Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тепӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах леш хура сухаллӑ тӗреклӗ казак, кӗтӳ ҫӳретнӗ вырӑнта Банник табак турттарни, урапа ҫине улӑхса тӳрленсе тӑчӗ тепӗр пилӗк минута яхӑн тарӑхсах усал сӑмахсем каласа вӑрҫрӗ, унтан хыттӑн кӑшкӑрма тытӑнчӗ:

Тот самый чернобородый казачина, которого на выгоне угощал Банник табаком, стал на бричке во весь рост, минут пять яростно матерился, а уж потом начал выкрикивать:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах тепӗр ҫур сехетрен халӗ те кӗлетсем умӗнчех сыхласа тӑракан хӗрарӑмсен шухӑш-кӑмӑлӗ сасартӑках тепӗр майлӑ, улшӑнса ӳкрӗ.

Но через полчаса в настроении баб, все еще дежуривших возле амбаров, произошла резкая перемена.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Партбилета сана памастӑп эпӗ! — терӗ тепӗр хут Макар.

— Партбилет я тебе не отдам!.. — повторил Макар.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр кунне ирех вӑранчӗ, икӗ стакан сӗт ӗҫрӗ те колхоз витине тухса утрӗ.

На другой день проснулся рано, выпил два стакана молока, пошел на колхозную конюшню.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем тата тепӗр ҫур сехете яхӑн тӗрлӗрен ӗҫсем ҫинчен калаҫкаласа ларчӗҫ, унтан Андрей тухса кайрӗ, Нагульнов вара хӑй тӗллӗн вӗренмелли кӗнеки ҫине тирӗнчӗ.

Они еще с полчаса толковали о разном, потом Андрей ушел, а Нагульнов уткнулся в самоучитель.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗне вӗренетӗп, тетӗн-и? — тепӗр хут ыйтрӗ те Макар, кӗнекине хупса хучӗ.

— Чему обучаюсь? — переспросил Макар и захлопнул книжку.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр ҫур ҫултан, пӗррехинче, кӳршӗсем патӗнчен таврӑнаттӑм, хамӑр хуторти вӑкӑр ҫул урлӑ каҫать.

Через полгода иду от соседей, и перерезает мне дорогу хуторской бугай.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурпӗрех тепӗр ҫулхине тырӑ выракан машина вӗсене ҫӗнӗрен ватса мӑкӑлтаса тӑкрӗ тата хама та каскаласа пӗтерчӗ.

Все одно мне их на другой год сызнова повыворачивало и самого изрезало косогоном.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан алӑсене вӗҫертсе яратпӑр та, ҫӗре персе анатпӑр, тӑсӑлса ӳкетпӗр, — унсӑрӑн тепӗр ҫунатти ҫитсе ҫакланать.

Тут руки разжимаешь и падаешь на землю, лежишь, а то другое крыло зацепит.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр ҫулхине, ҫуркунне, эпӗ пӗрре хур чӗпписене ҫитерме ҫил арманӗ патне хӑваласа тухрӑм.

На другой год весной выгоняю гусят к ветряку стеречь.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр икӗ эрнеренех ӗҫсем эпи-карчӑк каланинчен пачах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса кайнӑ…

А через две недели пошло навыворот супротив бабкиных слов…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тарӑхса кайсах тепӗр вунӑ ҫул пурӑн-ха, вара, тилхепе вырӑнне аллунта машина пулӗ.

Надуйся да проживи-ка еще лет десять, и вместо вожжей возьмешь в руки руль машины.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр икӗ пилӗкҫуллӑхран кунта акӑ эпир заводсем туса лартатпӑр.

Через две пятилетки мы уж тут заводов настроим.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр чухне туртас килсе каять те эпӗ ӑна: «Ме-ха, тыт тилхепене, эпӗ чикарккӑ ҫавӑрам», — тетӗп.

Иной раз захочу покурить и прошу его: «А ну, подержи вожжи, я цигарку заделаю».

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Темскерле хӑйне пӑхӑнман вӑй хӗтӗртнипе вӑл малтан темӗн те пӗр каласа тултарать, кайран, тепӗр виҫӗ минутранах, ӳкӗнет, хӑйӗн сӑмахӗсене тем пекех каялла илӗччӗ те, илме ҫук…

Неподвластная сила заставляла его говорить такое, от чего он через несколько минут с удовольствием бы отрекся.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… Щукарь, ҫак ҫӗнӗ япалана курнипе тӗлӗнсе хытсах кайнӑскер, кӗсрине урӑх чарса тӑмасть, хӑй епле пӗлнӗ пек утма ирӗк парать те акӑ мӗн курать: унӑн кӗсри пынӑ ҫӗртех пӗр ҫаврӑм туса илет те тепӗр ҫаврӑм тума тытӑнать, ҫапла вара тӑршшипех куҫа курӑнман ҫаврӑмсем тӑва-тӑва пырать.

Щукарь, потрясенный новым открытием, предоставил ей полную свободу и увидел: кобылка его, завершив круг, начинала новый — и так безостановочно, по невидимой спирали.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Щукарь ӗнтӗ халӗ чиканӑн «шухӑш пекех ҫӑмӑл» кӗсри ҫине тепӗр хут ларма хӑяймасть, вӑл хутор тавра питӗ аякран, сӑрт ҫийӗн кайса ҫаврӑнать, анчах сӑрт тӳпинче кӗсрене чӗлпӗртен сӗтӗрсе пынипе шалтах халран каять, вара ӑна хӑй умӗнче хӑваласа пыма шутлать.

А Щукарь уже не осмелился снова сесть на цыганскую «мыслю», он далеко околесил хутор по бугру, но на бугре уморился тянуть за недоуздок и решил гнать кобылу впереди себя.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗсрӳне эпир пӗр самантрах тепӗр хут вӗрсе хӑпартса парӑпӑр…»

Мы заново в момент надуем…»

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнов тепӗр кунне Марина патӗнчен хӑйӗн япалисене, пӑшалне, патронташне, хучӗсене пуҫтарса тухрӗ те килне кайса хучӗ.

Размётнов на другой день забрал от Марины свои вещи, ружье, патронташ, бумаги; отнес домой.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр ҫур сехетрен унӑн ҫакна курма тӳрӗ килчӗ: Марина хӑй урапин туртисем хушшине кӳлӗннӗ те, пӗрремӗш бригада картишӗнчен илсе тухнӑ сӳрипе плугне ҫӑмӑллӑнах туртса каять.

А полчаса спустя он был свидетелем тому, как Марина, сама впрягшись в оглобли своей повозки, легко везла борону и запашник со двора первой бригады.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех