Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялта сăмах пирĕн базăра пур.
ялта (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман патӑма кӳршӗ ялта вӗрентекен учитель пӗр-икӗ хутчен пырса кайрӗ.

Раза два приходил ко мне из соседней деревни учитель.

Ҫӗнӗ пурнӑҫ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

— Халӑхпа пӗрле пухӑнса канашласа пӑхмалла, чун пӑшӑрханать, ялта ырӑ мар ӗҫ хускатса яраҫҫӗ, — терӗ вӑл.

Сказал подавленно: — Надо всем миром собраться да посоветоваться, недоброе дело они задумали, чует мое сердце…

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Мӗнле пек, каҫхи ялта вӑл-ку илтӗнмест пуль?

Ну что, ничего такого не слышно, не видно?

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Мӗн тума ҫӳрен, ялта хуралҫӑ та кирлӗ, — сӑмаха хутшӑнчӗ Савантей.

— Что поделаешь, деревне нужен сторож, — вступил в разговор Савандей.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Утламӑш пек пысӑк мар ялта кам ӑҫта ҫӳрени, мӗншӗн кайни-килни палӑрмасӑрах иртмест вӑл, Терентей чарӑнса пӑхса тӑрса юлчӗ.

В небольшой деревне, как Утламыш, редко проходит незамеченным, кто и куда уехал или кто, к кому и зачем приехал, вот и Терентий даже остановился, чтобы разглядеть полуночников.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗҫтенюкӑн, сӑмахран, ялта пӗр тӑванӗ те юлман.

Ну, к примеру, Кестенюка, у него в деревне ни души родной нету.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ай, пӑятам, — аллисене пӗр-пӗринпе чӑмӑртаса пӑшӑрханчӗ Савантей арӑмӗ, — хамӑр ялта ӗлӗк пӗр инкек пулса иртнине астӑватӑп та, тупата, халь тесен халь чунӑм ҫук манӑн…

— Ай, свекор, — скрестив на груди руки, запричитала вдруг жена Савандея, — помню, как-то в деревне нашей беда стряслась, так у меня до сих пор душа от страха в пятки уходит…

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗр-пӗр типӗ вӑхӑтра ялта каҫхи тӗттӗме Шерккей ҫурчӗ ҫутатмӗ-и?

Вон сухота какая стоит, возьмут в одну из ночей да подожгут новый дом Шерккея.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сӑлтавӗ паллах иккен: ялта кӑҫал пӳкле вилӗм пулчӗ, ӑна, ав, Кантюксен ячӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ, эппин кураймасӑр тӑракан ҫынсем пурах ӗнтӗ, авӑ ҫанталӑк та кӑҫал пит типӗ тӑрать: выҫлӑх пуласса вӑл.

Та сказала, что причину, из-за чего им подкинули ворожбу, она знает, — это жуткая смерть Селиме, ее все связывают с Кандюками, выходит, в деревне полно людей, которые ненавидят Кандюков, да и погода вон какая стоит, того гляди сгорит все, и тогда грянет голод…

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерпике ҫинчен ялта ҫак кунсенче темле сӑмах ҫӳрет: Шерккей урҫа, имӗш, ун патне пурӑнмаллипех куҫнӑ пулать, пур пек тыррине те юмӑҫ патне турттарса кайнӑ, тет те, миххисене шанчӑклӑ ҫыхайман, тет, тыррине ҫул варрипе-мӗн Шерпике патне ҫити тӑкса пынӑ, тет, ҫав тырра халь те пулин ял чӑххисем сӑхса пӗтереймеҫҫӗ, тет.

А про Шербиге к тому времени по деревне уже гуляли всякие были и небылицы: одни говорили, что вдовец Шерккей со всем своим скарбом переехал к ней в дом и хлеб весь перевез, а по дороге из дырявого мешка зерно- то высыпалось, и до самого дома Шербиге за ним пролегла хлебная стежка — куры клюют не склюют зерно по сей день.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей ӑна ялта ик-виҫӗ кун та шыраттарчӗ, ют ялсене те, вӑрмана та ҫитсе пӑхрӗҫ.

Шерккей дня три искал ее по деревне, заглянул в соседние села, в лес — все попусту.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗҫтенюка ялта кӗтӳ партармарӗ-ҫке Кантюк папай, халь вӑл Куршанкӑра кӗтӳ ҫӳретет…

Вон в этом году не позволил Кандюк бабай Костенюку в деревне пастушить, в Коршанге он пасет стадо…

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Эс калатӑн та, Элентей, ялта ҫапах ҫерҫи вилмест…

— И все же, Элендей, в деревне и воробей с голоду не помирает.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ун пеккисем хулара кӑна мар, ялта та ҫителӗклӗ.

— Таких бедняг не только в городе, и по деревням полным-полно.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чӑн та, вӑрланӑ пек пулса тухрӗ ӗнтӗ; каччи те урҫа тейӗпӗр, вӑл та тем мар: вӑрланса кайнисенчен те ялта Селиме пӗрремӗш е иккӗмӗш хӗр мар.

Получилось не совсем красиво — украли девку, к тому же и жених вдовец, но это не беда: не она первая, не она последняя в деревне выходит за вдовца.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗчӗк ялта, паллах, ун пек хыпара илтмесӗр тӑма пулмӗччӗ.

В маленькой деревне такую новость не утаишь.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Куршанка ҫитсен, ялта туйтӑмӑр ҫук-и, илтӗнмест-и тесе, ик-виҫӗ ҫӗртен те ыйтса пӑхрӗҫ.

Доехав до Коршанги, поспрашивали у людей, не идет ли у кого свадьба, прислушались сами.

XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Пире те хур сунакан пур-тӑр ҫав ялта, — терӗ вӑл.

— В деревне, наверно, есть, кто и нам желает худа, — задумчиво говорит он.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Усалука ялта ҫӗрме пуян та темеҫҫӗ, пуянлӑхӗ ҫапах та пурин куҫ умӗнче.

— Вот Узалука зовут в деревне богатеем, ну тут и спорить нечего — богатство его на виду.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сантӑр кунта пӗр-пӗччен пурӑнать иккен, ҫемйи ялта.

Живет Сандор тут один-одинешенек, семья обитает в деревне.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех