лӑпланӗ.

— Подождем еще немного, — возразил капитан, — может быть, буря уляжется.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Каҫалапа штурманпа воцман капитан патне пырса ҫапла каларӗҫ:

Вечером штурман и боцман пришли к капитану и заявили ему:

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех