Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мерцалова тепӗр сехете яхӑн ларчӗ, унтан вара ачине кӑкӑр пама вӑхӑт ҫитнӗ пирки вӑл та тухса кайрӗ, ыран чугун ҫул ҫине ӑсатма пыратӑп, терӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахель 200 тенкӗ пачӗ, ун урӑх укҫа пулман, ыттине вӑл Мерцалова урлӑ тепӗр виҫӗ кунтан ярса паратӑп терӗ те япаласене пуҫтарса тухса кайрӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑна эпӗ сана тепӗр икӗ страница уҫсан, Рахметов Вера Павловнӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫавӑнтах каласа парӑп; эпӗ сана кун пирки Рахметов тухса кайсанах, сыпӑк вӗҫӗнче каласа парӑп.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куратӑн-и ӗнтӗ, пурне те витӗр курса вулаканӑм, Рахметов йышши ҫынсем кулӑшла ҫынсем тесе эпӗ кӑна сан валли мар, халӑхӑн тепӗр пайӗ валли калатӑп.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр икӗ уйӑхран — ку ӗҫ май уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑ — Рахметов пӗр эрне хушши е ытларах та ҫухалса пурӑннӑ, анчах ӑна ун чухне никам та асӑрхаман, мӗншӗн тесен темиҫе кунлӑха вӑл час-часах ҫухалкаланӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр кун ирхине Рахметов хозяйки, сехри хӑпса тухнӑскер, Кирсанов патне чупса пырать:На другое утро хозяйка Рахметова в страшном испуге прибежала к Кирсанову:
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вара эпир ун стипендиатсем пуррине, ҫавӑн пекех эпӗ халь каласа панинчен ытларах пӗлтӗмӗр, ун ҫинчен пайтах тӗлӗнмелле историсем пӗлтӗмӗр, вара эпир Рахметова лайӑхрах ӑнланма мар, пушшех те ӑнланми пултӑмӑр, вӑл пирӗншӗн питех те тӗлӗнмелле ҫын пулса тӑчӗ; эпир ун ҫинчен пӗр майлӑ шутланӑччӗ, вӑл пур, веҫех тепӗр майлӑ пулса тухать, эпир ӑна питех те типӗ ҫын, туйӑмсӑр-мӗнсӗр ҫын, ун чӗри харпӑр хӑйӗн пурнӑҫӗпе нимӗн чухлӗ те тапмасть тенӗччӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир ӑна Кирсанов кабинетӗнче Апокалипсиса Ньютон ӑнлантарса ҫырнине вуласа ларнине куртӑмӑр, ҫавӑн хыҫҫӑн тата икӗ ҫултан вӑл Петербургран тухса кайнӑ, Кирсановпа хӑйӗн ик-виҫӗ чи ҫывӑх тусне: манӑн кунта урӑх нимӗн тумалли те ҫук, эпӗ тума пултарнине пурне те турӑм, тепӗр виҫӗ ҫул иртсен тин ытларах тума май килӗ, халӗ эпӗ виҫӗ ҫуллӑха ирӗклӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫак виҫӗ ҫул хушшинче малашнехи ӗҫе тума хатӗрленесшӗн, тенӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр тесен, эсир ман сӑмахсене ахалех, ним усӑсӑр итлени паллӑ пулсанах эпӗ калаҫма чарӑнатӑп; ман йӗрки ҫапла: кирлӗ чухне эпӗ яланах, хамӑн шухӑшсене каласа парса, шухӑшласа пӑхма сӗнетӗп, анчах та нихҫан та вӑйпа хистеместӗп, хӑвӑн ирӗкӳ, мӗнле кирлӗ ҫапла шухӑшла».
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр ҫын пулсан, мӗн тумаллаччӗ ӑна ҫав сӑмахсемшӗн?Что надобно было бы сделать с другим человеком за такие слова?
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Э, вунӑ сехет ҫитнӗ иккен, — терӗ вӑл кӑшт вӑхӑт иртсен, — 10 сехетре ман тепӗр ҫӗрте ӗҫ пур.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр пилӗк минутран вӑл эпир ларакан пӳлӗме пычӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Ман ҫинчен эсир кил хуҫинчен е ҫакӑнти ҫынсенчен ыттисенчен ыйтса пӗлӗр, кама уйрӑмах шанатӑр, ҫавӑнтан ыйтса пӗлӗр» — унтан хӑй ура ҫине тӑчӗ те тепӗр пӳлӗме кӗрсе кайрӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр минутран Рахметов мана хирӗҫ пырса ларчӗ, пире диван патӗнчи пӗчӗк сӗтел кӑна уйӑрса тӑрать, хушӑмӑр пӗр аршӑн ҫурӑран ытла мар ӗнтӗ, пырса ларчӗ те шӑтарас пек пӑхма пуҫларӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир халӗ ерҫейместӗр пулсан, тепӗр чухне тӗл пулӑпӑр, хӑҫан ерҫетӗр эсир, ҫавна ҫеҫ калӑр».
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Пур предметпа илсен те, тӗплӗн ҫырнӑ кӗнекесем питӗ сахал; мӗнпур ытти кӗнекесенче ҫак сахал кӗнекесенче туллинрех те уҫҫӑнрах мӗн калаҫҫӗ, ҫавна ҫеҫ тепӗр хут калаҫҫӗ, чӑмласа ҫемҫетеҫҫӗ, пӑсаҫҫӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр эрнерен вӑл Кирсанов патне пынӑ, мӗнле ҫӗнӗ кӗнекесем вуламаллине тата ӑнланман вырӑнсене ӑнлантарса пама ыйтнӑ; Кирсановпа туслашса кайнӑ, ун урлӑ вара Лопуховпа туслашнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл тепӗр кунне ирхине 8 сехетренех Невски тӑрӑх, Адмиралтейски кӗпертен пуҫласа Полицейски кӗпер патне ҫитиччен, мӗнле те пулин нимӗҫ е француз кӗнеке магазинӗ уҫасса кӗтсе уткаласа ҫӳреме пуҫланӑ, мӗн кирлине илнӗ те виҫӗ талӑк ытла ниҫта тухмасӑр вуланӑ, — кӗҫнерникун ирхине 11 сехетрен пуҫласа вырсарникун каҫхине 9 сехет ҫитиччен, 82 сехет хушши вуланӑ; малтанхи икӗ каҫне чӑлкӑм куҫ хупмасӑр ирттернӗ, чей-мӗн ӗҫмен, виҫҫӗмӗш каҫхине сакӑр стакан питӗ ҫӑра кофе ӗҫнӗ, ҫапах та тӑваттӑмӗш каҫ валли нимӗнле кофепе те вӑй ҫитмен, вӑл йӑванса кайнӑ та урайӗнче 15 сехет ҫывӑрнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр ҫулла вӑл пӑрахут ҫине ларса кайнӑ; палуба ҫинче хӗвӗшекен ахаль халӑх хушшинчен пӗри пӗлтӗр унпа пӗрле кӳленсе ҫӳренӗ ҫын: пулнӑ, ҫакӑнтан вара юлташ-студенчӗсем ӑна Никитушка Ломов тесе чӗннине пӗлнӗ.