Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тепӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫан иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑхӗ тепӗр хут пуҫланчӗ тейӗн: вӑл иккӗ сиксех ҫыран ҫине вӑркӑнса тухрӗ, вара, тӑм тӗмеске ҫине ларсан ҫеҫ, ылханлӑ шыв ҫинелле вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн шиклӗн пӑха-пӑха илсе, уринчи икӗ пӗчӗк хӗрлӗ пӑнчӑ сӑнама пуҫларӗ.

К нему будто бы вернулась давно ушедшая молодость: в два прыжка он был уже на берегу и, только усевшись на глинистый бугорок, стал внимательно рассматривать две крохотные красные точки на ноге, время от времени поглядывая испуганными глазами на злополучный ручей.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуран куклипе хӑйма та — чаплӑ апат, темрен те чаплӑрах, уйрӑмах вӗсене, ҫав кукӑльсене, тулли турилкке хурса парсан, унтан, тепӗр хут тата ытларах хурса, купипе купаласа парсан, аван, унтан вара, хӑйма тӗпнех ҫиттӗр, унти кашни кукӑле хӑйма тивтӗр тесе, ҫав турилккене майӗпен силлесен аван.

Вареники со сметаной — тоже святая еда, лучше любого причастия, особливо когда их, милушек моих, положат тебе в тарелку побольше, да ишо раз побольше, этак горкой, да опосля нежно потрясут эту тарелку, чтобы сметана до дна прошла, чтобы каждый вареник в ней с ног до головы обвалялся.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр ҫур сехетрен Давыдов шӑтӑк хӗррине пулемет лентисем хунӑ тӑватӑ цинк ещӗк, винтовка патронӗсем тултарнӑ уҫӑ ещӗк кӑларса лартрӗ, винтовка тата ҫӗрме пуҫланӑ клеенкӑпа чӗркенӗ капсюллӗ сакӑр граната хучӗ.

Через полчаса Давыдов бережно разложил возле ямы четыре цинки с пулеметными лентами, винтовку, початый ящик винтовочных патронов и восемь ручных гранат с капсюлями, завернутыми в полусопревший кусок клеенки.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чиккелеме стена патӗнчен пуҫларӗҫ, ҫапла майӗпен тепӗр енчи стена патӗнчи тырӑ сӑвӑрмалли машина патнелле куҫса пычӗҫ.

Они пошли рядом вдоль стены, медленно продвигаясь к веялке, лежавшей у противоположной стены.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр машина валли-и?

На другую веялку?

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑртакран ӑна-кӑна лайӑх ӑнланакан Федотка пынӑ ҫӗртех тепӗр сӗнӳ пачӗ:

Спустя немного практичный Федотка на ходу внес еще одно предложение:

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах тепӗр минутран пулса иртнӗ ӗҫе Давыдов тахҫан кайран та шиклӗн чӗтремесӗр аса илме пултараймарӗ.

Но через минуту произошло такое, о чем Давыдов и долгое время спустя не мог вспоминать без внутреннего содрогания.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун ӗмӗт-шухӑшӗсене ҫав Федотках пӳлчӗ: партӑ хушшинче тӗнӗл ҫинчи кустӑрма пек ҫаврӑнкаласа, вӑл Давыдова хӑй ҫине пӑхтарчӗ, аллипе паллӑ парса, лешин шӑлӗ халӗ мӗнлине кӑтартма ыйтрӗ, Учительница тепӗр еннелле ҫаврӑннӑ вӑхӑтра Давыдов, аллисене питӗ кӳреннӗн саркаласа, шӑлӗсене кӑтартрӗ.

Из мечтательного настроения его вывел все тот же Федотка: словно на шарнирах вертясь за партой, он привлек внимание Давыдова, знаками настойчиво прося показать, как у того обстоит дело с зубом, Давыдов улучил момент, когда учительница отвернулась и, огорченно разводя руками, обнажил зубы.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ ӗнтӗ тепӗр предложени ҫырӑр…

Теперь пишите следующее предложение…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр хут вулатӑп…

Повторяю…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр темиҫе минутран урока пӗтеретӗп эпӗ.

Через несколько минут я закончу урок.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл тӗплӗн каласа парасшӑн пулмарӗ, ҫавӑнпа кӑмӑлсӑррӑн тепӗр хут: — Тӗрлӗ наукӑсене тетӗп-ҫке, — тесе хучӗ.

Ему явно не хотелось вдаваться в подробности, и он неохотно повторил: — Говорю, что разным наукам.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кайран хутортан та тарчӗ, кӗркуннечченех ҫухалса пурӑнчӗ, вара ҫӑмӗ тепӗр хут ӳссе ҫитӗнсенех хуҫи патне таврӑнчӗ.

И так-таки скрылась из хутора, с глаз долой, до самой осени пропадала, а как только сызнова обросла шерстью — опять объявилась у хозяина.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Юлашки хут валеҫнӗ чухне, ҫирӗм улттӑмӗш ҫулта, Тубянсксене татах хӗсрӗҫ, анчах чикӗ ӑҫта пулнине эпӗ пӗлместӗп, мӗншӗн тесен ман ҫӗр тепӗр енче пулнӑ.

При последнем переделе, в двадцать шестом году, тубянцов ишо потеснили, а где там проходила граница, я не знаю, потому что моя земля была в другой стороне.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Устин тепӗр хут кулма хӑтланчӗ, анчах питне ҫеҫ пӗркелентерсе илчӗ те аллине сулчӗ:

Устин попробовал еще раз улыбнуться, но только сморщился и рукою махнул:

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр кун ирхине ирех Давыдова хваттер хуҫи вӑратрӗ:

На другой день рано утром Давыдова разбудил хозяин квартиры:

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Давыдов татах тепӗр хут темле ачалла уҫҫӑн йӑл кулчӗ.

— Давыдов еще раз как-то по-детски просветленно улыбнулся.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Дубцов шӑпланчӗ те ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне ал тупанӗпе тепӗр хут шӑлса илчӗ, вара, сулахаялла тайӑлса, сылтӑм йӗм кӗсйинчен хаҫатпа чӗркенӗ заявленисене тирпейлен туртса кӑларчӗ.

Дубцов умолк, еще раз вытер ладонью обильно выступивший на лбу пот и, слегка наклонившись влево, бережно извлек из правого кармана штанов завернутые в газету заявления.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ыйтусем мӗн ҫинчен вара? — тӳсӗм ҫитеймесӗр тепӗр хут ыйтрӗ Давыдов.

— О чем заявления-то? — нетерпеливо переспросил Давыдов.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн колхозри ӗҫ эртел ӗҫӗ, вӑл пурне те усӑ тума каять, ҫавӑнпа тепӗр бригадӑран пулӑшу илнине япӑх япала тесе шутламастӑп эпӗ.

Я так разумею: работа наша в колхозе артельная, идет она на общую пользу, и принять помощь от другой бригады не считаю зазорным делом.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех